Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫапах сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫапах (тĕпĕ: ҫапах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стана ҫитме инҫе мар юлсан, вӑл ҫапах та хӑйрӗ-хӑйрех.

Когда до стана было уже недалеко, она набралась решимости.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫартан таврӑнсан, заводра пӗрремӗш ҫул ӗҫленӗ чух Давыдов пӗррехинче ҫапах та мунчана кайма хӑюлӑх ҫитерчӗ.

Уже после демобилизации, в первый год работы на заводе, Давыдов все же как-то отважился сходить в баню.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ ҫапах та кайса килетӗп, — хӑйӗннех печӗ Давыдов.

— Нет, я все-таки схожу, — упрямо сказал Давыдов.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ҫапах та кайма тивет», — шухӑшларӗ те Давыдов, тарӑхнипе ӗхлетсе ярса, ятлаҫса илчӗ.

«А все-таки придется идти», — подумал Давыдов и, крякнув от досады, вполголоса чертыхнулся, сказал:

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафонӑн куҫ айӗ эрнипех кӑвак ҫӳрерӗ — Дарья ӑна чышкӑпа тӑхӑнтартса янӑ, хӑй ҫапах унтан кулма пӑрахмасть.

Агафон с неделю синяк под глазом во всю щеку носил — съездила его Дарья кулаком, а все не бросает над ней потешаться.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ӑна эпир тӳрлетӗпӗр, Островнов ҫинчен йӑлтах пӗлӗпӗр, ҫапах та эсӗ, Иван пичче, тӗлӗнтермӗш этем.

— Это мы исправим, разберемся с Островновым как полагается, а все-таки, дядя Иван, ты человек с чудинкой.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хам кӗтӗме ҫапах кӗтсе илтӗм!

А своего я все-таки дождался!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вилӗм ман пуҫ вӗҫӗнче тӑрать, ҫапах Аверьяна вӗчӗ тытатӑп!

Смерть у меня в головах стоит, а сердце на него все равно держу!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапах та, мӗншӗн?

— Но все-таки?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ малтан кутӑнлашрӗ, «капла эсӗ ман чӑхсене пурне те тӑлӑха хӑваратӑн!» — терӗ, кайран ҫапах иккӗмӗш автанне сутрӗ.

Тот вначале заупрямился, говоря: «Этак ты у меня всех курочек повдовишь!» — но потом все же продал второго петуха.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ манпа пӗрле хутор тӑрӑх иртме вӑтанатӑн, хӑй ҫапах «айта мӑшӑрланатпӑр», тет!

Ты по хутору со мной вместе стесняешься пройти, а туда же, «давай поженимся»!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ку карчӑка унӑн ҫапах та вӗрентес килнӗ — ахаль кӑна, йӗркене пӗлтӗр тесе, пурнӑҫри пӗр правилӑна асра тытса: юлашки сӑмаха ялан унӑн, Лушкӑн, каламалла.

Но старуху она все же решила проучить — так просто, порядка ради, руководясь одним жизненным правилом: чтобы за ней, Лушкой, всегда оставалось последнее слово.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗн, ҫапах та?

— Что все-таки?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапах та…

— Но все-таки…

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хӑранипе тытӑнкаласа та пӑтранса, ҫапах арӑмӗнчен мӗн илтнине ним пытармасӑр каласа парсан, Половцев кӑшт кулса ҫеҫ илчӗ.

Но, когда он, сбиваясь и путаясь от волнения, однако ничего не утаив, рассказал все, что услышал от жены, Половцев только усмехнулся:

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ватӑлмалӑх кунӑмра вулатӑп, тӗрлӗ аслӑ пӗлӳсем илетӗп, ҫапах хама юсав тытатӑп, эс акӑ, сӳтӗле пуҫланӑ, хӑвна хӑв та астӑваймастӑн…

На старости годов читаю и прохожу разное высшее образование, но держу себя в аккурате, а вот ты забывчив стал прямо по-стариковски…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич ҫапла калать пек ӑна: «Вацлав Августович, пирӗн иксӗмӗрӗн венчет тутарма юрамасть: эсӗ, имшерскер пулин те, ҫапах арҫын-ҫке. Ну, ӑҫтан юратӑр-ха апла? Эпӗ те авланнӑ ҫын. Айта ҫакӑн ҫинчен пупа йӑлтах каласа парар, унсӑрӑн вӑл, ҫынсене култарса, пире венчет туса ярӗ!»

Яков Лукич будто бы говорит ему: «Вацлав Августович, негоже нам с тобой венчаться: ты же хучь и плохонький, а все-таки мужчина. Ну куда это годится, такое дело? Да и я уже женатый. Давай скажем про все это попу, а то он окрутит нас людям на смех!»

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапах та, никама хӗнеме май ҫук ҫӗнӗ вырӑнсене кайсан, мана каллех тем те пӗр каласа пӗтеретчӗҫ.

Но стоило мне забрести в другой район, как на меня снова накидывались с бранью…

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ҫапах та, шутлас пулсан, хӑйсен пуҫӗсене хыртарнӑшӑн пирӗн миҫе ҫынна ӗмӗрлӗхе пылчӑк ӑшне таптаса пусарчӗҫ-ши?

Между тем скольких людей растоптало общество лишь из-за бритой головы!

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Унӑн сарлака ҫирӗп янахӗ кӑшт чӗтренсе илчӗ, куҫӗсенче хаярлӑхпа савӑнӑҫ куҫҫулӗ ялкӑшрӗ, ҫапах вӑл аран-аран лӑпланчӗ, шурса кайнӑ, сӑнсӑрланнӑ питне Яков Лукич енне ҫавӑрчӗ те хыттӑн ыйтрӗ:

Массивная нижняя челюсть его мелко задрожала, на глазах вскипели слезы ярости и восторга, но он кое-как овладел собой и, повернувшись к Якову Лукичу бледным, исказившимся лицом, зычно спросил:

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех