Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнмасть (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мужиксем хиртен таврӑнаҫҫӗ, ҫависене хулпуҫҫисем ҫине хунӑ; унта утӑ тиене лав хӑпарать, урапи те, лаши те курӑнмасть; ҫӳлте, купа ҫийӗнче, мужикӗн ҫеҫкеллӗ ҫӗлӗкӗ тата ача пуҫӗ курӑнать; лерен ҫара ураллӑ хӗрарӑмсем килеҫҫӗ, вӗсем ҫурласем тытнӑ, хыттӑн кӑшкӑрашса калаҫаҫҫӗ…

Мужики идут с поля, с косами на плечах; там воз с сеном проползет, закрыв всю телегу и лошадь; вверху, из кучи, торчит шапка мужика с цветами да детская головка; там толпа босоногих баб, с серпами, голосят…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ялта шӑп, пурне те ыйхӑ пуснӑ; сас-чӗвӗсӗр ларакан пӳртсене яриех уҫса пӑрахнӑ; пӗр чӗрӗ чун та курӑнмасть; пӑчӑ сывлӑшра шӑнасем ҫеҫ кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ.

Тихо и сонно все в деревне: безмолвные избы отворены настежь; не видно ни души; одни мухи тучами летают и жужжат в духоте.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унта уҫӑ та типӗ, лимонпа лавр шӑршиллӗ сывлӑш мар, хырпа ҫӗмӗрт тата эрӗм шӑршиллӗ сывлӑш тӑрать; унта кунсем уяр, хӗвел хӗртет, анчах ҫунтармасть, виҫӗ уйӑх тенӗ пек тӳпере пӗр татӑк пӗлӗт те курӑнмасть.

Там надо искать свежего, сухого воздуха, напоенного — не лимоном и не лавром, а просто запахом полыни, сосны и черемухи; там искать ясных дней, слегка жгучих, но не палящих лучей солнца и почти в течение трех месяцев безоблачного неба.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн ӗмӗтпе киленес, ачашланас килчӗ; вӑл, тӳпенелле пӑхса, хӑй юратнӑ хӗвеле шырарӗ, анчах хӗвел чӑн тӳпене ҫитнӗ-мӗн те курӑнмасть, пӳрт стенине ҫеҫ куҫа йӑмӑхтармалла ҫутатать, вӑл анса ларни ҫеҫ Обломова чӳречерен курӑнать.

Его клонило к неге и мечтам; он обращал глаза к небу, искал своего любимого светила, но оно было на самом зените и только обливало ослепительным блеском известковую стену дома, за который закатывалось по вечерам в виду Обломова.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫиелтен пӑхсан, вӑл хӑй улпутне чуралла юрама тӑрӑшни пачах курӑнмасть, улпутпа калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне хытӑ кӑмӑллӑ, именӳсӗр тыткалать, вӑк-тӗвекшӗнех ҫиленет, малтан каланӑ пек, хапха умӗнче тусӗсемпе пухӑнса тӑрсан, улпута хурласа калаҫать; анчах вӑл Илья Ильича хӑйне мар пулсан та, 0бломовӑн ячӗпе ҫыхӑнса тӑракан, хӑйшӗн хаклӑ япаласене пурне те тӑванла ҫывӑх туйӑмпа парӑннине пачах хур тумасть, вӑхӑтлӑха ҫеҫ тиркет.

Наружно он не выказывал не только подобострастия к барину, но даже был грубоват, фамильярен в обхождении с ним, сердился на него, не шутя, за всякую мелочь, и даже, как сказано, злословил его у ворот; но все-таки этим только на время заслонялось, а отнюдь не умалялось кровное, родственное чувство преданности его не к Илье Ильичу собственно, а ко всему, что носит имя Обломова, что близко, мило, дорого ему.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нимӗн те курӑнмасть, ҫитменнине тата пӗр чӳречине уҫман та.

Зги Божией не видно, да и одна штора почти совсем опущена.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл сӗтел еннелле пуҫне пӑрчӗ, унта пуш-пушӑ, чернил та типсе ларнӑ, перо та курӑнмасть, вӑл вара хӑй, тин ҫуралнӑ ача пек, ним пӑшӑрханмасӑр выртнишӗн хӗпӗртерӗ: вӑл шухӑшне те сапаласа пӗтермест, нимӗн те ҫухатмасть…

Он повернул голову к столу, где все было гладко, и чернила засохли, и пера не видать, и радовался, что лежит он, беззаботен, как новорожденный младенец, что не разбрасывается, не продает ничего…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Стенасем ҫинче, картинӑсем таврашӗнче, чечек ярӑмӗсем пек, тусанлӑ эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; тӗкӗрсем ҫине тусан ларнӑран сӑн курӑнмасть, мӗн те пулин манасран, вӗсем ҫине пӳрнепе йӗрлесе, ҫырса хума пулать.

По стенам, около картин, лепилась в виде фестонов паутина, напитанная пылью; зеркала, вместо того чтоб отражать предметы, могли бы служить скорее скрижалями, для записывания на них, по пыли, каких-нибудь заметок на память.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун умӗнче лӑпкӑ та ачаш тинӗс сарӑлса выртать, унта пӗр карап та курӑнмасть, пуш-пушӑ вӑл.

Тихое и ласковое, но, как всегда, пустынное, лежало перед ним море.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Нимӗн те курӑнмасть.

и он перестал что-либо видеть.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Мӗн ӗҫлесе ҫӳрет унта вӑл — ҫӳллӗ креслӑсен хыҫӗнчен нимӗн те курӑнмасть.

За высокими спинками мягких красных кресел трудно было разглядеть, чем она там занимается.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Скверта юри тенӗ пекех пӗр ҫын та курӑнмасть тата.

Сквер был безлюдным.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Залра шӑв-шавлӑ хускану ҫӗкленчӗ, хам сӑмаха пӗтерме кӑна ӗлкӗртӗм — малти ретрисенчен нумайӑшӗ ура ҫине тӑчӗҫ, хыҫалти ретрисем вӗсене лартасшӑн пулса кӑшкӑра пуҫларӗҫ, унсӑр курӑнмасть, вӑл вара патаклӑ аллине ҫӗклерӗ те:

Страшная суматоха поднялась в зале, едва я кончил свою речь: в передних рядах многие встали, в задних стали кричать, чтобы садились — не видно, а он стоял, подняв руку с палкой, и кричал:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӳкерсе илни, паллах, ҫул иртнӗҫемӗн ҫухалса пырать, пасарать вӑл, ахальтен мар-тӑр, ӗлӗк чух пленка футлярӗсем ҫинче пленкӑна фабрикӑран хӑҫан кӑларнӑ: вӑхӑта кӑтартатчӗҫ, ҫав кӑтартнӑ вӑхӑт иртнӗ пулсан, сӑнӳкерчӗкӗ курӑнмасть пулсан та фабрика хӑй ҫине айӑпа йышӑнмасть.

Как известно, снимок с годами слабеет или покрывается вуалью — недаром на футлярах всегда указывается срок, после которого фабрика не ручалась за отчётливость изображения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урамра пӗр ҫын та курӑнмасть.

На улице не было ни души.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Куликово уйӗн пысӑк та тискер вырӑнӗнче нимӗн те курӑнмасть.

На всем громадном и диком пространстве Куликова поля не было видно ни зги.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Икӗ утӑмран нимӗн те курӑнмасть: Хӑрушӑ, суккӑр каҫ ҫывхарать — унтан ҫӗрле пулать.

В двух шагах ничего не было видно: наступал страшный слепой вечер, потом — ночь.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл курӑнмасть те, илтӗнмест те.

Его еще не видно и не слышно.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав темӗн пысӑкӑш кичем ҫуртра пӗр чӗрӗ чун та курӑнмасть.

И во всем этом громадном, странном пространстве не было заметно ни одной живой души.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ниҫталла пӑхсан та, пӗр арман та курӑнмасть: ҫил арманӗсем те, шыв арманӗсем те ҫук.

Решительно нигде не было никаких мельниц: ни ветряных, ни водяных.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех