Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Вара вӗсем тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ; хӑйсем ӗнтӗ сехӗрленсех ӳкнӗ, ҫав тери хӑранипе никама та нимӗн те каламан.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Унтан вӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? епле сирӗн ӗненӳ ҫук? тенӗ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑх ҫав тери нумай пулнӑ, ҫавӑнпа та Хӑйне хӗсесрен вӗренекенӗсене Иисус Хӑй валли кимӗ хатӗрлесе хума хушнӑ.10. Ибо многих Он исцелил, так что имевшие язвы бросались к Нему, чтобы коснуться Его.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗртен ыйт, вӑл калӗ сана, вӑл хӑйӗн ҫинче ҫуралакансем ҫав тери нумаййӑн пӗтнишӗн хурланса йӗмелле тейӗ; 10. чӑн малтан ҫуралнисем те, каярах ҫуралассисем те пурте тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ, ҫапла вӗсем темӗн чухлӗн пӗтеҫҫӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫичӗ кун хыҫҫӑн та ӑшӑмри шухӑшӑмсем маншӑн каллех ҫав тери йывӑр пулчӗҫ; 22. анчах эпӗ йӑл илтӗм те каллех Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма пуҫларӑм, 23. ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша!
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара унӑн тусӗсемпе сыхлавҫисем, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ йывӑр асапа курса тата вӑл вилсе каясран та шикленсе, хӑйсем те ҫав тери хӑраса ӳкнӗскерсем, ӑна унтан васкасах йӑтса тухнӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалима ҫитсессӗн, вӑл аслӑ Турра парне кӳнӗ, тав тунӑ тата сӑваплӑ вырӑнта тума килӗшӳллӗ ытти ӗҫсене тунӑ; 10. унта кӗрсессӗн, вӑл унти чаплӑлӑхпа илемлӗхрен ҫав тери тӗлӗннӗ, Турӑ Ҫурчӗн ырӑ тирпейлӗхӗнчен тӗлӗннипе, Сӑваплӑран та Сӑваплӑ пӳлӗме те кӗрсе курасшӑн пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Никанор, иудейсене мӗн тери курайманнине кӑтартас тесе, ҫав ҫынна тытса килме пилӗкҫӗр ытла ҫар ҫынни янӑ: 40. вӑл ӗнтӗ ӑна тытса хупсассӑн иудейсене инкек кӳрӗп тесе шутланӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Анчах вӑл сӑваплӑн вилекенсем валли чаплӑ тивлет хатӗрлесе хунӑ тесе шухӑшланӑ, — мӗн тери таса та сӑваплӑ шухӑш! — ҫавӑнпа ӗнтӗ вилнисемшӗн ҫырлахтаракан парне кӳнӗ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ каҫарӑнтӑр тенӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тимофей хӑй Херей пуҫлӑх тытса тӑракан ҫав тери ҫирӗп тӗреклӗлетнӗ Газара теекен кереме тарса ӳкнӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тимофей ҫарӗн ҫулпуҫне те, ҫав тери йӗркесӗр те усал ҫынна, иудейсене сахал мар инкек кӳнӗскере, вӗлернӗ.32. Убили и вождя войск Тимофеевых, человека нечестивейшего, который причинил много бед Иудеям.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Аслӑ священник сӑнне куракан кашни ҫыннӑн чунӗ ырата-ырата кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн сӑнран ӳкнӗскерӗн пичӗ-куҫӗнче вӑл мӗн тери шуйханни ҫиелех тухнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна хирӗҫ Афиновий нимӗн те тавӑрса каламан; 36. анчах вӑл патша патне питӗ кӑмӑлсӑр таврӑннӑ та ӑна Симон сӑмахне, вӑл мӗн тери чаплӑ пурӑннине, хӑй мӗн-мӗн курнине йӑлтах каласа панӑ, патша вара питӗ ҫилленсе кайнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Димитрий Ионафана акӑ мӗн калама хушса янӑ: майлӑ вӑхӑт ҫитсессӗнех, эпӗ саншӑн, санӑн халӑхушӑн ҫакна ҫеҫ мар тӑвӑп, сана хӑвна та, санӑн халӑхна та ҫав тери пысӑк чыс кӑтартӑп.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫак сӑмахсене итлесе пӗтерсессӗн, Ионафан та, халӑх та Димитрий мӗн каланине ӗненмен, йышӑнман ӑна, вӗсем ӗнтӗ Димитрий израильсене мӗн тери хӗн-асап кӑтартнине, мӗн тӗрлӗ хаяррӑн хӗсӗрленине аса илнӗ, 47. вара вӗсем Александр майлах пулас тенӗ: вӗсемпе малтан килӗшӳ тӑваканни ҫавӑ пулнӑ-ҫке-ха — ӗнтӗ вӗсем ӑна яланах вӑрҫӑра пулӑшса пынӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ӑна Ҫурт управӑшне пӑрах — мӗн тери пысӑк хакпа хакларӗҫ вӗсем Мана! терӗ.13. И сказал мне Господь: брось их в церковное хранилище, - высокая цена, в какую они оценили Меня!
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Азот хулинчи ҫурт тӑррисенчен, Египет ҫӗрӗнчи ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗр, калӑр: эй, Самари тӑвӗсем ҫине пуҫтарӑнӑр, курӑр: мӗн тери иртӗхеҫҫӗ унта, мӗнле хӗсӗрлеҫҫӗ ун хутлӑхӗнче, тейӗр.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав тери суя тупа тӑвасси те улталасси, вӗлересси те вӑрласси, аскӑн ӗҫ тӑвасси сарӑлчӗ, юн хыҫҫӑн юн тӑкӑнать.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патша тума ыйтакан ӗҫ ҫав тери йывӑр, унӑн уҫҫи-хуппине патшана турӑсемсӗр пуҫне никам та калаяс ҫук, вӗсем вара ҫын хушшинче пурӑнмаҫҫӗ, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.