Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйрӗ (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Обломов ҫакӑн пек чӗнмесӗр пӑхнӑран, Захар хӑйне хӑй аван мар пек туйрӗ, вӑл Обломов пӑхнине курмӑш пулчӗ, ҫитменнине тата ытти чухнехинчен те ытларах хӑяккӑн тӑчӗ, Илья Ильич ҫине хӑрах куҫпа та пӑхмарӗ.

Захар, чувствуя неловкость от этого безмолвного созерцания его особы, делал вид, что не замечает барина, и более, нежели когда-нибудь, стороной стоял к нему и даже не кидал в эту минуту своего одностороннего взгляда на Илью Ильича.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Новиков хӑйне леш тӗнчерен таврӑннӑ пекех туйрӗ.

Новикову казалось, будто он вернулся с того света.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Костенкӑна никам та кӗтмест, ҫавӑнпа вӑл хӑйне пӗччен туйрӗ.

Костенко никого не ждал и чувствовал себя одиноко.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Женя ҫак самантра пичӗ тӑрӑх вӗри куҫҫуль юхса аннине туйрӗ.

Тут Женя почувствовала, как по ее лицу ручьем полились горячие обжигающие слезы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Сывлӑш ҫитменнипе Женя куҫӗ хурала-хурала килнине туйрӗ.

Женя чувствовала, как у нее темнеет в глазах от недостатка воздуха.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргарита юриех унӑн хулӗнчен ҫакланчӗ, лешӗ хӑйне ӑсран каясла телейлӗ туйрӗ.

Маргарита хмыкнула и демонстративно взяла обалдевшего от такого счастья Федора под руку так,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл пӗтӗм кӗлетки тӑрӑх пӑлхантаракан хум чупса иртнине туйрӗ те хӑраса кайрӗ: тӑруках Федя веҫех ӑнланса илсен?..

Она почувствовала, как по всему ее телу прошла дрожь. Она испугалась, что сейчас чем-нибудь себя выдаст, вздрогнула,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫавӑнтах пуҫӗ ҫаврӑнса килнине туйрӗ.

и почувствовала, как и у нее в свою очередь закружилась голова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Никам ҫине те пӑхмарӗ вӑл, анчах пӗтӗм класс хӑйне сӑнанине ҫурӑмӗпе туйрӗ.

Она ни на кого не смотрела, но чувствовала, что весь класс не сводит с нее глаз.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Петя сасӑсӑр, лӑпкӑ пӳлӗмсене курчӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнакан ҫӗвӗ машини шакӑртатнине илтрӗ, вӗрекен купӑста яшки шӑршине туйрӗ, вара сасартӑк унӑн, ашшӗ кӑкӑрӗ ҫине ҫакӑнса, ун сюртукӗ ҫумне пӗшкӗнсе макӑрса, хӑй паян мӗн курнисене пӗтӗмпех ашшӗне каласа кӑтартас килчӗ.

Петя увидел тихие, спокойные комнаты, услышал почти бесшумный зуд разогнанной швейной машинки, ощутил запах кипящего борща, и вдруг ему захотелось броситься папе на шею, прижаться щекой к сюртуку, заплакать и рассказать все.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах сасартӑк вӑл хӑйне такам пысӑк вӗри алӑпа мӑйран хытӑ ярса тытнине туйрӗ.

Но вдруг почувствовал большую горячую руку, крепко схватившую его сзади за шею.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик аслашшӗ ҫӑварӗнчен эрехӗн пылакрах шӑрши кӗнине туйрӗ.

Гаврик почувствовал изо рта дедушки сладковатый запах водки.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйне Лиза умӗнче аван мар туйрӗ пулсан та урӑхла пулаймарӗ вӑл.

Несмотря на свою неловкость перед Лизой, она не могла иначе.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Саня ҫырма урлӑ выртакан ӑвӑс йывӑҫҫи тӑрӑх тайкаланса аллисене сарсах утса кайрӗ, эпӗ вара пушмакӑма хыврӑм та шыв урлӑ каҫрӑм, шыв айӗнчи хӑйӑр катрамӗсене те туйрӗ ман ура.

и он, балансируя, скользит по осине, переброшенной через ручей, а я снимаю туфли, иду вброд и нога чувствует плотные складки песчаного дна?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Крокодил мӗнле пулнине пӗлмеҫҫӗ-им? — Игорь кунта ултав пуррине аванах туйрӗ пулин те, кун пек чухне хӑйне мӗнле пулмаллине чухласах илеймерӗ.

— Что, я не знаю, какие крокодилы! — Игорь чувствовал явный подвох, но не знал, как выбраться из создавшегося положения.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗҫ кунта пачах та хӑй тӗрӗсси пирки пыманнине туйрӗ вӑл.

Он почувствовал, что дело совсем не в том, что он лично оказался прав.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Расщепей пӗр самант ачасен чӗмсӗрлӗхне сӑнаса тӑчӗ, ахӑрнех, вӑл ҫак шӑплӑхра темӗскер пуррине туйрӗ пулас!

Расщепей прислушался к молчанию ребят и, видимо, что-то уловил в нем.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ун ҫине йӗрӗнсе пӑхнине туйрӗ те вӑл, ман ҫине чунтан курайми тата тӑрӑхласа кулнӑн пӑхса илсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

В моем он мог прочесть презрение, и он отворотился с выражением искренней злобы и притворной насмешливости.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӳршӗри крепӑҫе илнӗ тенине илтсенех, вӑл хӑйне ырӑмаррӑн туйрӗ, чирлесрен хӑратӑп.

Ей сделалось дурно, как услышала о взятии Нижнеозерной; боюсь, чтобы не занемогла.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Петров каллех пырӗ патне темле вӗри те хытӑ япала капланса хӑпарнине туйрӗ, ӑнтӑхса каяс патнех ҫитрӗ.

Петров снова почувствовал у горла клокочущий клубок, такой горячий и тугой, что можно было задохнуться.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех