Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен" саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №33 от 07 мая 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.18 21:01

Пуплевӗш: 26; Сӑмах: 622

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Кил-ҫурт хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 42 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2005, 64 №; 2006, 71 №; 2007, 74 №; 2008, 75, 77 №-сем; 2009, 82 №; 2010, 84 №; 2011, 90 №; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 6 №; 2015, 6 №; 2016, 4, 10 №-сем; 2017, 9 №; «Республика» хаҫат, 2018, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ; 2019, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 231 статьян 4-мӗш пайӗнче «ҫак статьян 9-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ, специализациленӗ пурӑнмалли пӳлӗме тара пани ҫинчен калакан договорсем тӑрӑх специализациленӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн пурӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмӗсемпе тивӗҫтермелли ҫынсен» сӑмахсене «тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнче шутланса тӑнӑ ҫынсен, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнче тӑнӑ тата 23 ҫула ҫитнӗ, пурӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсемпе тивӗҫтермелли ҫынсен» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 232 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«232 статья. Списоксене, Чӑваш Республикинчи пӗтӗмӗшле списока туса хатӗрлесси

1. Списоксене туса хатӗрлес ӗҫе Чӑваш Республикин муниципаллӑ районӗсен тата хула округӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем туса пыраҫҫӗ, Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн вӗсене опекӑпа попечительлӗх ӗҫ-хӗлне йӗркелес тата туса пырас енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх полномочийӗсене панӑ.

2. Списока кӗртесси ҫинчен калакан заявленипе пӗрле тӑратмалли документсен тулли переченьне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать.

3. Чӑваш Республикин муниципаллӑ районӗсен е хула округӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем туса хатӗрленӗ списока Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе тата срокра Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ полномочи панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органне ярса параҫҫӗ, ҫав орган Чӑваш Республикинчи пӗтӗмӗшле списока туса хатӗрлет.»;

3) 233 статьяна «Чӑваш Республикин полномочийӗсемпе» сӑмахсем хыҫҫӑн «ӗҫ-хӗлне йӗркелес тата туса пырас» сӑмахсем хушса хурас.

2 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен» 2006 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 55 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2006, 72 №; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 84, 85 №-сем; 2011, 90, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 5, 6, 12 №-сем; 2014, 5, 6, 11 №-сем; 2015, 12 №; 2016, 10, 12 №-сем; 2017, 3, 7 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ; 2018, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗ; 2019, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗ) 1 статйин 1-мӗш пайӗн 10-мӗш пунктне улшӑну кӗртес, иккӗмӗш абзац хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас.

3 статья

Чӑваш Республикин «Опекӑпа попечительство ҫинчен» 2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2009, 79 №; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 6, 12 №-сем; 2016, 4 №; «Республика» хаҫат, 2019, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 1 статьяра:

а) 10-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«10) ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем ҫинчен калакан даннӑйсен патшалӑх банкӗ – Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен шайӗнче (ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем ҫинчен калакан даннӑйсен регионти банкӗ) тата федераци шайӗнче (ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем ҫинчен калакан даннӑйсен федераци банкӗ) йӗркеленӗ патшалӑх информаци ресурсӗсен пӗрлӗхӗ, ачасене воспитани парас тӗллевпе хӑйсен ҫемйисене илес кӑмӑллӑ граждансене ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ тата воспитани пама ҫемьесене вырнаҫтармалли ачасем ҫинчен калакан даннӑйсене Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пуҫтарас, тишкерсе хак парас, пухса пырас, упрас, шырас, пуҫламӑш учета тӑратас ӗҫсене туса пыма, ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ тата воспитани пама ҫемьесене вырнаҫтармалли ачасем ҫинчен, ҫавӑн пекех ачасене воспитани парас тӗллевпе хӑйсен ҫемйисене илес кӑмӑллӑ граждансем ҫинчен калакан документланӑ информацие Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсене пама май паракан информаци технологийӗсем;»;

ӑ) 11-мӗш пункта «пур» сӑмах хыҫҫӑн «пуҫламӑш учета илни ҫинчен калакан информацие тата» сӑмахсем хушса хурас, «ачасем ҫинчен калакан даннӑйсен патшалӑх банкӗн регион операторӗнчен тивӗҫлӗ информаци ыйтнӑ» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

2) 7 статьян 1-мӗш пайӗн ҫирӗммӗш абзацне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнчи ҫынсен, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнче шутланса тӑнӑ ҫынсен, тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасен шутӗнче тӑнӑ тата 23 ҫула ҫитнӗ, пурӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсемпе тивӗҫтерме тивӗҫлӗ ҫынсен списокне тӑвасси, ҫавӑн пекех асӑннӑ ҫынсем хӑйсем йышӑнакан пурӑнмалли пӳлӗмсенче пурӑнма пултарайманнине тупса палӑртасси;».

4 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин «Кил-ҫурт хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи 33 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2015, 6 №) 2 статйине улшӑну кӗртес, 2-мӗш пай хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас.

5 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех