Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫапӑҫу тытӑнаспа священник пырса халӑхпа калаҫтӑр, 3. вӑл халӑха ҫапла калатӑр: эй Израиль, итле! эсир паян хӑвӑр тӑшманӑрсене хирӗҫ вӑрҫа кӗретӗр, чӗрӗрсем шуйханса ан ӳкчӗр сирӗн, ан хӑрӑр, ан шикленӗр, сехӗрленсе ан тӑрӑр вӗсенчен: 4. сирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫма [тата] сире ҫӑлса хӑварма сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Туррӑр пырать, тетӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн чухне эпӗ сире ҫапла хушса каларӑм: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫак ҫӗре сире еткерлӗхе пачӗ; ҫапӑҫма пултаракансем пурте, вӑрҫа хатӗрленсе, хӑвӑрӑн тӑванӑрсенчен — Израиль ывӑлӗсенчен — малта пырӑр; 19. арӑмӑрсемпе ачӑрсем анчах, выльӑх-чӗрлӗхӗр анчах [эпӗ сирӗн выльӑх нумаййине пӗлетӗп] эпӗ хӑвӑра панӑ хуласенче юлччӑр, 20. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн тӑванӑрсене, сире хӑвӑра панӑ пек, тӑнӑҫлӑх париччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑйсене Иордан леш енче паракан ҫӗре еткерлӗхе иличчен вӗсемпе пӗрле пулӑр; вара кашнийӗ эпӗ сире панӑ еткер ҫӗрӗре таврӑнӑр, терӗм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Сигон [Есевон патши] вара хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе Яаца хули патне пире хирӗҫ ҫапӑҫма тухрӗ; 33. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, ӑна [пирӗн алла] ӳкерчӗ, эпир ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те, унӑн пӗтӗм халӑхне те ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, 34. ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр, мӗнпур хулине, арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех тупаларӑмӑр, пӗр ҫынна та чӗрӗ хӑвармарӑмӑр; 35. хамӑр валли тупӑш вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне анчах, хамӑр ҫӗнтернӗ хуласенче мӗн туртса илнине анчах илтӗмӗр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Валаам Турра каланӑ: ман патӑма [вӗсене] Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — ҫапла [калама] янӑ: 11. акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, [халӗ манпа кӳршӗллӗ пурӑнать]; кунта килсе ҫавна ылхансам; тен, ун чухне эпӗ унпа ҫапӑҫма, ӑна [ҫак ҫӗр ҫинчен] хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп тесе каласа янӑ, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кӑнтӑр енче пурӑнакан Ханаан патши Арада, Израиль халӑхӗ Афарим енчен килнине илтсессӗн, израильсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, вӗсен темиҫе ҫыннине тыткӑна илнӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус хӑйне Моисей каланӑ пек тунӑ: амаликсемпе ҫапӑҫма [кайнӑ]; Моисей, Аарон тата Ор сӑрт тӑррине улӑхса тӑнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ вӗсем.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№