Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сирӗн умран иртсе каяймастӑп. Эсир хӑрушлӑхра», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Хамӑрӑн Панклири историпе краеведени музейӗнче, Юрий Скворцова халалланӑ стендра, ҫакӑн пек унӑн асамлӑ та ырӑ канашлӑ сӑмахӗсем вырнаҫӑннӑ: «Ҫыравҫӑ ӗҫӗ вӑл — ҫынна юратасси, Ӳкнӗ ҫынра та ҫынлӑх тивӗҫне вӑратасси, Ухмах тенӗ ҫынра та ӑс курасси, Кашни ҫынра пархатар тупасси..!»

В нашей Панклейском историко-краеведческом музее, на стенде посвященный Юрию Скворцову нашли место такие волшебные и добрые советующие слова: "Труд писателя - это человеколюбие, пробуждение человечности в падшем человеке, видеть ум у так называемого Дурака, нахождение в каждом человеке достоинства!.."

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Ашшӗне пӑхса ывӑлне кай тенӗ те, Петӗр пек тилхепесӗр ӳсмерӗ Криша, — мухтатчӗ ӑна кӳршӗри Анна кинеми.

- Хоть и говорят приглядившись на отца выйди за сына, Гриша как Петр без вожжей не рос, - хвалила его соседская бабка Анна.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Халӗ ялсенче пурте тенӗ пекех газпа усӑ кураҫҫӗ.

Сейчас в деревнях почти все пользуются с газом.

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Евангелире те: «Йӗрекенсем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем йӑпанӗҫ», - тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Тӑшман пӗр хӑрамасӑр килнине кура Яковлев чӗри, хӑйне пӑхӑнмасӑр тенӗ пек, хӑвӑртрах тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Старшина, сисмесрен пӗрре тенӗ пек, хӑй те хӗр ҫине пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анчах мӗншӗн-тӗр калавра художник пулма ӗмӗтленетӗп тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӑмӑртмалла тенӗ пек алӑ ӗҫ тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ҫук, ҫук такам экзамен параймӗ тесе шутламаҫҫӗ вӗсем, кунта ачасем пурте тенӗ пекех лайӑх пӗлӳ кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Пӗччен сурать — типсех пырать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать», — тенӗ шурсухалсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Ярды» ушкӑн юррисене сывламасӑр тенӗ пек итлерӗм.

Очень внимательно слушал песни группы "Ярды".

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗсем пӗтӗм ыйтӑва лайӑх ӑнланаҫҫӗ, мӗншӗн тесен кашнинпе тенӗ пекех хӑйсем ӗҫлесе курнӑ.

Они хорошо разбираются в этих вопросах, потому что каждый из них работал в данных областях.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кашни пахчарах тенӗ пек ӳстерекен хӗвелҫаврӑнӑшӑн тӑван ҫӗршывӗ Мексика иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

«Ҫын ӗҫре пиҫет», — тенӗ асаттесемпе асаннесем.

"Человек созревает в труде", - говорили дедушки и бабушки.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

«Атте-анне паман ӑса кӗнеке те параймӗ», — тенӗ ваттисем.

"Ум, что не дали родители и книга не даст", - говорили пожилые.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

«Ах, ҫынсене пӑхса тӑранаймастӑп. Мӗн тери хитрескерсем-ҫке вӗсем», — тенӗ Аньӑна.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хӑрушӑ кунсенче эвакуациленмен, хуларах юлас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

«Кунта та ӗҫлекен кирлӗ. Пурте вӑрҫа кайсан салтаксене кам пулӑшӗ?» — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӑрҫа каятӑп», — тенӗ ҫирӗппӗн юлташӗсен умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех