Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саня манпа юнашарччӗ, анчах ӑна эпӗ е уҫҫӑнах, е тӗтре витӗр кӑна курнӑ пек пултӑм.Саня стоял рядом со мной, но я почему-то видела его то ясно, то как в тумане.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир тӗтре витӗр тухрӑмӑр, каллех вӗҫсе кӗтӗмӗр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем тӗтре хупласа иличченех хӑйсен формине ҫухатмарӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӗ те акӑ эпӗ ҫак тетраде тӗтре витӗрех куратӑп, манӑн питҫӑмарти тӑрӑх вӗри куҫҫуле шӑпӑртатать.И сейчас эту тетрадь я вижу, как сквозь кисею, и горячие слёзы текут по моим щекам.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Яра кунах — тӗтре, ҫав ҫавах пирӗн куҫсене ыраттаракан тӗссӗр ҫутӑ.Весь день — туман и тот матовый свет, от которого так сильно болят глаза.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун пек чухне пӗтӗм тавралӑха шурӑ тӗтре карса илет, саншӑн вара миллион ҫул урлӑ геологин урӑхла эпохине вӗҫнӗ пек туйӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче ҫав пайӑрка уйӑх тӗслӗ пулса кайрӗ, тепӗр кунхине эпир пӗлӗт пекскерне, инҫетри тусене хупласа тӑракан тӗтре пекскерне куртӑмӑр.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темӗнле тӗтре витӗр эпӗ унӑн питне, вӑл ман ҫине йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм, мӗн пулнине аса илтӗм.Сквозь какой-то туман я увидел ее лицо и понял, что она смотрит на меня с отвращением. Я опомнился.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗтре айккинелле сирелӗ пуҫларӗ, ун хыҫӗнчен, куҫармалла картинка ҫинчи пек, малтан кӑшт ҫеҫ йӗрленсе, унтан ярах уҫӑлса, сӑррисем типсех ӗлкӗреймен ҫап-ҫутӑ ир тухрӗ, вара шлюз причалӗсем, шурӑ хупӑлча знакӗсем тата ытти те ешӗл ҫыран ҫинче палӑрса кайрӗҫ, Шлюз башни ҫинче симӗс сигнал ҫутӑлчӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лере, шлюз хапхин тӳркӗтеслӗ башнисем ҫинче, Колумб карапӗсен моделӗсем ҫинчи пӑхӑр пӑрӑссем тӗтре витӗр ялкӑшма тапратрӗҫ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӗтӗмпе тусантан пулнӑ пӑчӑ тӗтре хир ҫинче капланса тӑрать.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ту тӑррисем, йӗри-тавра ирхи ылтӑн тӗтре ӑшне ҫухалса, хисепсӗр йышлӑ кӗтӳ пек хӗсӗнеҫҫӗ те кӑнтӑр енче, Эльбрус тӑвӗн пӑрланнӑ тӑррисем хушшинче, калама ҫук пысӑк шурӑ купа пек курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен хушшинче хӗвелтухӑҫӗнчен юхса килнӗ ҫӳхе пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ, эпӗ Н крепоҫне куҫни уйӑх ҫурӑ ҫитет, Максим Максимович сунара кайнӑ… эпӗ пӗчченех чӳрече умӗнче ларатӑп; хӑмӑр пӗлӗтсем тусене аяла ҫитичченех хупласа илнӗ; хӗвел тӗтре витӗр сарӑ пӑнчӑ пек курӑнать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Тӗтре ҫӑралать», — пӳлчӗ ӑна каллех хӗрарӑм хӑйӗн хурлӑхлӑ сассипе.— Туман густеет, — возразил опять женский голос с выражением печали.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт уйӑха хупӑрла пуҫларӗ, тинӗсрен тӗтре ҫӗкленчӗ: ун витӗр ҫывӑхри карап ҫинчи хунар ҫути те аран палӑрса тӑрать…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвел ту хыҫне пытанать, лапамсенче шурӑрах тӗтре сарӑлать.Солнце пряталось за холодные вершины, и беловатый туман начинал расходиться в долинах.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ту хушшине ҫӗмӗрттерсе кӗнӗ ҫил Хурах Шӑпчӑк пек улать, шӑхӑрать, часах акӑ чул хӗрес те хӗвелтухӑҫ енчен капланса килекен ҫӑра тӗтре хумӗсен ӑшне пытанчӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тусем ҫине каҫ санӗ ҫапнӑччӗ, ту хушшинче тӗтре юхма пуҫларӗ.Ночь уж ложилась на горы, и туман начинал бродить по ущельям.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964