Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче Марья Васильевна ӑна: «Ман сана курас килмест», тенӗ.

вдруг Марья Васильевна сказала, что она больше не хочет его видеть.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫырура карап пурнӑҫӗ, вӑл ҫурҫӗрелле ерипен куҫса пыни ҫинчен ҫырнине каласа пӗлтертӗм.

И я рассказал ей о том, как тетя Даша однажды наткнулась на другое письмо, в котором говорилось о жизни корабля, затертого льдами и медленно двигающегося на север.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫыруне пӑхмасӑр-тумасарах вуласа патӑм.

И я, не переводя дыхания, прочитал письмо штурмана наизусть.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч, ун ҫинчен каласа панӑ чухне, куҫхаршисене ҫилӗллӗн сиккелеттеретчӗ, капитанӑн ӑнӑҫсӑр ӗҫӗсемшӗн итлекенсем те айӑплӑ тенӗ пек кӑтартма тӑрӑшатчӗ пулас.

Я понял это фальшивое, значительное выражение лица, когда, рассказывая о нем Николай Антоныч строго сдвигал брови, как будто во всем, что случилось, были отчасти виноваты и вы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ такам пӳлӗм алӑкне уҫса «ҫывӑрать» тенӗ сасӑпа вӑранса кайрӑм.

Я проснулся оттого, что кто-то приоткрыл дверь в столовую и тихо сказал: «Спит».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирӗксӗртен тенӗ пек кӑна хаҫат вуласа тухрӑм, расписание пӑхрӑм, виҫҫӗмӗш класри буфетра чей ӗҫрӗм.

С неприятным, отвратительным чувством я читал газету, изучал расписание, пил чай в буфете третьего класса.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хама «маншӑн пулсан икӗ айкки те тӑвайкки» тенӗ пек кӑтартма тӑрӑшрӑм, артистсен тумланмалли пӳлӗмне кайрӑм.

Я сделал вид, что мне все равно, и пошел к артистам в уборные.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Кышлакансем» тенӗ сӑмаха кам мӗнле ӑнланнине пӗлейместӗп эпӗ.

Не знаю, что каждый из нас понимал под этим словом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ӑмӑртӑва культурӑллӑ ҫӗршывсем пурте тенӗ пекех хутшӑннӑ, пӗр вырӑссем ҫеҫ хутшӑнайман.

В этом состязании участвовали почти все цивилизованные страны, и только не было русских,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кашни страницӑра тенӗ пекех паллӑ тунӑ вырӑнсем, хӑшпӗр йӗркесене аялтан туртса тухнисем пурччӗ.

Почти на каждой странице были пометки, некоторые строчки подчеркнуты,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килти япаласем, пурте тенӗ пекех, ӑна аса илтереҫҫӗ.

Многое в доме было еще связано с ним.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Юрать-ха, Татаринов капитан таврӑнмарӗ. Хысна пурлӑхне пӗлсе тыткаламаншӑн эпӗ ӑна ҫинчех суда панӑ пулӑттӑм», тенӗ вӑл.

и он сказал: «Жаль, что капитан Татаринов не вернулся. За небрежное обращение с казенным имуществом я бы немедленно отдал его под суд».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан ӑҫтан ҫыру килтӗр», — тенӗ амӑшӗ.

и даже сказала, что так и должно быть.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тӑхта-ха, ак, аҫунтан ҫыру килӗ» — тенӗ ӑна.

«Вот подожди, придет письмо от папы».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, Машка, — тенӗ вӑл амӑшне.

— Ну, Машенька, — сказал он маме.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Пӑх-ха, Маша, мӗнле шуранка вӑл. Ӑна уҫӑ сывлӑшра ытларах ҫӳрет, юрать-и», — тенӗ пулас.

кажется: «посмотри, Маша, какая она бледная. Обещаешь, что она побольше будет на воздухе, ладно?»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫӑмсемпе ӗретлӗн курмасӑр, хыпашласа тенӗ пек, эпӗ станцӑра билет илтӗм, чи малтан лекнӗ поездпа каялла Мускава таврӑнтӑм.

Почти ничего не видя, вернее, ощупью я беру билет обратно в Москву, сажусь в первый попавшийся поезд.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫынсем хӗпӗртенӗ, акӑ ӗнтӗ тахҫанах шыранӑ чӑнлӑха тупрӑмӑр, тенӗ — Марс ҫинче те ӑс-тӑнлӑ чӗрчунсем пур иккен.

Люди были уверены, что вот наконец добрались до истины: там, на Марсе, есть разумные существа.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Акӑ юрарӗ те пӗчекҫӗ ҫӗррӗм, — тенӗ Палан Тӑван.

— Вот и пригодилось уже колечко, — сказал Указательный.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пӳрнене хӗсмест, йӑтма йывӑр мар, ӗҫлеме чармасть, сӑмса шӑнкарма анчах пӑртак кансӗрлет пулмалла, — тенӗ вӑл, ҫӗррине вӑта пӳрни ҫине тӑхӑнса.

— Пальца он не жмет, носить его не тяжело, работать мне он не мешает, разве только вот сморкаться несподручно, — сказал он, надев кольцо на указательный палец.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех