Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №9 от 13 февраля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.23 21:36

Пуплевӗш: 87; Сӑмах: 1503

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №; 2014, 3, 9, 12 №-сем; 2015, 5, 10, 12 №-сем; 2016, 2, 6, 10 №-сем; 2017, 3, 9 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 6 статьян 1-мӗш пайӗнче:

а) ҫакӑн пек ҫырса 4.4-мӗш пункт хушса хурас:

«4.4) Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен» 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 172-ФЗ №-лӗ саккунӗпе стратегилле планлас ӗҫ енӗпе пӑхса хӑварнӑ полномочисене пурнӑҫласси;»;

ӑ) 6-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«6) муниципалитет пӗрлӗхӗн экономикин тата социаллӑ сферин лару-тӑрӑвне хаклакан статистика кӑтартӑвӗсене пухас ӗҫе йӗркелесси тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртнӑ йӗркепе асӑннӑ даннӑйсене патшалӑх влаҫӗн органӗсене тӑратасси;»;

2) 8 статьян 1-мӗш пайӗнче:

а) 5-мӗш пункта «поселение кӗрекен халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче вырнаҫнӑ вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене упранине,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫул ҫӳреве йӗркелес ӗҫе,» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) 19-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«19) коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пырас (ҫав шутра уйрӑм пухса пырас) тата турттарса каяс ӗҫ-хӗле йӗркелеме хутшӑнасси;»;

б) 20-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«20) поселени территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене ҫирӗплетесси, вӗсене пӑхӑннине тӗрӗслес ӗҫе пурнӑҫласси, асӑннӑ правилӑсемпе килӗшӳллӗн поселени территорине тирпей-илем кӗртес ӗҫе йӗркелесси, ҫавӑн пекех поселение кӗрекен халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче вырнаҫнӑ хула вӑрманӗсемпе, уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсенчи вӑрмансемпе усӑ курас, вӗсене сыхлас, хӳтӗлес, ҫӗнетсе пырас енӗпе тӑвакан ӗҫсене йӗркелесси;»;

3) 8.1 статьян 1-мӗш пайӗн 12-мӗш пункчӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

4) 9 статьян 1-мӗш пайӗнче:

а) 5-мӗш пункта «поселение кӗрекен халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче вырнаҫнӑ вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене упранине,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫул ҫӳреве йӗркелес ӗҫе,» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) 13-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«13) тивӗҫлӗ муниципаллӑ районсен территорийӗсенче коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пырас (ҫав шутра уйрӑм пухса пырас), пуҫтарас, турттарса каяс, тирпейлес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, чавса чикес ӗҫ-хӗле йӗркелеме хутшӑнасси;»;

5) 9.1 статьян 1-мӗш пайӗн 12-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«12) организацисем федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ йӗркепе тата условисемпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне пӑхӑнман хаклав ирттерессине йӗркелеме майсем туса парасси, ҫавӑн пекех пӑхӑнса тӑракан организацисен ертӳҫисен ӗҫне хакланӑ чухне организацисем пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫӗн результачӗсемпе усӑ курасси тата пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫ результачӗсем тӑрӑх организацисем тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерес тӗлӗшпе мерӑсем йышӑннине федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӗрӗслесси;»;

6) 10 статьян 1-мӗш пайӗнче:

а) 5-мӗш пункта «хула округӗн чиккисенче вырнаҫнӑ вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене упранине,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫул ҫӳреве йӗркелес ӗҫе,» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) 24-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«24) коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пырас (ҫав шутра уйрӑм пухса пырас), пуҫтарас, турттарса каяс, тирпейлес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, чавса чикес ӗҫ-хӗле йӗркелеме хутшӑнасси;»;

б) 25-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«25) хула округӗн территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене ҫирӗплетесси, вӗсене пӑхӑннине тӗрӗслес ӗҫе пурнӑҫласси, асӑннӑ правилӑсемпе килӗшӳллӗн хула округӗн территорине тирпей-илем кӗртес ӗҫе йӗркелесси, ҫавӑн пекех хула округӗн чиккисенче вырнаҫнӑ хула вӑрманӗсемпе, уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсенчи вӑрмансемпе усӑ курас, вӗсене сыхлас, хӳтӗлес, ҫӗнетсе пырас енӗпе тӑвакан ӗҫсене йӗркелесси;»;

7) 10.1 статьян 1-мӗш пайӗн 13-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«13) организацисем федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ йӗркепе тата условисемпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне пӑхӑнман хаклав ирттерессине йӗркелеме майсем туса парасси, ҫавӑн пекех пӑхӑнса тӑракан организацисен ертӳҫисен ӗҫне хакланӑ чухне организацисем пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫӗн результачӗсемпе усӑ курасси тата пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫ результачӗсем тӑрӑх организацисем тупса палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерес тӗлӗшпе мерӑсем йышӑннине федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӗрӗслесси;»;

8) 20.1 статьян 1-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса 4.1-мӗш пункт хушса хурас:

«4.1) поселени, хула округӗн йышне кӗрекен халӑх пурӑнакан вырӑнта ирӗклӗ сулӑм йӗркине ҫирӗплетес тата граждансенчен пухнӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курас ыйтусемпе;»;

9) 23 статьяра:

а) ятне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«23 статья. Халӑх итлевӗсем, обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ»;

ӑ) 3-мӗш пайра:

ҫакӑн пек ҫырса 2.1-мӗш пункт хушса хурас:

«2.1) муниципалитет пӗрлӗхӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегийӗн проектне;»;

3-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

б) 4-мӗш пайра «Халӑх умӗнче итлессине йӗркелемелли тата ирттермелли йӗркене» сӑмахсене «Ҫак статьян 3-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ проектсемпе ыйтусем тӑрӑх халӑх итлевӗсене йӗркелемелли тата ирттермелли йӗркене» сӑмахсемпе улӑштарас;

в) ҫакӑн пек ҫырса 5-мӗш пай хушса хурас:

«5. Тӗп плансен проекчӗсем, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсен проекчӗсем, территорисен планне тумалли проектсем, территорисен чиккисене палӑртмалли проектсем, территорисене тирпей-илем кӗртмелли правилӑсен проекчӗсем, ҫирӗплетнӗ ҫав документсенчен пӗрне улшӑнусем кӗртме палӑртакан проектсем, ҫӗр участокӗсемпе тата капиталлӑ строительство объекчӗсемпе ирӗк илсе условлӑ усӑ курма ирӗк пани ҫинчен калакан йышӑнусен проекчӗсем, ирӗк панӑ строительствӑн чи пысӑк параметрӗсенчен пӑрӑнса пулнӑ, капиталлӑ строительство объекчӗсене реконструкцилесси ҫинчен калакан йышӑнусен проекчӗсем, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫуртсем лартма ҫирӗплетнӗ правилӑсем ҫук чухне ҫӗр участокӗсемпе тата капиталлӑ строительство объекчӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ пӗр тӗсе ҫакнашкал усӑ курмалли тепӗр тӗспе улӑштарас ыйтусем пирки халӑх итлевӗсем тата обществӑпа сӳтсе явас ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗсене йӗркелемелли тата ирттермелли йӗркене хула строительстви ҫинчен калакан саккунсен положенийӗсене шута илсе муниципалитет пӗрлӗхӗн уставӗпе тата (е) муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗн нормативлӑ право акчӗпе палӑртаҫҫӗ.»;

10) 30 статьян 7-мӗш пайӗнче:

а) 4-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«4) муниципалитет пӗрлӗхӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетесси;»;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пункт хушса хурас:

«11) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене ҫирӗплетесси.»;

11) 31 статьяра:

а) 8.1-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«8.1. Муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, енчен те унӑн полномочийӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне должноҫран хӑтарасси ҫинчен калакан право актне тӗпе хурса е тата муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне отставкӑна ярасси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва тӗпе хурса срокчен вӗҫленнӗ пулсан, ҫав йышӑну пирки суда жалоба панӑ чухне муниципалитет пӗрлӗхӗн муниципалитет суйлавӗнче суйланакан пуҫлӑхӗн срок ҫитмесӗр ирттерекен суйлавне суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ йӗркепе вӑя кӗриччен палӑртма пултараймаҫҫӗ.»;

ӑ) 8.2-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«8.2. Муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, енчен те унӑн полномочийӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне должноҫран хӑтарасси ҫинчен калакан право актне тӗпе хурса е тата муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ муниципалитет пӗрлӗхӗн пуҫлӑхне отставкӑна ярасси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва тӗпе хурса срокчен вӗҫленнӗ пулсан, ҫав право акчӗ е йышӑну пирки суда жалоба панӑ чухне муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ муниципалитет пӗрлӗхӗн муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ хӑйӗн йышӗнчен е конкурс комиссийӗ конкурс результачӗсем тӑрӑх тӑратнӑ кандидатсен йышӗнчен суйланакан пуҫлӑхне суйласси ҫинчен суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ йӗркепе вӑя кӗриччен йышӑну тума пултараймасть.»;

12) ҫакӑн пек ҫырса 41.1 статья хушса хурас:

«41.1 статья. Муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсен содержанийӗ

1. Муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене тивӗҫлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗ ҫирӗплетет.

2. Муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсем ҫак ыйтусене йӗркелесе пыма пултараҫҫӗ:

1) пурте усӑ куракан территорисене тытса тӑрас ӗҫе тата ҫав территорисемпе усӑ курмалли йӗркене;

2) ҫуртсен, хуралтӑсен, сооруженисен фасачӗсен тул енне тата хӳтӗлекен конструкцийӗсене;

3) тирпей-илем кӗртекен япаласене проектлас, вырнаҫтарас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫе, ҫав шутра ҫӗр ӗҫӗсене тунӑ хыҫҫӑн;

4) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине ҫутатассине йӗркелес ӗҫе, ҫуртсене, хуралтӑсене, сооруженисене архитектура тӗлӗшӗнчен ҫутатса тӑрас ӗҫе кӗртсе;

5) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорийӗнче йывӑҫ-курӑк ӳстерессине йӗркелес ӗҫе, халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче вырнаҫнӑ ҫеремсем, чечек лартнӑ вырӑнсем тата курӑклӑ ытти территорисене тӑвас, тытса тӑрас, юсаса ҫӗнетес тата сыхлас ӗҫ йӗркине кӗртсе;

6) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорийӗнче информаци вырнаҫтарас ӗҫе, ҫав шутра урам ячӗсем тата ҫуртсен номерӗсене ҫырнӑ кӑтарту паллисем лартни, вывескӑсем ҫакни;

7) ача-пӑча тата спорт площадкисене, чӗрчунсене уҫӑлтарса ҫӳремелли вырӑнсене, парковкӑсене (парковка вырӑнӗсене), архитектурӑн пӗчӗк формисене вырнаҫтарас тата тытса тӑрас ӗҫе;

8) ҫуран ҫӳремелли коммуникацисем, ҫав шутра тротуарсем, аллейӑсем, утма ҫулсем, сукмаксем йӗркелес ӗҫе;

9) сусӑр ҫынсене тата халӑхӑн питех куҫса ҫӳреймен ытти ушкӑнӗсене асӑннӑ территорисем тӑрӑх пӗр чӑрмавсӑр куҫса ҫӳрессине тивӗҫтерес тӗллевпе муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тирпейлес ӗҫе;

10) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тасатса тӑрас ӗҫе, ҫав шутра хӗллехи тапхӑрта;

11) ҫумӑр шывӗсен юххине йӗркелес ӗҫе;

12) ҫӗр ӗҫӗсене пурнӑҫламалли йӗркене;

13) ҫуртсен, хуралтӑсен, сооруженисен, ҫӗр участокӗсен саккунлӑ хуҫисем (нумай хваттерлӗ ҫуртсен пӳлӗмӗсен хуҫисем тата (е) саккунлӑ ытти хуҫисемсӗр пуҫне, енчен те вӗсен ҫурчӗсем айӗнчи ҫӗр лаптӑкӗсене йӗркелемен е ҫав ҫӗр лаптӑкӗсене ҫавнашкал ҫуртсен чиккисемпе йӗркеленӗ пулсан) хӑйсен ҫывӑхӗнчи территорисене тытса тӑма хутшӑнас, ҫав шутра финанс енӗпе хутшӑнас ӗҫе;

14) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн ҫуртсем ҫывӑхӗнчи территорисен чиккисене палӑртас ӗҫе;

15) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине уяв валли илемлетес ӗҫе;

16) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тирпей-илем кӗртес енӗпе мероприятисене пурнӑҫлас тӗлӗшпе граждансене тата организацисене хутшӑнтармалли йӗркене;

17) муниципалитет пӗрлӗхӗн территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑхӑннине тӗрӗслес ӗҫе.»;

13) ҫакӑн пек ҫырса 66.2 статья хушса хурас:

«66.2 статья. Инновациллӗ наука-технологи центрӗсен территорийӗсенче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелес ӗҫ уйрӑмлӑхӗсем

Инновациллӗ наука-технологи центрӗсен территорийӗсенче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелес ӗҫ уйрӑмлӑхӗсене Федерацин «Инновациллӗ наука-технологи центрӗсем ҫинчен тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 216-ФЗ №-лӗ саккунӗпе палӑртаҫҫӗ.».

2 статья

1. Ҫак Саккун, ҫак статьяпа урӑх вӑхӑтра вӑя кӗртме палӑртнӑ положенисемсӗр пуҫне, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 3-мӗш, 5-мӗш тата 7-мӗш пункчӗсем
2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

3. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 12-мӗш пункчӗн вун ҫиччӗмӗш тата вун саккӑрмӗш абзацӗсем 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

4. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 2-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗ, 4-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗ тата 6-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗ 2018 ҫулхи
раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

5. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 2-мӗш пункчӗн «ӑ» ҫум пункчӗ, 4-мӗш пункчӗн «ӑ» ҫум пункчӗ тата 6-мӗш пункчӗн «ӑ» ҫум пункчӗ 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

6. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗн 23 статйин ҫак Саккунӑн 1 статйин 9-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗпе, «ӑ» ҫум пункчӗн тӑваттӑмӗш абзацӗпе, «б» тата «в» ҫум пункчӗсемпе улӑштарнӑ положенийӗсемпе муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗсен Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе килӗшӳллӗн обществӑпа сӳтсе явас ӗҫсем тата халӑх итлевӗсем ирттерме кирлӗ нормативлӑ право акчӗсем вӑя кӗнӗ кунран пуҫласа усӑ курма пуҫлаҫҫӗ (Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексне тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсен уйрӑм акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 445-ФЗ №-лӗ саккунӗпе улшӑнусем кӗртнӗ).

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Шупашкар хули

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех