Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №22 от 07 марта 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.17 21:52

Пуплевӗш: 56; Сӑмах: 1016

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чӑваш Республикин «Кил-ҫурт хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Опекӑпа попечительство ҫинчен» саккунӗн 7 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Кил-ҫурт хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 42 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2005, 64 №; 2006, 71 №; 2007, 74 №; 2008, 75, 77 №-сем; 2009, 82 №; 2010, 84 №; 2011, 90 №; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 6 №; 2015, 6 №; 2016, 4, 10 №-сем; 2017, 9 №; «Республика» хаҫат, 2018, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 4 статьян 41-мӗш пайӗнче:

а) ҫакӑн пек ҫырса вун пӗрмӗш ҫӗнӗ абзац хушса хурас:

«10) гражданинӑн тата унӑн ҫемйин членӗсен пурне те тивӗҫлӗ пенси страхованийӗн тытӑмӗнчи уйрӑм пайӑр счетӑн страхлав номерӗ.»;

ӑ) вун пӗрмӗш абзаца вун иккӗмӗш абзац тесе шутлас тата унти
«1–9-мӗш пункчӗсенче» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

б) вун иккӗмӗш абзаца вун виҫҫӗмӗш абзац тесе шутлас тата унти
«1–9-мӗш пункчӗсенче» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

2) 111 статьян 4-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче:

а) иккӗмӗш абзаца «шалти ӗҫсен органӗсен,» сӑмахсем хыҫҫӑн «наци гвардийӗн ҫарӗсен,» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) тӑваттӑмӗш абзаца «шалти ӗҫсен органӗсен,» сӑмахсем хыҫҫӑн «наци гвардийӗн ҫарӗсен,» сӑмахсем хушса хурас;

3) 231 статьяра:

а) 2-мӗш пайра:

иккӗмӗш абзаца «ҫак пайӑн,» сӑмахсем хыҫҫӑн «вӗсен ҫырса хатӗрленӗ заявленийӗ тӑрӑх» сӑмахсем хушса хурас;

виҫҫӗмӗш абзаца «ҫак пайӑн,» сӑмахсем хыҫҫӑн «вӗсен ҫырса хатӗрленӗ заявленийӗ тӑрӑх» сӑмахсем хушса хурас;

ҫиччӗмӗш абзаца «медицина» сӑмах хыҫҫӑн «организацийӗсенчен,» сӑмах хушса хурас, «професси пӗлӗвӗ,» сӑмахсем хыҫҫӑн «професси вӗрентӗвӗ,» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) 3-мӗш пайра:

1-мӗш пунктӑн виҫҫӗмӗш абзацӗнче «пӗр хваттерте» сӑмахсене «пурӑнмалли пӗр пӳлӗмре» сӑмахсемпе улӑштарас;

2-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2) пурӑнмалли ҫурт-йӗр саккунӗсемпе палӑртнӑ сӑлтавсем тата йӗрке тӑрӑх пурӑнмалли пӳлӗмсене пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ;»;

б) 4-мӗш пая «тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсен,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫак статьян 9-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ ҫынсен,» сӑмахсем хушса хурас;

в) 6-мӗш пайра:

иккӗмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«Тара илекен ҫынсене пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва ҫӗнтерес тӗллевпе пулӑшма кирлине ҫирӗплетекен сӑлтавсене тупса палӑртнӑ чухне специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара илмелли договора вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх тата пилӗк ҫула пӗр хут кӑна мар тӑсма пултараҫҫӗ. Ҫавнашкал сӑлтавсене тупса палӑртмалли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетет.»;

виҫҫӗмӗш абзацра «пӗр хутчен» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

улттӑмӗш абзацра «ҫав» сӑмаха «ҫак» сӑмахпа улӑштарас;

г) 7-мӗш пайӑн пӗрремӗш абзацне ҫакӑн пек ҫырса предложени хушса хурас: «Ҫак статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ ҫынсене нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра хваттер евӗр паракан пурӑнмалли пӳлӗмсен пӗтӗмӗшле шучӗ нумай хваттерлӗ ҫав ҫуртри хваттерсен пӗтӗмӗшле шучӗн 25 процентӗнчен ытла пулма пултараймасть, 10 пин ҫынран сахалрах халӑх пурӑнакан вырӑнсене, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттерсен шучӗ вуннӑран сахалрах нумай хваттерлӗ ҫуртсене шутламасӑр.»;

д) ҫакӑн пек ҫырса 91-мӗш пай хушса хурас:

«91. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тара илекен ҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан унӑн ҫемйин членӗсем специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара илмелли договор тӑрӑх хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламан чухне, ҫавӑн пекех тара илекен ҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсем валли специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договора тара паракан ыйтнипе ҫакӑн чухне суд йӗркипе пӑрахӑҫлама пултараҫҫӗ:

1) тара илекен ҫын пурӑнмалли пӳлӗмшӗн тата (е) коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн пӗр ҫулталӑк ытла тӳлемен тата пурӑнмалли пӳлӗмшӗн тата (е) коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн пухӑннӑ парӑма татасси ҫинчен калакан килӗшӳ пулман чухне;

2) тара илекен ҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан унӑн ҫемйин членӗсем пурӑнмалли пӳлӗме ҫӗмӗрнӗ е тӑтӑшах сиен кӳнӗ чухне;

3) кӳршисен прависемпе саккунлӑ интересӗсене тӑтӑшах пӑснӑ, ҫакӑ пурӑнмалли пӗр пӳлӗмре пӗрле пурӑнма май ҫук туса хунӑ чухне;

4) пурӑнмалли пӳлӗме урӑх тӗллевсемпе усӑ курнӑ чухне.»;

е) 10-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«10. Ҫак статьян 91-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ сӑлтавсем тӑрӑх тӑлӑх ачасемпе тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасемпе, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсемпе специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договора пӑрахӑҫланӑ чухне вӗсене тата вӗсемпе пӗрле пурӑнакан вӗсен ҫемйисен членӗсене пурӑнмалли пӳлӗмрен кӑларса яраҫҫӗ, специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договор тӑрӑх халӑх пурӑнакан ҫав вырӑн чиккисенче пурӑнмалли урӑх пӳлӗм параҫҫӗ. Унӑн лаптӑкӑшӗ граждансене общежитие вырнаҫтарма палӑртнӑ пурӑнмалли пӳлӗмӗн лаптӑкӑшӗпе танлашать.»;

ӗ) ҫакӑн пек ҫырса 111-мӗш пай хушса хурас:

«111. Специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договор тӑрӑх тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасене, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсене панӑ пурӑнмалли пӳлӗмсене вӗсен ҫул ҫитмен ачисене тата упӑшкине (арӑмне) пурӑнма кӗртме юрать. Асӑннӑ ҫынсене специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договора кӗртеҫҫӗ.

Ҫак статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ ҫынсем вилнӗ чухне муниципалитетӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗпе хуҫаланакан органӗ пурӑнмалли пӳлӗме специализациленӗ пурӑнмалли ҫут-йӗр фондӗнчен кӑларасси ҫинчен йышӑну тума тата ҫак пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ ҫынсемпе пурӑнмалли ҫав пӳлӗме социаллӑ тара парасси ҫинчен Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ йӗркепе договор тума тивӗҫ.»;

4) 233 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«233 статья. Пурӑнмалли пӳлӗмсемпе усӑ курнине тата вӗсене упраса тӑнине, ҫавӑн пекех вӗсемпе хуҫаланнине тӗрӗслес ӗҫ, ҫав пӳлӗмсене социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ договорсем тӑрӑх тара илекен ҫынсем е тара илекен ҫынсен ҫемйисен членӗсем е тата харпӑрлӑх хуҫисем тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем шутланаҫҫӗ

Муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем Чӑваш Республикин опекӑпа попечительство енӗпе панӑ патшалӑх полномочийӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ йӗркепе пурӑнмалли пӳлӗмсемпе усӑ курнине тата вӗсене упраса тӑнине, пурӑнмалли пӳлӗмсене санитари тата техника тӗлӗшӗнчен кирлӗ шайра тытса тӑнине, ҫавӑн пекех вӗсемпе хуҫаланнине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, ҫав пӳлӗмсене социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ договорсем тӑрӑх тара илекен ҫынсем е тара илекенсен ҫемйисен членӗсем е тата харпӑрлӑх хуҫисем тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем шутланаҫҫӗ.».

2 статья

Чӑваш Республикин «Опекӑпа попечительство ҫинчен» 2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2009, 79 №; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 6, 12 №-сем; 2016, 4 №) 7 статйин 1-мӗш пайне ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) ҫирӗммӗш абзаца «тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсен,» сӑмахсем хыҫҫӑн «Чӑваш Республикин «Кил-ҫурт хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 42 №-лӗ саккунӗн 231 статйин 9-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ ҫынсем» сӑмахсем хушса хурас;

2) ҫирӗм пӗрремӗш абзацра «пӗр хутчен» сӑмахсене «темиҫе хутчен» сӑмахсемпе улӑштарас;

3) ҫирӗм иккӗмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«пурӑнмалли пӳлӗмсемпе усӑ курнине тата вӗсене упраса тӑнине, пурӑнмалли пӳлӗмсене санитари тата техника тӗлӗшӗнчен кирлӗ шайра тытса тӑнине, ҫавӑн пекех вӗсемпе хуҫаланнине тӗрӗслес ӗҫ, ҫав пӳлӗмсене социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ договорсем тӑрӑх тара илекен ҫынсем е тара илекенсен ҫемйисен членӗсем е тата харпӑрлӑх хуҫисем тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем шутланаҫҫӗ;».

3 статья

1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Чӑваш Республикин «Кил-ҫурт хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 42 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 111 статйин 4-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗн иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш абзацӗсен положенийӗсен вӑйӗ 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫланнӑ право хутшӑнӑвӗсене пырса тивет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех