Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирӗксӗрех вара юр кӑчӑртатнине итлетӗн те хӑвна «Инҫетре, инҫетре» тенӗ сасӑ уҫҫӑнах илтӗннӗ пек туйӑнса каять.Невольно прислушиваешься к этому поскрипыванию, и кажется — ясно слышишь: «далеко, далеко».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Учлётсем вара, пурте тенӗ пекех, кирек мӗнле ӗҫ пулсан та, яланах унтан ыйтса пӗлетчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачи, хӑйӗн сӑмсипе ун пит-куҫне шӑтарас тенӗ пекех, ун патнелле йӑпшӑнать.А мальчик всё наскакивал на него, точно хотел просверлить его своим носом.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытти ачасем пирӗн, пурте тенӗ пекех, слесарьсем, шоферсем пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Енчен эсӗ айӑплӑ пулсан, вӑл санӑн хуҫу пулса тӑрать, эсӗ вара ун чухне вӑл мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвӑн.Если ты виновата, он получает над тобой полную власть, и ты будешь делать все, что он захочет.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр Марья Васильевна вилнӗ пирки каланӑ чухне тата «ытти ҫынсем те» тенӗ самантра кӑна, Катя ҫинчен шухӑшланӑ пирки, каштах ҫыхланса тӑтӑм.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ху мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна ту, — салхуллӑн каларӗ Кораблев.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е Петька манран каллех: «Санӑн летчик пулмалли паллӑсем пур-и-ха?» тесе ыйтнӑ пулсан, эпӗ ӑна халӗ шантарсах «пур» тенӗ пулӑттӑм.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунсем те ҫав тери салхуллӑн иртсе пычӗҫ, эпӗ ун чухнехи кашни калаҫӑва, кашни тӗлпулӑва, кашни шухӑша тенӗ пекех астӑватӑп пулин те, манӑн вӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас килмест.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ куҫа уҫса пӑхрӑм, анчах, паллах ӗнтӗ, никамах та курмарӑм; эпӗ ӑна хамах, сасӑпа пулмасан, асӑнас мар тенӗ ҫӗртенех пуҫра каланӑ пулӗ.Я открыл глаза, но никого, разумеется, не было; должно быть, я сам сказал это, но не вслух, а в уме.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мария Васильевна хӑйӗн ӗмӗтӗнчи пурнӑҫӗпе, ҫав пурнӑҫа кӗртеймен ӗмӗчӗпе сывпуллашас тенӗ.Она хотела проститься с той жизнью, которая у них не вышла и о которой она, наверное, мечтала.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Наркӑмӑш ӗҫнӗ пулас вӑл», тенӗ самантран вара вӑхӑт сисӗнми хӑвӑртлӑхпа улшӑнма пуҫларӗ, ҫак сӑмахсене вара эпӗ хам ӑшӑмра кӑна темиҫе хутчен те каларӑм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Эсир пуян маррине пӗлетӗп эпӗ», тенӗ вӑл, — «анчах эпӗ Миронов капитан хӗрӗ умӗнче парӑмлӑ.«Знаю, что вы не богаты, — сказала она, — но я в долгу перед дочерью капитана Миронова.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫырӑвӑра хирӗҫ ответ парассине нумаях кӗтмелле пулмӗ, тесе шанатӑп эпӗ, — тенӗ ӑна дама.Я надеюсь, что вы недолго будете ждать ответа на ваше письмо, — сказала ей дама.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл суд умӗнче хӑй айӑпне сирменни те мана ҫав ӗҫе хутшӑнтарасшӑн пулманнинчен килнӗ, — тенӗ Марья Ивановна.И если он не оправдался перед судом, то разве потому только, что не хотел запутать меня.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Мӗнле тӗрӗс мар? — тенӗ дама, хӗрелсе кайса.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Эсир Гринева каҫарма ыйтатӑр? — тенӗ хӗрарӑм сиввӗн.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Каҫарӑр мана, эпӗ сирӗн ӗҫӗре хутшӑннӑшӑн; эпӗ патша ҫуртӗнче пулкалатӑп; хӑвӑр ӗҫӗре каласа парӑр, тен, эпӗ сире пулӑшма пултарӑп, — тенӗ вӑл тата ҫемҫерех сасӑпа.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Эсир кунтисем мар пулмалла? — тенӗ вӑл.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫав самантра: «Ан хӑрӑр, вӑл ҫыртмасть», тенӗ уҫӑ сасӑ, хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайнӑ.В эту самую минуту раздался приятный женский голос: «Не бойтесь, она не укусит».
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940