Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Муниципалитетӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗ тата Чӑваш Республикин патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр надзорӗн органӗпе муниципалитетсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗн органӗсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен» саккунӗн 3 тата 4 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №13 от 07 марта 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.17 22:13

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 223

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Экономика

Чӑваш Республикин «Муниципалитетӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗ тата Чӑваш Республикин патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр надзорӗн органӗпе муниципалитетсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗн органӗсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен» саккунӗн 3 тата 4 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Муниципалитетӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗ тата Чӑваш Республикин патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр надзорӗн органӗпе муниципалитетсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗрӗслевӗн органӗсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 58 №-лӗ саккунне («Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2014, 2, 12 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 3 статьяра:

а) 5-мӗш пайӑн 2-мӗш пунктӗнче «нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисем ирӗк панипе пурӑнмалли пӳлӗмсене пӗр чӑрмавсӑр пырса ҫӳреме тата вӗсене тӗрӗслесе тухма» сӑмахсене «нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен хуҫисем, социаллӑ тара пани ҫинчен тунӑ килӗшӳсемпе пурӑнмалли пӳлӗмсене тара илекенсем, социаллӑ ҫурт-йӗр фончӗн пурӑнмалли пӳлӗмӗсене тара пани ҫинчен тунӑ килӗшӳсемпе пурӑнмалли пӳлӗмсене тара илекенсем ирӗк панипе пурӑнмалли пӳлӗмсене пӗр чӑрмавсӑр пырса ҫӳреме тата вӗсене тӗрӗслесе тухма» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 9-мӗш пайӑн 4-мӗш пунктне «пурӑнмалли пӳлӗмсен хуҫисен прависене тата саккунлӑ интересӗсене» сӑмахсем хыҫҫӑн «нумай хваттерлӗ ҫуртри пӳлӗмсен» сӑмахсем хушса хурас;

2) 4 статьяра:

а) 4-мӗш пунктра «регионти патшалӑх тӗрӗслевне (надзорне) пурнӑҫлани ҫинчен докладсем палӑртнӑ йӗркепе хатӗрлессишӗн яваплӑ» сӑмахсене «регионти патшалӑх тӗрӗслевне (надзорне) тата муниципалитетӑн тӗрӗслевне пурнӑҫлани ҫинчен калакан пӗрлештернӗ докладсем палӑртнӑ йӗркепе хатӗрлессишӗн яваплӑ» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 5-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех