Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑс сăмах пирĕн базăра пур.
ӑс (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫа е кам та пулин пӗлчӗ-тӗк, повара больницӑна леҫрӗм тетӗн, – ӑс пачӗ бригадир.

Если вдруг узнает хозяин или еще кто, скажешь, что вез повара в больницу, — посоветовал бригадир.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ветеринари факультетӗнче ӑс пухать.

В факультете ветеринарии черпает знания.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Матви пӑятам (шурсухала ҫапла чӗнетчӗҫ) ялта ҫӑвар хупми калаҫма, ӑс пама юратакан ҫынсен шутӗнчеччӗ.

Свекр Матвей (старика так звали) был один из болтливых, одним из тех, кто любил давать советы.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ахальтен мар Дима шкулта ӑс пухнӑ чухне физкультура тата ОБЖ предмечӗсемпе районта пӗрре мар малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Ещё в школьные годы неспроста Дима не раз на районном уровне по физкультуре и ОБЖ занимал призовые места.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

9-мӗш класчен 12-ӗн ӑс пухрӑмӑр.

До 9 класса нас было 12 человек.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Шкулта ӑс пухнӑ чухне асаттепе юнашар тӑрса кӑмака тума вӗрентӗм.

— Когда обучался в школе, помогая дедушке, научился класть печи.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Никам та вӗрентмен мана, хам тӗллӗн ӑс пухса аталантӑм.

Никто меня не обучал, развивался самостоятельно.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Медицинӑпа культура учрежденийӗсен алӑкӗсем вӗсемшӗн яланах уҫӑ, ачисем вӗренсе ӑс пухаҫҫӗ.

Для них всегда открыты учреждения медицины и культуры, дети получают образование.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кунтах пире ҫырма-вулама вӗрентнӗ, ӑс панӑ учительсем, халӑхра хӑйсем пирки ӗмӗрлӗхех ырӑ ят-сум хӑварнӑ ҫынсем: Ф.И.Ефимов, В.Ф.Яковлев, О.В.Меркулова.

Здесь же лежат учившие нас к чтению и письму, уму-разуму учителя, люди, которые оставили после себя на года доброе имя: Ф. И. Ефимов, В. Ф. Яковлев, О. В. Меркулова.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

«Кун пек хастара Тулӑри Суворов училищине вӗренме ямалла. Халех пурнӑҫ тути-масине пӗлекенскер унта тӑрӑшса ӑс пухӗ. Курса тӑрӑр, Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ пулатех», — ҫирӗплетнӗ хайхис-кер.

"Такого героя нужно направить учиться в Тульское суворовское училище. Сейчас испытавший все трудности жизни, там старательно будет набирать знание. Увидите, прославленным сыном своей Родины он будет, - утвердительно сказал он.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Атте, итлесем манӑн сӑмаха, — ҫине тӑрсах ӑс панӑ кӗҫӗнни аслине.

Папа, послушай мои слова, - настойчиво учил младший старшего.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ялти пуҫламӑш, Штанашри 6 ҫул, Хӗрлӗ Чутайри 8 ҫул вӗренмелли шкулсенче ӑс пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унӑн шухӑшӗпе, чӑн чӑваш хӗрӗнче ҫепӗҫлӗх, ачашлӑх, ӑс, ӑсталӑх, ӗҫченлӗх пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Офицер пулма ӗмӗтленекенсене курсант акӑ мӗн каларӗ: «Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищине вӗренме кӗрес шухӑшлисене летчик пулма сӗнетӗп. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама талпӑнӑр. Спорта юратӑр, кӗлеткене пиҫӗхтерме вӑхӑт тупӑр. Шкулта ӑс пухнӑ чухне физика предметне уйрӑмах лайӑх вӗренӗр».

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищинче Чӑваш Енри чылай ҫамрӑк ӑс пухать.

В Сызранском высшем авиационном училище лётчиков много молодёжи из Чувашской Республики учатся.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Унта хутшӑннӑ 5-7-мӗш классенче вӗренекенсенчен чи маттуррисем 6-мӗш класра ӑс пухакансем пулчӗҫ.

Среди участников учащиеся 5-7-ых классов самыми способными оказались ученики 6-ого класса.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

3-мӗш, 4-мӗш тата 5-мӗш классенче ӑс пухакансем КВНа хутшӑнса пӗр-пӗрин хушшинче вӑй виҫрӗҫ.

Учащиеся 3-их, 4-ых и 5-ых классов соревновались между с собой учавствуя в КВН.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Зорин шухӑшӗпе вара — опытлӑ тухтӑра ҫӗнӗрен вӗрентиччен ҫамрӑксене ӑс пама ансатрах.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Ват ҫын – тӑват ҫын», – тесе ӑс панӑ пирӗн мӑн асаттесем.

«Один пожилой человек стоит четверых», – считали наши предки.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Раҫҫей халӑхсен туслӑхӗн университетӗнче вӗреннӗскер хальхи вӑхӑтра асӑннӑ аслӑ шкулта аспирантурӑра ӑс пухать.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех