Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак имение сутӑн илекенне тата ҫав … ҫулах земский суд вӑл именипе усӑ курма ҫирӗплетсе пани те, вӑл имени текех Фадей Спицынӑн мар, тесе, паллӑ туни те пур ҫав хутрах.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑн та, госпитальте апат-ҫимӗҫе ҫирӗп йӗркепе ҫитерни, апатне майӗпен хушса пырса ытларах та ытларах пани унӑн вӑйне ӳстерсех пычӗ, перевязкӑсем вӑхӑтӗнче халӗ вӑл ҫав тери ырхан пулни те ҫамрӑк практиканткӑсене хӑратсах пӑрахмарӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Клиникӑра ӗҫлекен пӗр-пӗр ҫынна начар ӗҫленӗшӗн вӑрҫнӑ чух (вӑрҫасса вӑл шавлӑн, хӗрӳллӗн, кашнинчех йӗркесӗрлӗхе курнӑ вырӑнта, чирлисем умӗнче вӑрҫнӑ) вӑл яланах: ҫак тӗттӗмлетнӗ, кашни кун бомба ӳкнине куракан Мускавра пирӗн клиника халичченхи пекех кӑтартуллӑ ӗҫлемелле, ҫакӑн пек ӗҫлени вӑл пур тӗрле гитлерсемпе герингсене тивӗҫлӗ ответ пани пулать те ӗнтӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинчен илтессӗм те килмест, кахалсемпе ӗҫе юратман ҫынсем хӑяматалла тухса сирпӗнме пултараҫҫӗ, шӑп халӗ ӗнтӗ, пурне те йывӑр чухне, госпитальте чи ҫирӗп йӗрке пулмалла, тенӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексее ҫак карчӑк ҫемйин хурлӑхлӑ шӑпи те, «Партизаночка» ятлӑ чӑх ҫинчен каласа пани те аса килчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ӗнтӗ пӗрре хӑех тупӑран пенине те, ӗнер ӑна улттӑмӗш номер туса хунине те, капитан Енакиев ӑна хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне йышӑнни, ун ҫинчен вӑл дивизион командирне рапорт ҫырса пани ҫинчен те каларӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлассине тивӗҫтерет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчета, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклада Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма туса хатӗрлет;».
Чӑваш Республикин конституцине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №11 от 30 марта 2018 г.
«5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлас ӗҫе тивӗҫтерет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчет, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет шайӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан ҫулленхи отчет, Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклад хатӗрлет;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунӗн 20 тата 21 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №10 от 13 февраля 2018 г.
«5. Тӗп плансен проекчӗсем, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсен проекчӗсем, территорисен планне тумалли проектсем, территорисен чиккисене палӑртмалли проектсем, территорисене тирпей-илем кӗртмелли правилӑсен проекчӗсем, ҫирӗплетнӗ ҫав документсенчен пӗрне улшӑнусем кӗртме палӑртакан проектсем, ҫӗр участокӗсемпе тата капиталлӑ строительство объекчӗсемпе ирӗк илсе условлӑ усӑ курма ирӗк пани ҫинчен калакан йышӑнусен проекчӗсем, ирӗк панӑ строительствӑн чи пысӑк параметрӗсенчен пӑрӑнса пулнӑ, капиталлӑ строительство объекчӗсене реконструкцилесси ҫинчен калакан йышӑнусен проекчӗсем, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫуртсем лартма ҫирӗплетнӗ правилӑсем ҫук чухне ҫӗр участокӗсемпе тата капиталлӑ строительство объекчӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ пӗр тӗсе ҫакнашкал усӑ курмалли тепӗр тӗспе улӑштарас ыйтусем пирки халӑх итлевӗсем тата обществӑпа сӳтсе явас ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗсене йӗркелемелли тата ирттермелли йӗркене хула строительстви ҫинчен калакан саккунсен положенийӗсене шута илсе муниципалитет пӗрлӗхӗн уставӗпе тата (е) муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗн нормативлӑ право акчӗпе палӑртаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
1. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет тата Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклад Чӑваш Республикин стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене пурнӑҫланине мониторинг тунин кӑтартӑвӗсемпе паллаштаракан документсем пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
5) Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫлама кирлӗ укҫа-тенкӗ ресурсӗсене хак пани;
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
1) Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пурнӑҫланӑ тӗллевӗсене хак пани;1) оценку достигнутых целей социально-экономического развития Чувашской Республики;
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
10) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет шайӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан ҫулленхи отчета, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулленхи пӗрлештернӗ отчета Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӑратма туса хатӗрлесси;
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
2) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет шайӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан ҫулленхи отчета, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклада Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӑратасси;
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
1) 231 статьян 4-мӗш пайӗнче «ҫак статьян 9-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ, специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договорсем тӑрӑх специализациленӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн пурӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмӗсемпе тивӗҫтермелли ҫынсен» сӑмахсене «тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнче шутланса тӑнӑ ҫынсен, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнче тӑнӑ тата 23 ҫула ҫитнӗ, пурӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсемпе тивӗҫтермелли ҫынсен» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен" саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №33 от 07 мая 2019 г.
а) 5-мӗш пайӑн 2-мӗш пунктӗнче «нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисем ирӗк панипе пурӑнмалли пӳлӗмсене пӗр чӑрмавсӑр пырса ҫӳреме тата вӗсене тӗрӗслесе тухма» сӑмахсене «нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисем, социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ килӗшӳсемпе пурӑнмалли пӳлӗмсене тара илекенсем, социаллӑ ҫурт-йӗр фончӗн пурӑнмалли пӳлӗмӗсене тара пани ҫинчен тунӑ килӗшӳсемпе пурӑнмалли пӳлӗмсене тара илекенсем ирӗк панипе пурӑнмалли пӳлӗмсене пӗр чӑрмавсӑр пырса ҫӳреме тата вӗсене тӗрӗслесе тухма» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин «Муниципалитетӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗ тата Чӑваш Республикин патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр надзорӗн органӗпе муниципалитетсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗн органӗсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен» саккунӗн 3 тата 4 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 07 марта 2019 г.
«пурӑнмалли пӳлӗмсемпе усӑ курнине тата вӗсене упраса тӑнине, пурӑнмалли пӳлӗмсене санитари тата техника тӗлӗшӗнчен кирлӗ шайра тытса тӑнине, ҫавӑн пекех вӗсемпе хуҫаланнине тӗрӗслес ӗҫ, ҫав пӳлӗмсене социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ договорсем тӑрӑх тара илекен ҫынсем е тара илекенсен ҫемйисен членӗсем е тата харпӑрлӑх хуҫисем тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем шутланаҫҫӗ;».
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.
Муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем Чӑваш Республикин опекӑпа попечительство енӗпе панӑ патшалӑх полномочийӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ йӗркепе пурӑнмалли пӳлӗмсемпе усӑ курнине тата вӗсене упраса тӑнине, пурӑнмалли пӳлӗмсене санитари тата техника тӗлӗшӗнчен кирлӗ шайра тытса тӑнине, ҫавӑн пекех вӗсемпе хуҫаланнине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, ҫав пӳлӗмсене социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ договорсем тӑрӑх тара илекен ҫынсем е тара илекенсен ҫемйисен членӗсем е тата харпӑрлӑх хуҫисем тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем шутланаҫҫӗ.».
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.
Пурӑнмалли пӳлӗмсемпе усӑ курнине тата вӗсене упраса тӑнине, ҫавӑн пекех вӗсемпе хуҫаланнине тӗрӗслес ӗҫ, ҫав пӳлӗмсене социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ договорсем тӑрӑх тара илекен ҫынсем е тара илекен ҫынсен ҫемйисен членӗсем е тата харпӑрлӑх хуҫисем тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем шутланаҫҫӗ
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.
Асӑннӑ ҫынсене специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договора кӗртеҫҫӗ.Указанные лица включаются в договор найма специализированного жилого помещения.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.
«111. Специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договор тӑрӑх тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасене, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсене панӑ пурӑнмалли пӳлӗмсене вӗсен ҫул ҫитмен ачисене тата упӑшкине (арӑмне) пурӑнма кӗртме юрать.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.