Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайман сăмах пирĕн базăра пур.
кайман (тĕпĕ: кайман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел, вӑл ҫулпа кайман эсир — ӗҫ йӑлтах пӑсӑлчӗ ӗнтӗ халь.

Да жалко, не по тому пути вы поехали — вот оно все и поломалось.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малти пӳлӗмре пушӑ та ҫара, стенасем ҫинчен тусанлӑ шпалер таткаланчӑкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, анчах, темӗнле япӑхса кайнӑ пулин те, сарлака мачча хӑмисем тӗксӗм хунар ҫутинче те ӑшӑра нумай ҫулсем хушши пурӑннӑ типӗ, йывӑҫӑн вут чулӗнни пек сарӑ тӗсӗпе йӑлтӑртатаҫҫӗ, ытама кӗрейми хыр пӗренесенчен пуранӑ стенасене тӗплӗн мӑкланӑ; тачӑ хӗснӗ урайӑн тахҫанхи сӑрӗ те кайман.

В горнице было пусто и голо, со стен свисали лохмотья пыльных обоев, но, несмотря на всю запущенность, широкие плахи потолка даже при тусклом свете фонарика отливали кремневой желтизной сухого, годы прожившего в тепле дерева; стены, срубленные из вековых, в обхват, сосен, были добротно проконопачены; плотно сбитый пол хранил следы давней покраски.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корнее пӗчченлӗхӗн, иртсе кайман тахҫанхи кӳренӳн тата темскер тавӑрмалла мар ҫухатун пӑтранчӑк туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ…

Смешанное чувство одиночества, давней, незаживающей обиды и чего-то еще, непоправимо потерянного, захлестнуло его…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Хӑранӑ юлма. Пӗр тесен, лайӑх та ку. Кайман пулсан, ҫав-ҫавах казаксем вӗлеретчӗҫ. Ахаль те, мана пула, тем нуша та кӑтартрӗҫ пулӗ-ха…» — шухӑшларӗ те вӑл, пӑртакҫах тытӑнкаласа тӑрса, пӳртрен туйрӗ.

«Убоялась оставаться, да оно и лучше, а то казаки все одно убили бы. И так, небось, за меня трясли ее, как грушу…» — подумал он и, помедлив, вышел.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тен, ниҫта та кайман эсӗ!

Может, ты и не ездил никуда!

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫыран хӗрринче ишсе ҫӳренӗ, хутора кайман, хӑранӑ…

Возле берега проплыли, а в хутор — забоялись…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чим-ха, чутах манса кайман.

Да, чуть было не забыл.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полкри командирсенчен ҫурри патне патша ҫарӗнче офицер пулнӑскерсем; ҫемҫе кӑмӑллӑ йӑваш комиссара хӗрлӗармеецсем хисеплесех кайман; сутӑнчӑксем вара, — полк командирӗ, штаб начальникӗпе икӗ рота командирӗ, — полка тӑшман аллине парас шухӑш тытса, нимӗн те курман-асӑрхаман ячейка куҫӗ умӗнчех полка пырса лекнӗ.

Комсостав полка наполовину состоял из бывших офицеров; комиссар — слабохарактерный и безвольный человек — не пользовался среди красноармейцев авторитетом; а изменники — командир полка, начштаба и двое ротных командиров, — задумав сдать полк, на глазах ничего не видевшей ячейки внедрялись в полк.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрӑм сӑмсаллӑ типшӗм пит-куҫӗ нимӗнпе те пит палӑрсах кайман, темле мужиклерех сӑнлӑ курӑннӑ.

Сухощавое длинноносое лицо его казалось мужиковатым, не отличимым ничем.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑмӑртусенче те хура утсем ҫакӑн пек урӑм-сурӑм ӗрӗхтерсе кайман!

Даже на скачках не ходили вороные таким бешеным наметом!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суворов хӑйӗн интенданчӗсене хӗрхенмесӗр вӑрҫнӑ, кӗпӗрнери пуҫлӑхсем патне прошенисем ҫырнӑ, анчах ӗҫ малалла кайман.

Суворов нещадно ругал своих интендантов, писал прошения губернским начальникам, но дело не двигалось.

Апат тата вӗҫкӗн помещиксем ҫинчен // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Лешсем кӑшт ҫеҫ ҫапӑҫса кайман.

А там дело чуть не до драки.

Чи малтан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

2) Михайловски хуторӗн казакне Антон Калитвенцова айӑпӗ палӑрсах кайман пирки тӳрре кӑлармалла тӑвас.

2) Казака хутора Михайловского Антона Калитвенцова за недостаточностью улик оправдать.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсир, ваше благороди, лартасса лартрӑр та-ха леш хайхине пирӗн командира — пит илтсех кайман курӑнать ҫав ун ҫинчен.

— Ваше благородие, вы, значит, не дюже наслышаны об нашем хуторном, коего вы определили нам в командиры.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ачах ҫав ӗнтӗ, мур илсе кайман!

Чисто дите, стал-быть!

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Отряд командирӗ хӑйӗн тӗрлӗ чаҫсенчен пуҫтарӑннӑ чарусӑр салтакӗсене шансах кайман, ахӑр, — хутор тулашӗнче ҫӗр каҫма шутланӑ.

Командир отряда, повидимому, не хотел ночевать в хуторе, не надеясь на своих разноплеменных и разнузданных солдат.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кашниннех чечеклӗ садра ярӑнса утса ҫӳрес килет, анчах — мур илсе кайман! — ҫав чечексемпе йывӑҫсене лартас умӗн ҫӳп-ҫапне те тасатмалла-ҫке-ха!

Всем хочется ходить в цветущем саду, но ведь — черт их побери! — прежде, чем садить цветики и деревца, надо грязь счистить!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуля витӗр тухса кайман пирки, пӗҫӗ пушшех хытӑ ыратма тытӑнчӗ.

Боль в ноге усугублялась тем, что пуля не вышла.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр ҫулталӑка яхӑн службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, хӑй каларӗшле, «кӑкӑрӗ ҫине офицерсен георгине ҫакса, пӗлме юракан тата юрасах кайман вырӑнсене алӑпа ывӑтмалли граната ванчӑкӗсемпе вун тӑватӑ ҫӗртен шӑтарттарса», службӑри кӗске карьерине вӗҫлеме 2-мӗш запас полка пырса ҫакланнӑ.

Прослужил в нем около года, получил, как он говаривал, «офицерский георгий на грудь и четырнадцать осколков ручной гранаты во все подобающие и неподобающие места» и попал для завершения недолгой своей служебной карьеры во 2-й запасный.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей йӑл кулса тӑнипе унӑн сарлака куҫхаршийӗсем ҫамки ҫине хӑпарнӑ пек туйӑннӑ ӑна: «Санран Рагулин иртсе кайман, санран пурнӑҫ хӑй иртсе кайрӗ…»

И ему казалось, что Сергей улыбался, и широкие его брови лезли на лоб: «Тебя не Рагулин обогнал… сама жизнь…»

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех