Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахалех сăмах пирĕн базăра пур.
ахалех (тĕпĕ: ахалех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурлӑх пуҫтарас тесе тӑрӑшса ӗҫлени те, ывӑҫ тупанне хӑпартса курпунланиччен тӑрӑшни те — ахалех пулчӗ.

Наживал, пригоршни мозолей да горб нажил.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ахалех.

Куҫарса пулӑш

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Каларӑм эпӗ юлташсене — ахалех каятпӑр!

Я говорил товарищам — зря мы идём!

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ахалех халӑх тапранмасть…

— Без причины народ не тронется…

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ахалех асӗ мана кун пек кӳрентермелли сӑмахсем калатӑн… — терӗ вӑл.

А ты мне говоришь такие обидные слова…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Ҫук, ахалех эпӗ.

Нет, так я это.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ахалех, юрататӑп эпӗ сан юмаххусене.

— Так! Я люблю твои сказки.

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Ахалех

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Нӳрлӗх ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар, кунта ахалех, вилӗсем ҫинчен шухӑшланипех вилсе кайӑн!

— Не говоря уж о сырости, тут от одной мнительности умрешь!

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Ахалех иртсе кайӗ-ха, — терӗ лешӗ.

— Пройдет и так, — безучастно отвечала та.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахалех тӑрӑшнӑ.

— Впустую старался.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗрчӗсене эсир ахалех шыратӑр.

— А зерно вы напрасно ищете.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗс, ӗмӗрлӗхех; анчах вӑл хӑйӗн пурнӑҫне яланлӑхах ӑнланса илчӗ: халӗ ӗнтӗ вӑл хӑй мӗншӗн пурӑннине тата ахалех пурӑннине пӗлет.

Навсегда, правда; но зато навсегда осмыслилась и жизнь ее: теперь уж она знала, зачем она жила и что жила не напрасно.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫук, ахалех, ним те мар, — тесе ирттерсе ячӗ Ольга.

— Нет, так, ничего, — замяла она.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗншӗн ахалех?

— Отчего напрасно?

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ахалех ҫапла шутлатӑр!

— Напрасно!

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тен, Обломовӑн ҫыру йӗркинче хӑшӗ тата мӗн сӑмахсем тӑтӑшах тӗл пулнӑран пулӗ, е, юлашкинчен, Илья Ильич халӗ е нихҫан та тенӗ хаяр чӗнӗвӗн юлашки самах ҫинче чарӑнса, аллисене айне хучӗ пулӗ — ахалех вӑратать пулӗ ӑна Захар.

Или, может быть, оттого, что в обломовском стиле часто сталкиваются который и что, или, наконец, Илья Ильич в грозном клике: теперь или никогда остановился на последнем, заложил руки под голову — и напрасно будит его Захар.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ахалех ларать-и, аллисенче нимӗн те ҫук-и вара? — ыйтрӗ Штольц.

— Просто, ничего в руках? — спросил Штольц.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ахалех! — тесе хирӗҫ тавӑрнӑ Андрей.

— Так! — только и было ответа.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӗрӗм тивнӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, уйӑхра пӗрре е икӗ хутчен пулса иртет, мӗншӗн тесен ӑшша ахалех мӑрьерен кӑларса яма юратмаҫҫӗ, кӑмакара «Роберт-шуйттан» оперӑри евӗр ҫулӑм вылянӑ чухнех юшка хупаҫҫӗ.

Это случалось периодически один или два раза в месяц, потому что тепла даром в трубу пускать не любили и закрывали печи, когда в них бегали еще такие огоньки, как в «Роберте-дьяволе».

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех