Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр

Автор: Александр МАКАРОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Хушнӑ: 2016.03.20 18:59

Пуплевӗш: 28; Сӑмах: 298

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Манӑн сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя Никифоровна Емельянова ҫинчен пырӗ.

Паллах, вӑрҫӑччен тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Зоя, ҫемьере асли пулнӑ май, пӗчӗклех тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ: утӑ ҫулнӑ, тырӑ вырса ҫапнӑ, суха пуҫне те алла тытнӑ. Мӗншӗн тесен вӑйпитти арҫынсенчен нумайӑшӗ вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман. Лашасем ҫите-лӗксӗр пулнӑран вӑкӑрсене те кӳлме тивнӗ. «Икӗ ҫул вӑкӑрпа ӗҫлерӗм, - аса илет иртнине Зоя аппа. - Пӗвери шыва курсан вара тапса сикетчӗ вӑл, чарма хӗнччӗ».

Унӑн ашшӗпе амӑшӗ колхоза вӑхӑтра кӗменрен (1947 ҫулта ҫеҫ кӗнӗ) ҫемьен питӗ пысӑк налук тӳлеме тивнӗ. Ҫапах та ӗҫлеме пултаракан ҫын нихҫан та аптраман: выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, лаша та тытнӑ. «Атте ҫемьене тӑрантарас тесе ӗҫлеме Шупашкара лашапа ҫӳретчӗ. Киле таврӑннӑ май апат-ҫимӗҫ туянатчӗ, выҫӑ лартман пире. Хӑй ҫӗвӗҫӗ пулнӑран ҫӗтӗк те ҫӳретмен», - малаллах тӑсӑлать калаҫу.

1960 ҫулта Зоя Никифоровна Килтӗш ял каччипе Петр Емельяновпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Туслӑ мӑшӑр 5 ачана кун ҫути парнеленӗ. Упӑшки конюхра вӑй хунӑ, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара фермӑран сӗт-ҫу заводне чӗртавар турттарнӑ. 40 литр кӗрекен бидонсемпе кашни кунах «кӗрешнӗ». Каярахпа вӑл фермӑна пӑру пӑхма вырнаҫнӑ. Унта 20 ҫул ытла вӑй хунӑ. «Эпир тӑваттӑн 150 пуҫ пӑру пӑхаттӑмӑр. Тӑрӑшса ӗҫленӗ, ачасене те тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтернӗ», - тет ватӑ иртнӗ куна куҫ умне кӑларса.

Шел, мӑшӑрӗпе савӑнса пурӑнма тӳр килмен ӑна. Упӑшки ҫамрӑклах сарӑмсӑр вилнӗ. Ҫавна май ачисене пӗчченех ҫитӗнтернӗ хӗрарӑм. Паллах, ҫӑмӑл пулман ӑна: фермӑра та, килти хуҫалӑхра та вӑй хунӑ. Пенсие тухсан та колхоз ӗҫне хутшӑнма пӑрахман.

Аслӑ ачисем халӗ йӑваран вӗҫсе тухса саланнӑ. Апла пулин те амӑшӗ патне час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ, ырӑ-сывӑ ҫитӗнтернишӗн тав тӑваҫҫӗ. Халӗ Зоя аппа кӗҫӗн ывӑлӗпе пӗрле пурӑнать. Вӑл «Хресчен сасси» хаҫата 25 ҫул ҫырӑнса илет, юратса вулать. «Ял ҫыннисен кун-ҫулӗ, шӑпи кӑсӑклантарать мана. Хаҫатра пичетленнӗ пур материалпа та паллашатӑп. Вуласа тухсан ҫитес кӑларӑм килессе чӑтӑмсӑр кӗтетӗп», - пӗлтерет Зоя аппа.

Нумаях пулмасть вӑл 83 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна чунран саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей сунатӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех