Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялӗнче (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Ҫавӑн чухне Карей ывӑлӗ Иоанан, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн Массифӑран хӑваласа тухнӑ пӗтӗм халӑха — арҫынсене, ҫар ҫыннисене, хӗрарӑмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 17. кайсан-кайсан Вифлеем ҫывӑхӗнчи Химам ялӗнче чарӑнса тӑнӑ, унтан вӗсем Египета 18. халдейсенчен хӑпса каясшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенчен хӑранӑ; хӑрасси Исмаил — Нафания ывӑлӗ — Ахикам ывӑлне Годолийӑна, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑскере, вӗлернинчен килнӗ.

16. Тогда Иоанан, сын Карея, и все бывшие с ним военные начальники взяли из Массифы весь оставшийся народ, который он освободил от Исмаила, сына Нафании, после того как тот убил Годолию, сына Ахикама, мужчин, военных людей, и жен, и детей, и евнухов, которых он вывел из Гаваона; 17. и пошли, и остановились в селении Химам, близ Вифлеема, чтобы уйти в Египет 18. от Халдеев, ибо они боялись их, потому что Исмаил, сын Нафании, убил Годолию, сына Ахикама, которого царь Вавилонский поставил начальником над страною.

Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унта тата Берехия пулнӑ, вӑл — Аса ывӑлӗ, Аса ӗнтӗ нетофафсен ялӗнче пурӑннӑ Елкана ывӑлӗ пулнӑ.

и Берехия, сын Асы, сын Елканы, живший в селениях Нетофафских.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пушкӑртстанри Кӑрмӑскал районӗнчи Суук Чышма ялӗнче концерт лартрӑмӑр та ушкӑнпа Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме пуҫтарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Татьяна Николаевна ячӗпе тӑван ялӗнче Анне-палӑк ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Иван Кузюков 1914 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Валерий Петрович Комиссаров 1956 ҫулхи мартӑн 14-мӗшӗнче Яманчӳрел ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Сӑмах май, Иван Иванович Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Манӑн сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя Никифоровна Емельянова ҫинчен пырӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишек ялӗнче пурӑнакан Ирина Григорьевӑпа Света Ильина — уйрӑлми туссем.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Шланкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Резида Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел йӗкӗтне качча килнӗ чухне Зиле 12 ҫулта кӑна пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Палтиел ялӗнче пурӑнакан Гузелийӑпа Зефер Афиатулловсем ҫемье ҫавӑрсан вӗсенчен телейлӗ ҫын пулман: иккӗшӗ те ҫамрӑк, вӑй-хал тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Л.Канясев Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче 1948 ҫулта ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫӗрпӳ районӗнчи Анчӑккасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Пантелеймоновнӑпа курса калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ ҫак пӗтӗмлетӳ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Йӗпреҫ районӗнчи Липовка ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫын килӗнче нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче алхаснӑ пушар та электропралук юрӑхсӑра тухнине пула тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шаптак ялӗнче 85 ҫулти кинемей мунчи ҫунма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Манӑн аттепе анне, Алексей тата Раиса Федоровсем, иккӗшӗ те Шураҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Элӗк районӗнчи Шураҫ ялӗнче «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата питӗ юратса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Унтан тепӗр икӗ ҫул Вутлан ялӗнче тихасене пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӗртавара Элӗк енчи Ехремкасси ялӗнче вырнаҫнӑ сӗт сивӗтмелли пункта илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 81 ҫул тултарнӑ Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан ӗҫчен хӗрарӑм - Анастасия Сергеевна Емельянова ҫинчен ӑшшӑн аса илсе каласа кӑтартас кӑмӑлӑм пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех