Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вислогузов хуторӗнче Чир юханшывӗ урлӑ учӗсене майпен уттарса каҫарчӗҫ, тӑвайккинчен те ҫаплах улӑхрӗҫ.На хуторе Вислогузовском вброд переехали речку Чир, шагом поднялись на пологий бугор.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗвере утсене шӑварчӗҫ те малтан уттарса ҫеҫ пычӗҫ, кӑштахран юртӑпа ячӗҫ.В пруду напоили лошадей и снова тронулись в путь, сначала шагом, а спустя немного — рысью.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халӗ вӗсем, умри васансемпе варсене тинкерӳллӗн сӑнаса пӑхса, хӑйсене асӑрхасран лапамрах вырӑнсен хӳттипе пыма тӑрӑшса, лашасене майӗпентерех уттарса кайрӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фомин лашине ҫатан карта еннелле уттарса кайрӗ, йӗнер йӑранисем ҫинче ҫӗкленсе тӑчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем учӗсене вӑрахчен юнашар, йӗнерӗсемпе ҫума-ҫумӑн, уттарса пычӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Акӑ вӑл, ман ҫар! — терӗ кулкаласа Фомин, лашине Григорий патне уттарса пырса.— Вот оно, мое войско! — подъехав к Григорию, улыбаясь, сказал Фомин.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗве патӗнчен вӑл — тавҫӑруллӑ та ӑслӑ хуҫа пек — лашине уттарса кайрӗ, анчах тепӗртакран Аксинья еннелле пӑхса илчӗ те, тӗссӗрленнӗ кӑвак кӗпине ҫурӑм хыҫӗнче вӗрсе хӑпартнӑ пек хӑмпӑлчлантарса, сиккипе тӗпӗртеттерсе кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пире халь пурпӗрех! — терӗ те Григорий, кулкаласа лашине вырӑнтан хускатрӗ, урампа уттарса кайрӗ.Нам зараз все равно, — улыбаясь, Григорий тронул коня, поехал по улице.
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Тӳсӗм пӗтрӗ уттарса килсе!
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунтан лашана уттарса ҫеҫ каятпӑр.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий ҫавӑнтах косилкӑна кӳлнӗ лашине тӑварса утланчӗ те ӑна чикекен сарӑ хӑмӑл тӑрӑх мӑн ҫул еннелле уттарса кайрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хутора пырса кӗрсен, вӑл, хӑйне мӑнкӑмӑллӑн тытса, урамра тӗл пулакан хӗрарӑмсем пуҫ тайса саламланине хирӗҫ мӑраннӑн сывлӑх сунса, лашине килӗ еннелле уттарса кайрӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл пӗр пилӗк минут пек утне хыҫалтан уттарса пычӗ, анчах явапне кӗтсе илеймерӗ те хыҫала тӑрса юлчӗ, ытти ординарецсем ҫитсе танлашсан, пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ:
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, чӑпӑрккипе ҫиллессӗн хӑмсарса, лашине тӑкӑрлӑкран уттарса тухса кайрӗ.Григорий, выразительно помахивая плетью, шагом пробирался по проулку.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Санӑн унсӑр та ыррине кӗтмелли ҫук, — терӗ кӑмӑлсӑррӑн Копылов, унтан, йӗвен чӗлпӗрне хытарса, лашине уттарса кайрӗ.— Тебе и без этого добра не ждать, — с неудовольствием сказал Копылов и перевел коня на шаг.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫук, — терӗ Григорий утне уттарса кайнӑ май.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий утне пӗве патнелле уттарса кайрӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Разъезд командирӗ хӑйӗн усӑк купарчаллӑ лашине вырӑнтан хускатса аяккалла уттарса кайрӗ, унтан йӗнер ҫинче кӑштах ҫаврӑнса, ҫапла сӗнчӗ:
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Станица хыҫӗнче вӑл Донран станица вӗҫне ҫити юпленсе тӑсӑлакан ансӑр кӳлӗ урлӑ лашине уттарса каҫарчӗ, унтан вӑрманпа юрттарса кайрӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Утне вӑл васкамасӑр, ҫул тӑршшӗпе тенӗ пекех уттарса пычӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.