Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин конституцине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №11 от 30 марта 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.24 23:29

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 202

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин конституцине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27- мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин Конституцине (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2000, 38 №; 2003, 53 №; 2004, 60 №; 2005, 63 №; 2006, 71 №; 2010, 85 №; 2011, 91 №; 2012, 95 №; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 6 №; 2016, 4 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 72 статьян 14-мӗш пунктӗнче «тата Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарас енӗпе йышӑннӑ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫирӗплетнӗ программӑсене пурнӑҫлани ҫинчен ҫулленхи отчетсем тӑратса» сӑмахсене «, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулленхи отчетсем тӑратать» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 80 статьян 1-мӗш пункчӗн 7-мӗш ҫум пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«7) Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫе пурнӑҫламалли йӗркене палӑртасси;»;

3) 88 статьян 1-мӗш пунктӗнче:

а) 4-мӗш ҫум пунктра «, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармалли программӑсен проекчӗсене» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 4.1-мӗш ҫум пункт хушса хурас:

«4.1) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тытса пыракан ыйтусем енӗпе стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене туса хатӗрлемелли тата вӗсене тӳрлетӳсем кӗртмелли йӗркене палӑртать тата ҫавнашкал документсене ҫирӗплетет (ырласа йышӑнать);»;

б) 5-мӗш ҫум пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлассине тивӗҫтерет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчета, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклада Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма туса хатӗрлет;».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех