Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫак самантра Инсаров пуҫне ҫӗклесе Елена ҫине пӑхнӑ пулсан, хӑй тӗксӗмленнӗҫемӗн Елена пит-куҫӗ ытларах та ытларах ҫуталса пынине асӑрханӑ пулӗччӗ; анчах вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр ҫӗрелле пӑхса тӑчӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анна Васильевна вӑранчӗ, вара каретӑра пурте калаҫма тапратрӗҫ, анчах икӗ экипажӑн кустӑрмисем тата лашасен вӑтӑр икӗ ури айӗнче чул сарнӑ ҫул ҫав тери кӗмсӗртетнипе сӑмах мӗн ҫинчен пынине никам та илтеймерӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ геттингенец ырӑ пурнӑҫпах пурӑнайман: истори яланах улшӑнса пынине пула, тӗрлӗрен ыйтусемпе тата шухӑшсемпе вӑл пӗрмаях хуйхӑ-суйхӑллӑ пулнӑ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Капитан, эпир хӑй хыҫҫӑн вӑркӑнса пынине курсан, пачах тӗлӗнмерӗ:
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Мӗнле корпус ҫинчен сӑмах пынине эпӗ аван чухлатӑп.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ман ӑна наркомат патӗнче кӗтсе тӑрас килмерӗ, тӗрӗсрех каласан, «крабсемпе» ытти хӗрсем хушшинче е амӑшӗпе пӗрле пынине курас килмерӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑрман курӑнмасть-ха, анчах вӗсем хӑйсем ун патне ҫывхарса пынине пӗлеҫҫӗ.Роща ещё не была видна, но они знали, что приближаются к ней.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Паганель Джон Мангльсран кимӗ мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынине шайласа пӗлме ыйтрӗ.Паганель попросил Джона Мангльса определить скорость движения пироги.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пуҫӗнче ларакан сакӑр ҫын сакӑр кӗсменпе ишсе пынине шыв ҫийӗпе кимӗ хӑвӑрт ыткӑнать.Пирога быстро скользила по поверхности воды под ударами вёсел восьми гребцов, сидевших на носу.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ҫавӑнпа та эпӗ унта хальхи вӑхӑтра мӗн пулса пынине тӗрӗсех калама пултараймастӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Экипаж каҫарусӑр алхасса кайнине пула Джон Мангльсӑн ирӗксӗрех судно мӗнле пынине куҫ илмесӗр астуса пымалла пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл унӑн ҫыранӗсен тӑрӑхӗпе иртсе пынӑ, вара Тӑваттӑмӗш кун ҫинче, декабрӗн 17-мӗшӗнче, икӗ утрав хушшинчи тӑвӑр проливпа пынине астунӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл иртен пуҫласа каҫченех, ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ уйӑрӑлса, вӗҫӗмсӗр вуланине тата вӗҫӗмсӗр ҫыра-ҫыра пынине кура Лёля тӗлӗнсех каять.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӑххӑрмӗш хут сиктернӗ хыҫҫӑнах Корчагин Леденевӑн виҫеллӗн хӗссе пыракан пешкисем хӑйне парӑнтарса пынине туйса илчӗ.Уже с девятого хода Корчагин увидел, как его сдавливают мерно наступающие пешки Леденева.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗлӗрсе выртнӑ ҫӗртех Павел такам пынине туйрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче ҫак куна ҫитиччен мӗн-мӗн купаланса пынине каласа пӗтерес ҫуккине вӑл тин сисрӗ.Только теперь почувствовал, что не передать ему всего накопленного жизнью.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«Эпир калӑпӑр-ха» тени Дубавӑпа унпа пӗр шухӑшлисем — троцкистсем тата шӑлӑрах кӗрсе пынине пӗлтереҫҫӗ.Ведь слова Дубавы «мы еще скажем» говорят о том, что троцкисты пойдут дальше.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Военком, лашине карт туртса чарчӗ те, укӑлча патӗнчен ҫамрӑк хӗрарӑм хашкаса чупса пынине курах кайрӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Чикӗре калаҫма юрамасть, анчах таврара никам та ҫук, тата малта ҫынсем километрта кӑна пулсан, вӗсем иккӗш е ним чӗнмесӗр пынине е халӑхсем хушшинчи законсене пӑснине кам пӗлсе.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Винтовкӑсем патне тӑратнӑ хуралҫӑ йывӑҫсем хушшинчен юланутлӑ ҫынсем пынине асӑрхать те пӑшал персе тревога парать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.