Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунӗн 20 тата 21 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №10 от 13 февраля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.24 23:22

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 408

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен» саккунӗн 20 тата 21 статйисене тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 42 №; 2002, 51 №; 2003, 53, 57 №-сем; 2005, 64 №; 2006, 69 №; 2010, 87 №; 2012, 94, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5 №; 2016, 2, 6, 10 №-сем; 2017, 2, 7, 9 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 20 статьян 2-мӗш пункчӗн 2-мӗш ҫум пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2) Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫе пурнӑҫламалли йӗркене палӑртасси;»;

2) 21 статьян 1-мӗш пункчӗн 4-мӗш ҫум пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«4) Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне мӗнле пурнӑҫласа пынине;».

2 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен» 2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 13 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2002, 49 №; 2005, 62 №; 2006, 71 №; 2007, 73 №; 2008, 75 №; 2009, 80 №; 2011, 88, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 5, 7 №-сем; 2014, 3, 6, 12 №-сем; 2015, 5, 12 №-сем; 2016, 2, 6 №-сем; 2017, 7, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 13 статьяра:

а) 4-мӗш пунктра «, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармалли программӑсен проекчӗсене» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

ӑ) 5-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлас ӗҫе тивӗҫтерет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчет, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет шайӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан ҫулленхи отчет, Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклад хатӗрлет;»;

б) 101-мӗш пунктра «хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗн» сӑмахсене «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 14 статьяра:

а) 1-мӗш пунктра:

иккӗмӗш абзацра «нормативлӑ право акчӗсен» сӑмахсене «Чӑваш Республикин нормативлӑ право акчӗсен» сӑмахсемпе улӑштарас;

виҫҫӗмӗш абзацра «стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене» сӑмахсене «Чӑваш Республикин стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене» сӑмахсемпе улӑштарас;

пиллӗкмӗш абзацра «стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене туса хатӗрлеме» сӑмахсене «Чӑваш Республикин стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене туса хатӗрлеме» сӑмахсемпе улӑштарас;

саккӑрмӗш абзацра «стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене» сӑмахсене «Чӑваш Республикин стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 11-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

3) 16 статьян 1-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1) Раҫҫей Федерацийӗн икӗ тата ытларах субъекчӗсен территорине планлас ӗҫ докуменчӗсене, Чӑваш Республикин территорине планлас ӗҫ докуменчӗсене, ҫавӑн пекех вӗсене кӗртнӗ улшӑнусене туса хатӗрлес ӗҫе йӗркелет тата ҫирӗплетет;»;

4) 28 статьян 2-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2) Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетеҫҫӗ;»;

5) 41 статьян 2-мӗш пайӗнче «социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программисене хатӗрлени ҫинчен,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас.

3 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех