Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мажаров (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксени илттӗр тесе юриех хыттӑн каларӗ Мажаров, хӑй йӑтса килнӗ туратсене купа ҫине пӑрахса, куҫӗсемпе Ксение шырарӗ.

Громко крикнул Мажаров и, кинув свою ношу в общую кучу, поискал глазами ту, ради которой он и заговорил так громко.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров пӗр ытам турат пуҫтарчӗ те ҫул хӗрринелле васкаса утрӗ.

Он набрал полную охапку веток и заторопился к дороге.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Машинӑ ҫинче Васена каласа кӑтартнине итленӗ чухне Мажаров чунтанах савӑнчӗ — Яранцевсен ҫемйинче те, юлашки вӑхӑтра унпа хӑйӗнпе пулса иртнӗ пекех, темӗнле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ иккен.

Слушая в машине Васену, Константин радовался — в семье Яранцевых происходило что-то родственное тому, что переживал в последнее время он сам.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров машинӑ ҫинчен тухрӗ, ҫум курӑк ӳссе ларнӑ канав урлӑ сиксе каҫса, тӗттӗм вӗтлӗхе кӗрсе кайрӗ.

Мажаров вылез из машины, перепрыгнул через бурьянистую канаву и очутился в темном перелеске.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӑртак хӑлхи хытнӑ вӗт-ха ун, — терӗ Васенӑ кулса, Мажаров ҫине вӑл куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ.

— Он же у нас чуток глуховат, — смеясь, проговорила Васена, украдкой оглядываясь на Мажарова.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров пӑхни хӑйне кансӗрленӗ пек, Ксени хыҫалалла вӑрт ҫаврӑнчӗ те ыйтрӗ:

Словно потревоженная его взглядом, Ксения резко повернулась и спросила:

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ хӑй ҫинчен маннине сиссе Мажаров Ксенин ҫывӑх, ҫав вӑхӑтрах инҫетри пит-куҫне нимӗн вӑтанмасӑр тинкерсе пӑхрӗ: вӑл унӑн кӑмӑла ӑшӑтакан илемлӗ тутине, йӑлтӑркка хура куҫӗсене, пичӗ ҫинчи тикӗс мар писеве курчӗ, — хӑлха патӗнче ӳт шуранкарах, унтан кӗренленсе пырать те, пит ҫӑмартисем вара йӑм хӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.

Пользуясь тем, что сестры забыли о нем, Мажаров не таясь, с беззастенчивой пристальностью разглядывал близкое и вместе с тем уже далекое лицо Ксении, с таким знакомым очертанием губ, с их волнующей теплой припухлостью, с темными, влажного, мятежного блеска глазами, с невыразимой прелестью кожи, согретой неровным румянцем, возле уха он был блеклым, но потом густел, наливался и уже алым цветом ложился на щеки.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров Ксенин пит-куҫӗнче мӗн улшӑннине те калайман пулӗччӗ, ҫав улшӑну куҫа курӑнмасть те темелле, анчах унӑн кашни йӗрӗнче ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрӗн илӗртекен тата кӑшт ӑмсантаракан илемӗ палӑрса тӑрать.

Он не мог даже сказать, что изменилось в Ксении, это было почти неуловимо, но в каждой черточке сквозило выражение зрелой и чуть вызывающей красоты.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Вӑл ӗлӗкхи пекех, — шухӑшларӗ Мажаров, Ксенин таса пичӗ ҫинчен куҫне илмесӗр. — Ҫук, ҫук, ӗлӗкхинчен чылай лайӑхрах!»

«Она такая же, как прежде, — не сводя глаз с ее дышавшего свежестью лица, думал Мажаров. — Нет, нет, гораздо лучше!»

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тархасшӑн! терӗ те Ксени йӑмӑкне хул хушшинчен ярса тытрӗ, Мажаров ҫине пӑхмарӗ те.

Пожалуйста! — ответила Ксения, даже не взглянув на Мажарова, и подхватила сестру под руку.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров вӗсем патне шикленерех утса пычӗ, кунта телее, кӗтмен ҫӗртен Васенӑ ҫитрӗ.

Он робко приблизился к ним, и тут Васена неожиданно выручила его.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Мӗнле чӗнес-ха ман ӑна? — шухӑшларӗ Мажаров васкаварлӑн.

«Как же мне назвать ее? — лихорадочно соображал он.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров ассӑн сывларӗ, аллисене ещӗк ҫаккине чикрӗ те: хулпуҫҫисене силлентерсе, ешӗке ҫурӑмӗ ҫине майлӑрах вырттарчӗ, хӑйӗн икӗ чӑматанне илсе, Васенӑ хыҫҫӑн йывӑррӑн утрӗ.

Вздохнув, Мажаров молча продел руки в лямки от футляра, встряхнув плечами, уложил поудобнее ящик на спине, поднял два своих чемодана и грузно двинулся следом аа Васеной.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗлетӗр-и, мӗн? — терӗ Мажаров Васенӑ еннелле ҫаврӑнса.

— Знаете что? — оборачиваясь к Васене, сказал он.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну мӗнех, — терӗ Мажаров тӑсарах, тем каласшӑн пулса.

— Ну что ж, — неопределенно протянул Мажаров.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Интереслӗ, мӗнлерех-ши вӑл халӗ?» — шухӑшларӗ те Мажаров, шарт сикрӗ — унпа юнашар Васенӑ тӑрать иккен.

«Интересно, какая она теперь стала?» — подумал Мажаров и вздрогнул: рядом с ним стояла Васена.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Эпӗ чылаях лайӑх мар историне лекетӗп пулас, — шухӑшларӗ Мажаров.

«Кажется, я попадаю в довольно неприятную историю, — с горечью размышлял Мажаров.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗнле хӗрпе? — тӗлӗннӗ Мажаров, ку ыйтӑва Алексей Макарович ахаль паманнине ӑнланса, ҫавӑнпа темӗншӗн пӑшӑрханма та пуҫласа.

— Какой девушкой? — деланно удивился Мажаров, понимая, что Алексей Макарович задает этот вопрос неспроста, и начиная почему-то тревожиться.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров Алексей Макарович флигеле мӗнле кӗнине илтмен, ҫурӑм хыҫӗнче вӑл йывӑррӑн сывланине туйнӑ та хыҫалалла ҫаврӑннӑ.

Он не слышал, как вошел во флигель Алексей Макарович, и, только почувствовав за спиной его тяжелое дыхание, обернулся.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах Мажаров ун сӑмахӗсене итлесе тӑмарӗ, такам ҫине такӑна-такӑна куперен хӑвӑртрах тухса хӑй пӗр-пӗччен юлма тӑрӑшса, ҫурма тӗттӗм ансӑр хушӑпа васкаса утрӗ.

Но Мажаров уже не слушал ее, торопливо шел по узкому проходу, натыкался на кого-то, безотчетно стремясь поскорее покинуть купе и остаться наедине с самим собой.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех