Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр

Автор: Анастасия Ильина

Ҫӑлкуҫ: «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Хушнӑ: 2016.05.22 19:54

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 116

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Тӑрӑн шкулӗнче ҫамрӑк математиксен эрни иртрӗ.

3-мӗш, 4-мӗш тата 5-мӗш классенче ӑс пухакансем КВНа хутшӑнса пӗр-пӗрин хушшинче вӑй виҫрӗҫ. Икӗ ушкӑна пайланса 5-мӗш тата 3-4-мӗш классенче вӗренекенсем кам чи ӑсли, чи тавҫӑрулли, математика предмечӗн вӗрентекенне чи тимлӗ итлесе лараканнине палӑртассипе тупӑшрӗҫ. КВН пӗтӗмлетӗвӗ 5-мӗшсене ҫитекен ҫуккине кӑтартса пачӗ. А.И. Степанова тата Э.В. Соловьева вӗрентекенсем математика эрни валли ятарласа сӑн ӳкерчӗксен стендне те хатӗрленӗ.

«Математик-Бизнесмен» вӑйӑ кӑсӑклӑ пулнипе асра юлчӗ. Унта хутшӑннӑ 5-7-мӗш классенче вӗренекенсенчен чи маттуррисем 6-мӗш класра ӑс пухакансем пулчӗҫ. Тепӗр кун «Кенгуру» конкурсӗ иртрӗ. Унта пӗтӗмпе 29 ача хутшӑнчӗ.

Тӑваттӑмӗш кунне Тӑрӑн шкулӗнчи 9-мӗш класра вӗренекенсем Янӑш шкулне тӗл пулӑва кайрӗҫ. Тӗрлӗ тупӑшу, интереслӗ конкурссем, шкулти экскурси асра юлчӗ. Кашни класра пӗрер компьютер пулни пирӗн тӑххӑрмӗшсене ӑмсантарчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех