Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, Гуд-Гора тӑвӗ ҫинче тӗтре йӑсӑрланса тӑрать, аяккипе ҫӑмӑл пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, чи тӑрринче вара хура пӗлӗт выртать, ҫав тери хура вӑл, тӗттӗм тӳпере те ҫав пӗлӗт хура саплӑк пек палӑрарах курӑнать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чемоданӑма урапа ҫине хума хушрӑм, вӑкӑрсене тӑварса лашасем кӳлме каларӑм та аялалла, улӑх ҫинелле, юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӑм, — ту хушшинчен хумлӑн-хумлӑн тапса тухнӑ ҫӑра тӗтре улӑха пӗтӗмпех хупласа илнӗччӗ, ҫав енчен пирӗн пата пӗр сас-чӳ те ҫитеймест.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем палӑрсанах, уй тӑрӑх кӗрен тӗслӗ хумлӑ-хумлӑ тӗтре туртӑннӑ вӑхӑтрах, иккӗмӗш эскадрилья хӑйӗн командирӗ хыҫҫӑн сывлӑша хӑпарчӗ те, самолётсем, пӗр-пӗрне куҫран ҫухатмасӑр, кӑнтӑралла вӗҫсе кайрӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсем пирӗн ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ — ир, тӗтре, нимӗн те уйӑрса илме ҫук, моторсем кӗрлеҫҫӗ те гусеницӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ кӑна.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӳлӗме таса сывлӑш хыттӑн вӑркӑшса кӗчӗ те, пӗтӗм тусана хускатса ҫӗклерӗ, пӳлӗмре кӑвак тӗтре тулнӑ пек пулчӗ.Свежий воздух рванулся в комнату, сдул улежавшуюся пыль так, что поднялся серый туман.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем вырӑнне Алексей хӑй умӗнче, кӗмӗл тӗслӗ тӗтре ӑшӗнче, Камышинри хӗре курчӗ.Вместо них Алексей увидел перед собой в серебристом тумане девушку из Камышина.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗтре сирӗлчӗ, ҫырантан кимӗ патнелле уйӑх ҫути тӑсӑлса пыни курӑнса тӑчӗ, шыв ҫинче кувшинкӑсемпе лилисен мӗлкисем палӑрчӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кимӗ лӑпкӑн сарӑлса выртакан шыв тӑрӑх ерипен шума тытӑнчӗ, вӑл пӗрре тӗтре ӑшне чӑмрӗ, тепре ирӗке тухрӗ; хуп-хура шыв ҫине уйӑх кӗмӗл тӗс сапса тӑчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Зиночка тӗтре ӑшнелле чупса кӗрсе кайрӗ те кӗсменсем ҫӗклесе таврӑнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем кӑшт ҫеҫ шыва кӗрсе каймарӗҫ; кӑтраланакан мамӑк пек тӗтре витӗр урасем айӗнчех шыв хура тӗслӗн курӑнса кайсан, тӗлӗнсе чарӑнса тӑчӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑш нӳрӗ пулнӑ, вӑл кӗрхи шӑршӑсемпе тулнӑ, хӑш ҫӗрте сулхӑн та сивӗ, тепӗр ҫӗрте ӑшӑ та пӑчӑ пулнӑ, ҫак тӗтре кӳллинче хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пулнӑ пек, хӑйӗн ӑшӑ та сивӗ юхӑмӗсем пулнӑ пек туйӑннӑ…
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуллахи каҫхине, кӗркунне ҫывхарни сисӗннӗ вӑхӑтра, кӑвакрах тӗтре ӑшне путнӑ Прага пиҫсе ҫитекен виноград пекчӗ, эрех пек ӳсӗртетчӗ; ун ҫине ӗмӗр вӗҫленичченех пӑхас килетчӗ…
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Май уйӑхӗнчи таса ир ҫутинче, кӑвакрах тӗтре витӗр, Мускав та курӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн куҫӗсем умне, темӗнле тӗтре витӗр, инвалид-перевозчикӑн кӑвак тӗслӗ илемсӗр йывӑҫ урисем тухса тӑчӗҫ, вӑл каллех ҫав инвалид тӑватӑ ураланса, аллисем ҫине тӗренсе, йӗпе хӑйӑр тӑрӑх шыв хӗрринелле упӑте пек упаленсе кайнине курчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йывӑҫ тӑррисем шӑнса хытнӑ, кӑвакрах тӗслӗ тӗтӗмпе тӗтре витӗр шурӑ вулӑллӑ хурӑнсемпе юнашарах ылтӑн хыр вуллисем палӑраҫҫӗ, унта та кунта тӗксӗм чӑрӑш тӑррисем виҫкӗтеслӗн шӗвӗрӗлсе курӑнаҫҫӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑйне хӑй ҫӑралакан тӗтре ӑшӗнче ишсе пынӑ пек туйрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йывӑҫ тураттисем витӗр кая юлнӑ шуҫӑм ҫути палӑрсан, ҫӑра тӗтре майӗпен сирӗлнӗ те, таврари япаласем пурте ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ пек курӑннӑ, хыр туратти те халь тутӑр татӑкӗ тытнӑ алӑ пек мар, вӗтӗр-шакӑр эрешлӗ, илемлӗ кӗленче люстра пек пулнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрман ҫине сивӗ тӗтре карса илнӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрме пуҫланӑ ҫил ӑна пӑрлантарса янӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ире хирӗҫ, ҫил-тӑман лӑплансан, шӑпланнӑ ҫӗре ҫӑра шур тӗтре хупласан, Алексее хырсен шавӗ витӗрех инҫетре ҫапӑҫу кӗрлени илтӗннӗ пек туйӑнчӗ: шартлатса ҫурӑлни, автоматсемпе винтовкӑсем шатӑртатни илтӗннӗ пек пулчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ кӑна шуса тухнӑ хӗвел тӗтре витӗр пӗр минутлӑха кана курӑнчӗ, унтан вӑл кун каҫмалӑхах пӗлӗтсем ӑшне кӗрсе кайрӗ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948