Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятӑм (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир юрланине итленӗ хыҫҫӑн, эпӗ тӗлӗннипе ахлатса янине илтмесӗрех: макӑрса ятӑм, тени тӗрӗс пулсан, халь вара, эсир ӑшшӑн кулмасӑрах, туслӑн алӑ памасӑрах манран уйрӑлатӑр пулсан, эпӗ… хӗрхенӗр, Ольга Сергеевна!

— Если правда, что вы заплакали бы, не услыхав, как я ахнул от вашего пения, то теперь, если вы так уйдете, не улыбнетесь, не подадите руки дружески, я… пожалейте, Ольга Сергевна!

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тарнӑ мужиксем пирки эпӗ кума наказ парса ятӑм; исправнике тархасларӑм, вӑл: «Хут ҫырса пар, вара хресченсене хӑйсен килӗсене тавӑрма пур майсемпе те тӑрӑшатпӑр», терӗ.

Я наказывал куму о беглых мужиках; исправнику кланялся, сказал он: «Подай бумагу, и тогда всякое средствие будет исполнено, водворить крестьян ко дворам на место жительства»,

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ упӑшкисене тупса килме арӑмӗсене хӑваласа ятӑм: хӗрарӑмсем каялла таврӑнмарӗҫ, ҫынсенчен илтнӗ тӑрӑх, вӗсем Челкинче пурӑнаҫҫӗ.

Я баб погнал по мужей: бабы те не воротились, а проживают, слышно, в Челках,

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ чӳрече патне васкаса ыткӑнтӑм та уҫса ятӑм.

Я поспешно бросился к окну и отворил его.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Кӑлӑхах сая ятӑм эпӗ Олеся тавҫӑрма тивӗҫ мӗнпур шухӑша иле-иле кӑтартса, кӑлӑхах ансатлатса калаҫрӑм гипнотизм доктор-психиатрсемпе Инди факирӗсем ҫинчен, кӑлӑхах физиологи йӗркипе ӑнлантарса парасшӑн тӑрӑшрӑм ун хӑйӗн хӑшпӗр опычӗсене, сӑмахран, юна вӗрни-сурнине, ӑна вена ҫине пӗлсе меллен пуснипех ҫав тери ансаттӑн тума пулать-ҫке-ха, — Олеся, мана ытти енӗпе йӑлтах, пӗтӗмпех шанаканскер, чӑхӑмлӑ вушарлӑхпа ҫине тӑрсах, пикенсех сире-сире ячӗ ман мӗнпур тӗслӗхсемпе ӑнлантарусене…

Напрасно я истощал все доступные пониманию Олеси доводы, напрасно говорил в простой форме о гипнотизме, о внушении, о докторах-психиатрах и об индийских факирах, напрасно старался объяснить ей физиологическим путем некоторые из ее опытов, хотя бы, например, заговаривание крови, которое так просто достигается искусным нажатием на вену, — Олеся, такая доверчивая ко мне во всем остальном, с упрямой настойчивостью опровергала все мои доказательства и объяснения…

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Доктор хӑй тухса кайнӑ чух мана темле электричествӑпа ӗҫлеттермелли япала парса хӑварнӑччӗ, ун пирки эпӗ мансах кайнӑччӗ, халӗ ҫеҫ акӑ темӗн пирки кулса ятӑм та сивӗре лашанни пек час ирӗлмен ҫӑра пӑс хам ҫӑвартан тухнине асӑрхасан, ҫав япала ҫинчен аса илтӗм.

Уходя, доктор сунул мне какую-то электрическую штуку. Я сразу забыл о ней и вспомнил, когда, засмеявшись чему-то, заметил, что у меня, как у лошади на морозе, изо рта валит густой, медленно тающий пар.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун патне те сан валли тесе ҫыра-ҫыра ятӑм, унтан хӑй патне те ҫыртӑм — пӗр ответ та пулмарӗ!

Я писала ему для тебя, потом лично ему — никакого ответа!..

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗҫсе кайиччен тумалли вӑл-ку ӗҫсем татах та пурччӗ-ха, вара эпӗ штурманпа стрелоксене аэродрома ятӑм та, хам Ледковпа пӗрлех унӑн окрисполкомри кабинетӗнче тӑрса юлтӑм.

Перед вылетом ещё нужно было кое-что сделать, и я отправил штурмана и стрелков на аэродром, а сам остался с Ледковым в его кабинете в окрисполкоме.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хуса ятӑм ӑна.

Я прогнал его.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пулатӑп! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

— Буду! — заорал я.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ урнӑ пек кӑшкӑрса ятӑм, ман хӑватӑма хак хума пӗлнӗ телефонистка мана пӗлтерчӗ вара «Иккемӗш рангри военврач Павлов докладласа парать», тесе.

Я бешено заорал, и телефонистка, оценив мои усилия, сообщила, что «докладывает военврач второго ранга Павлов».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ те пирус туртса ятӑм.

Я тоже закурил.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна тӗртсе ятӑм.

Я оттолкнул его.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтрӗ ӗнтӗ пирӗн хирӗҫӳ, выляса ятӑм ӑна эпӗ, халь эсӗ сывах та чипер иккенӗпе танлаштарсан тинех мӗне тӑтӑр манӑн хамран хам кулни; шӑпам каллех мана улталарӗ!

Но кончился спор, я проиграл. И что теперь для меня это унижение в сравнении с тем, что ты жив и здоров и что судьба снова обманула меня!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эпӗ хам тӗллӗнех пур кӗпӗрне хулисенчи исполкомсен председателӗсене ҫырса ятӑм.

Тогда я лично обратился во все губернские города к председателям исполкомов.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ Бугуруслана, справкӑсем паракан Центральнӑй бюрона ҫырса ятӑм та, усси пулмарӗ, мӗншӗн тесен пире Татариновсем вуннӑн пур, Григорьевсем ҫӗрӗн, тесе ҫырса пӗлтерчӗҫ.

Я написал в Бугуруслан, в Центральное бюро справок, но это ерунда, потому что нам прислали десять Татариновых и сто Григорьевых,

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳрнесем кӑштах чӗтретчӗҫ пулин те, эпӗ чикаркӑ чӗркерӗм, туртса ятӑм та, ҫак пысӑк шывӑн пурнӑҫне сӑнаса, ҫыран хӗрринчех пӗр вӑхӑт хушши хускалмасӑр пӑхса тӑтӑм.

Пальцы у меня немного дрожали, но я всё-таки свернул папиросу, закурил и некоторое время неподвижно стоял на берегу, глядя на всю эту незнакомую, разнообразную жизнь большой реки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апат та илсе килчӗҫ, ҫиес теменрен ӑна аран ҫисе ятӑм, пуҫӑма минтер айне хурса тем пек выртас килетчӗ пулин те, эпӗ тухса кайрӑм.

Принесли обед, я машинально съел его и ушёл, хотя мне очень хотелось лечь и сунуть голову под подушку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен Худфонд лагерӗ тепӗр хут пулса иртнӗ эвакуаципе таҫта, Новосибирск патнелле куҫнине пӗлмесӗр, эпӗ Ярославль облаҫӗнчи кукамай патне те ҫырса ятӑм.

Я писал бабушке в Ярославскую область, не зная, что детский лагерь Худфонда был вторично эвакуирован куда-то под Новосибирск.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав икӗ салтака разведкӑна ятӑм, вӗсем таврӑнчӗҫ те, тӗрлӗ ҫӗрте хӗрӗх машинӑна ҫитет, тесе пӗлтерчӗҫ.

Я послал этих двух бойцов в разведку, и, вернувшись, они доложили, что на разных направлениях стоит до сорока машин,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех