Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елена чӗтресе ӳкрӗ те тепӗр аллипе сирсе ярасшӑн пулчӗ, анчах Инсаров унӑн тепӗр аллине чуптума тытӑнчӗ.

Елена вздрогнула и хотела отслонить его другой рукою, он начал целовать другую руку.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл шлепкин хӑйӑвне салтрӗ, ӑна хывса хучӗ, мантилйине хулпуҫҫи ҫинчен сирсе пӑрахрӗ, ҫӳҫне майларӗ, унтан пӗчӗк те кивӗ диван ҫине ларчӗ.

Она развязала ленты шляпы, сбросила ее, спустила с плеч мантилью, поправила волосы и села на маленький старенький диванчик.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Халь вара, — терӗ вӑл малалла, ыттисенчен чылай пысӑк тӑм купи ҫинчен ҫиттине мӑнаҫлӑн та хурлӑхлӑн сирсе.

А теперь, — продолжал он, торжественно и печаль но раскутывая третью, довольно большую массу глины.

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Акӑ эпӗ мӗн калатӑп, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ палламан ҫын, ӑна вӑйлӑ аллипе, ҫул ҫинчи турата илсе пӑрахнӑ пекех, ҫӑмӑллӑн айккинелле сирсе.

— А я вот что говорю, — продолжал незнакомец, отстраняя его своею мощною рукой, как ветку с дороги, — я говорю:

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кӗпӗрленсе тӑракан салтаксене сирсе, малалла иртрӗмӗр.

Растолкали толпу солдат.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эльба ҫинче эпир тӑшмана сирсе ывӑтасса кӗтеҫҫӗ.

Ждали нашего очередного прорыва на Эльбе.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Минтерсене майлаштара-майлаштара хуратӑп, пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнатӑп, шӑрӑх пулнипе мамӑк утияла сирсе пӑрахатӑп, каллех ҫаврӑнкалатӑп…

Ворочался, перекладывая подушки, скидывая жаркую перину, и вновь ворочался.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пӗрремӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем, авиаци пулӑшӑвне сирсе тӑракан начар ҫанталӑка пӑхмасӑр, Сандомиртан хӗвеланӑҫнерех наступлени пуҫарса ярса, тӑшманӑн хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ оборонине татса кӗнӗ.

Войска 1-го Украинского фронта, перейдя в наступление западнее Сандомира, несмотря на плохие условия погоды, исключающие боевую поддержку авиации, прорвали сильно укрепленную оборону противника на фронте протяжением сорок километров.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Утияла сирсе пӑрахнӑ та эпӗ, сулахай урана хӗрсе кайсах вылятнине пула вӑл килсе кӗнине сисмен те.

Скинув одеяло, я усиленно дрыгал левой ногой и поначалу не услышал, как открылась дверь.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн хушӑра ӗненменнисем те тупӑнчӗҫ, анчах вӗсен иккӗленӗвӗсене эпир шкул начальникӗн сӑмахӗпе сирсе ятӑмӑр.

Среди нас были скептики, но мы моментально разбивали их сомнения словами самого же начальника школы.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Гленарван ӑна сирсе ячӗ те малалла кӗме хатӗрленчӗ, анчах сасартӑк каялла чакрӗ.

Гленарван отогнул циновку и собирался было войти внутрь загородки, как вдруг живо отскочил обратно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара тыткӑнрисене сирсе, дикарь йывӑр аллине Элен хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

И, растолкав пленников, дикарь опустил тяжёлую руку на плечо Элен.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс ҫакӑн пек ыйтусемпе пуҫне ҫӗмӗрсе, ҫак пӑхса нимӗн курӑнмалла мар тӗксӗмлӗхе ҫутӑ пайӑркисем часрах сирсе пӑрахчӑрччӗ тесе шухӑшланӑ вӑхӑтра пассажирсем хӑйсен койкисем ҫинче канчӗҫ.

В то время как Джон ломал себе голову над всеми этими вопросами, мечтая о том, чтобы луч света скорее пронзил кромешную тьму, пассажиры отдыхали на своих койках.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Французсем умӗнче Такури юриех йӑваш чӗреллӗ ҫын пек пулса, вӗсен сисӗмлӗхне сирсе ярас тесе, мӗн кирлине пурне те тунӑ.

Обманув французов притворной робостью, Такури сделал всё необходимое для того, чтобы усыпить их бдительность.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Корчагин пӳрте кӗчӗ, сӗтел патне пычӗ те ялава сирсе хучӗ.

Корчагин вошел в избу, подошел к столу и отвернул знамя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Именчӗксӗр тата ҫулне кура мар хӑйне тӑнлӑ тытаканскер, ҫак хӗрача Корчагина тӗл пулсан яланах кӑмӑллӑн йӑлкӑшса илет, — акӑ халь те вӑл, каснӑ ҫӳҫ пайӑркине ҫамки ҫинчен каялла сирсе ярса, темле, ача пек, сывлӑх сунса илчӗ.

Застенчивая и не по летам серьезная, девочка всегда при встрече с Корчагиным приветливо улыбалась, и сейчас она неловко, по-детски, поздоровалась, откидывая со лба прядку стриженых волос.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак ыйту ун шухӑшӗсене сирсе ярать, вӑл ҫавӑнтах пуҫа мӗн килнине калать:

Его мысли, вспугнутые вопросом, уплыли, как дым, за освещенный полукруг, и он сказал первое, что пришло сейчас в голову:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павел лӑпкӑ пырать, пирусӗ ялкӑшса илнӗ хушӑра пӗр самант ун пичӗ, паттӑр сӑн кӗртекен авӑнчӑк куҫхаршисем курӑнса каяҫҫӗ — ҫаксем ӗнтӗ тӗттӗм каҫ, тискер пушӑ вырӑн тата ӗнер Подолра пӗр ҫынна пит тискер вӗлерни ҫинчен театрта илтнӗ хыпар шиклентернине сирсе яраҫҫӗ.

Спокойствие Павла, вспышки огонька его папиросы, на миг освещавшей уголок его лица, мужественный излом бровей — все это рассеяло страх, навеянный чернотой ночи, дикостью пустыря и слышанным в театре рассказом о вчерашнем кошмарном убийстве на Подоле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Алла ҫакӑн пек сулни хулана, тӑванӗсем патне таврӑнас, ҫак пылчӑкран тасалас ӗмӗте пӗтӗмпех сирсе пӑрахрӗ.

Жест этот смахнул все надежды вернуться в город, к своим, выбраться из этой грязи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унӑн ыйӑхне йывӑҫсен хушшинче шевле пек вылянакан темӗнле пӗлмелле мар ҫутӑ сирсе ячӗ.

Его разбудил какой-то неопределённый свет, мерцавший среди деревьев, нечто вроде зарева.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех