Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм ҫӗр тискер кайӑкран тӗлӗнсе тӑчӗ; вара тискер кайӑка хӑват панӑ аҫтахана ӳксе пуҫҫапрӗҫ, 4. унтан тискер кайӑкне хӑйне те пуҫҫапрӗҫ: ҫак тискер кайӑк пекки кам пур? унпа кам ҫапӑҫма пултарайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗлен ӗнтӗ арӑма ҫилленсе талӑрсах ҫитрӗ; вара ҫав арӑмӑн ытти ачисемпе — Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе, Иисус Христос вӗрентнине уяса тӑракансемпе — ҫапӑҫма кайрӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ ун ҫӑварӗнчен тухакан ҫиле, вут-ҫулӑма, тӑвӑла курнӑ, 28. ун аллинче сӑнӑ та, ытти вӑрҫӑ кӑралӗ те пулман, анчах вӑл хӑйне хирӗҫ ҫапӑҫма тесе пынӑ пысӑк йыша пӗтерсе пӑрахнӑ, — ӑна ҫапла ӑнланмалла: 29. акӑ Ҫӳлти Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑтарас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, 30. ҫакӑ вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑратса пӑрахӗ, — 31. ӗнтӗ пӗрисем теприсене хирӗҫ, хула хулана хирӗҫ, пӗр вырӑн тепӗрне хирӗҫ, халӑх халӑха хирӗҫ, патшалӑх патшалӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ йышлӑ халӑх ҫине ҫакӑ вут-ҫулӑм ҫӗмрен пек ыткӑнса тапӑнчӗ, пурне те ҫунтарса ячӗ, имсӗр-сумсӑр йышран кӗлсӗр пуҫне нимӗн те юлмарӗ, тӗтӗм шӑрши ҫеҫ сарӑлчӗ; ҫакна куртӑм та — сехӗрленсе ӳкрӗм.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма пухӑннисем пурте питӗ хӑраса ӳкнине, ҫапах та ҫапӑҫма хӑюлӑх ҫитернине куртӑм.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кун хыҫҫӑн эпӗ тата ҫакна куртӑм: ҫак ара, тинӗсрен ҫӗкленнӗскере, хирӗҫ ҫапӑҫма тӗнченӗн тӑватӑ енчен те имсӗр-сумсӑр ҫын пуҫтарӑнчӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсене упрама Тӗнчене Пултаракана шанса, Иуда хӑйӗн ҫыннисене саккунсемшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн, хулашӑн, тӑван ҫӗршӗн, граждан ирӗклӗхӗшӗн паттӑррӑн, пурӑнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма ӳкӗтленӗ, вара хӑйӗн ҫарне Модин ҫывӑхӗнче вырӑнаҫтарса тухнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тимофее хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ чухне, ҫав вырӑнтан тӑхӑр стади пӑрӑнса кайсассӑн, вӗсем ҫине арабсем — пилӗк пин ҫынран, пилӗкҫӗр юланутҫӑран кая мар — тапӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем, йӗркеленсе тӑрса, малалла кайнӑ, вӗсем майлӑ ҫапӑҫма тӳперен килнӗскерӗ вӗсемпе пӗрле пынӑ, Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗ ҫитнӗ.10. Так пришли они, под покровом небесного споборника, по милости к ним Господа.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӑхӑр пинрен кая мар ҫын вара лайӑх тӗреклӗлетнӗ, ҫавӑрса илекенсене хирӗҫ ҫапӑҫма мӗн кирлине йӑлтах хатӗрлесе хунӑ икӗ пашнене тарса пытаннӑ.18. Не менее девяти тысяч бежали в две весьма крепкие башни, снабженные всем против осады.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл хуласемпе ялсене кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ҫунтара-ҫунтара янӑ, ҫапӑҫма меллӗ вырӑн йышӑнса сахал мар тӑшмана ҫӗнтернӗ, ӑна хӑваласа янӑ; 7. ҫак ӗҫсене тума чылай чухне вӑл тӗттӗм каҫ суйласа илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир, хамӑра Турӑ пысӑк хӑрушлӑхсенчен ҫӑлса хӑварнӑскерсем, хамӑр та патшана хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗрскерсем, Ӑна савӑнӑҫлӑн тав тӑватпӑр, 12. мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ хула ҫине вӑрҫӑпа ҫӗкленсе килнисене хӑваласа ячӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Тӑшмансем вара, вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма хатӗррине курса, каялла кайнӑ.51. И увидели преследующие, что дело идет о жизни, и возвратились назад.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Анчах лешӗсем, Ионафанпа унӑн юлташӗсене ярса тытса вӗлернӗ тенине илтсессӗн, пӗр-пӗрне хавхалантарса, ҫапӑҫма хатӗрленсе тачӑ ӗретпе тухнӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Унтан вӗсемпе ҫапӑҫма каялла таврӑннӑ, вӗсене ҫапса салатнӑ, лешӗсем тарнӑ.72. Потом возвратился сражаться с ними и поразил их, и они бежали.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
75. Иоппи хули патне ҫитсе тапӑра тӑнӑ; вӗсене хулана кӗртмен, мӗншӗн тесессӗн унта Аполлоний хуралӗ тӑнӑ, вӗсем вара хулана хирӗҫ ҫапӑҫма пуҫланӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнта юлнӑ ҫыннисене вӑл кулянса каланӑ: тӑрар та хамӑр тӑшмансем ҫине каяр; вӗсемпе ҫапӑҫма, тен, вӑй ҫитерӗпӗр, тенӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Иудӑпа Ионафан — Галаадра, вӗсен Симон пиччӗшӗ Галилейӑра Птолемаида патӗнче пулнӑ чухне 56. ҫарпуҫсем Захария ывӑлӗ Иосиф тата Азария вӗсенӗн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен илтнӗ те 57. каланӑ: эпир те хамӑр ята чапа кӑларар; хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсемпе ҫапӑҫма каяр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем Вефорон сӑрчӗ патне ҫывӑхарса ҫитсессӗн, Иуда вӗсене хирӗҫ пӗчӗк йышпа ҫеҫ тухнӑ; 17. ҫав йыш ҫыннисем, хӑйсене хирӗҫ килекен ҫара курсассӑн, Иудӑна каланӑ: эпир ҫак пӗчӗк йышпа ҫав тӗрлӗ пысӑк ушкӑна хирӗҫ мӗнле ҫапӑҫма пултарӑпӑр-ха?
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.