Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ачаранах (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Натка ачаранах хӑвӑрт юхакан сивӗ шывра шыва кӗме хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа тӑварлӑ та лӑпкӑ хумсем ҫинче ишме калама ҫук кулӑшлах ҫӑмӑллӑн туйӑннӑ ӑна.

После всегда холодной и быстрой реки, в которой привыкла Натка купаться ещё с детства, плыть по солёным спокойным волнам показалось ей до смешного легко.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эпӗ ҫуралнӑ чухнех хуҫӑлчӑк шӑпапа ҫуралнӑ пулас, ачаранах кун-ҫулӑм сикчевлӗ йӑрӑмран тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ачаранах юлнӑ манӑн ҫав йӑла; аннепе пурӑннӑ чухнехи вӑхӑтранах…

Это у меня привычка с детства: еще с того времени, когда я жила с матушкой…

XI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Эпӗ нумай арҫынсем хӑйсен арӑмӗсем айван пулнӑшӑн хӗпӗртенине тата ҫак айванлӑхра ачаранах юлнӑ тасалӑха курнине пӗлетӗп.

По крайней мере я знал много мужей, которые в восторге от глупости своих жен и видят в ней все признаки младенческой невинности.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

«Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев Валентин Урташ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисем ачаранах манӑҫми пулса тӑни ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Суворов мӗн ачаранах ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ.

Суворов с детства мечтал стать военным.

Пӗрремӗш пайӗ. Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Мӗн ачаранах вӑл кунта ӳснӗ.

Все здесь с детских лет исхожено и изъезжено.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗпӗрти ялта ҫитӗннӗ Озеров майор хуткупӑса хӑй те мӗн ачаранах юратнӑ.

Майор Озеров любил гармонь со дней юности, проведенных в сибирской деревне.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каҫхи ялтӑркка шуҫӑм хыҫӗнче ӑна яланах, мӗн ачаранах, темӗнле вӑрттӑн, ҫап-ҫутӑ пурнӑҫ пытарӑнса тӑнӑн туйӑнать.

Как и всегда, с самого детства, ему чудилась за яркой вечерней зарей какая-то таинственная, светозарная жизнь.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кавказра пирӗн пурте ачаранах вӗренеҫҫӗ.

У нас на Кавказе все с детства учатся.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Лопухов мӗн ҫамрӑкранах, ачаранах темелле, хӑй валли хӑй укҫа тупнӑ; Кирсанов вуникӗ ҫултан пуҫласа ашшӗне хутсем куҫарса ҫырма пулӑшнӑ, гимназин IV-мӗш класӗнче вӗреннӗ чухне вӑл та уроксем пама пуҫланӑ.

Лопухов с очень ранней молодости, почти с детства, добывал деньги на свое содержание; Кирсанов с двенадцати лет помогал отцу в переписывании бумаг, с IV класса гимназии тоже давал уже уроки.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!

Он покуривал, уронив на луку поводья, оглядывал раскинувшуюся округ Гремячего Лога степь, где каждый ярок, каждая балочка и сурчина с детства были знакомы и родны его сердцу, любовался рыхлыми, набухшими влагой пашнями, омытыми, наклоненными ливнем хлебами, с великой досадой и огорчением думал: «Напророчил дождя, черт щербатый!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗнчере ҫук-им ӗнтӗ хама шкулта вӗрентнӗ йӗркеллӗх, е ҫынна мӗн ачаранах тулли кӑмӑлпа хисеплесе те юратса тарасси ҫук-им ӗнтӗ тӗнчере?

точно не было на свете ни справедливости, ни чести, ни того, чему я учился в школе, ни того, во что я свято верил и что с детства привык уважать и любить?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн ачаранах эпӗ вексельсем мӗн иккенне пӗлмен — эп вӗренме пуҫланӑ чух ҫав сӑмаха урӑх каламастчӗҫ.

Я никогда ничего не понимал в векселях — самого этого слова уже не было, когда я начал учиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачаранах спортпа интересленнӗ, анчах та 1970 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗнӗ хыҫҫӑн кӑна ун ҫине ытларах тимлӗх уйӑрма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Вара вӑл, яланхи пекех, черетпе кашнинех тӗпчеме тытӑнӗ: пирвайхи ачаранах ыйтма пуҫласа пуринчен те ыйтса тухӗ.

Тогда он сделает, как всегда, — начнет спрашивать всех подряд, сначала одного, потом другого.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпах пулӗ вӑл ачаранах спортпа туслашнӑ, йывӑрлӑхсене парӑнтарма хӑнӑхса пынӑ…

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи Хӗрлӗ площадьри парада хутшӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Эпӗ ачаранах Михаил Лермонтова кӑмӑллатӑп.

Я с детства люблю Михаила Лермонтова.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Ачаранах ӗҫре пиҫӗхсе ӳснӗ Яков шкултан вӗренсе тухсан та ытти яш-кӗрӗм пек хулана тухса кайма васкаман.

Яков, с малых лет приученный к работе, после школы, в отличие от многих других молодых людей, в город уходить не спешил.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех