Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

час сăмах пирĕн базăра пур.
час (тĕпĕ: час) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, Илья Иваныч, мӗнле-ха эсӗ, турӑҫӑм, час манатӑн?

Ну, Илья Иваныч, какой ты, Бог с тобой, беспамятный!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Час хӑнӑхатӑн-и?

Скоро ли привыкнешь?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑҫанне эпӗ тӗп-тӗрӗсех пӗлейместӗп ӗнтӗ, — карт калана тӑрӑх, питӗ час пулмалла…

Я не знаю, уж когда именно, — карты говорят, что очень скоро…

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Нумай пӗлсен, час ватӑлса ларатӑр, — татса хучӗ вӑл.

— Много будете знать, скоро состаритесь, — отрезала она.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Юр ман ура пуснӑ тӗлте час нӳрӗленсе хуралать те шывпа тулса ларать.

След, оттиснутый на снегу моей ногой, быстро темнел и наливался водой.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫав кун калаҫусем час лӑпланмарӗҫ.

В этот день долго не смолкали разговоры.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ан кулян, вӑрҫӑ хирӗнче эпӗр Тамалтарӑпӑр вутлӑ ҫиле; Тӑшмана тӗп туса час килетпӗр, Эшелон килсе ҫитӗ киле.

Куҫарса пулӑш

Ирхине, шурӑмпуҫ ҫӗкленсессӗн // Максим Ястран. https://chuvash.org/lib/haylav/1917.html

Ӳт температури вӑрах вӑхӑт чакмасан, вар-хырӑм ӗҫӗ пӑсӑлни час иртмесен, лимфа тӗввисем сӑлтавсӑрах тенӗ пек ӳсме пуҫласан…

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Хӑйсемшӗн хаклӑ пулнӑ япаласене ҫынсем ытла та час манаҫҫӗ ҫав.

Как же быстро люди умеют забывать то, что им дорого.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ашшӗ командировкӑна Мускава кайнӑччӗ те час таврӑнмарӗ, Женя ӑна кӗтсе ывӑнсах ҫитрӗ.

папа уехал в Москву по делам и его долго не было, и Женя устала его ждать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Каларӑм вӗт, стройран час тухрӗ.

Я же сказал, что он отключился слишком рано.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑрҫӑ час пӗтесси пур енчен те курӑнатчӗ ӗнтӗ, ҫавӑн ҫинчен Вальӑпа Иван Павлыч мана тимсӗлсе итлетчӗҫ, вӗсен итленӗ сӑн-сӑпачӗ тӑрӑх каласан, пирӗн ҫарсем ҫитес вӑхӑтрах Берлин хулине илни ҫинчен командующине юлашки рапорт параканӗ эпӗ хамах пулатӑп тейӗн ҫав.

Во многом уже были видны признаки её окончания, и Валя с Иваном Павлычем слушали меня с таким выражением, как будто именно мне предстояло в ближайшем будущем отдать командующему последний рапорт о том, что нашими войсками занят город Берлин.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑйӗн ӗҫне тӗлӗнмелле час хӑнӑхса ҫитнӗ иккен.

Удивительно быстро вошла она в эту жизнь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килӗп эпӗ, тусӑм, Мӑшӑр тӑвӑп час!

Я к тебе вернуся, Возьму за себя!

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Час вилет пулмалла.

Верно, скоро помрет.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик Петяна застава начальникӗ патне пырса ачаш саспа: — Господин офицер, пире тепӗр енне каҫма ирӗк парӑр, эпир юлташпа ав ҫав пысӑк кӑвак ҫуртра пурӑнатпӑр, анне эпир час таврӑнманнишӗн пӑшӑрханать пулмалла, — тесе тилмӗрсе ыйтма вӗрентнӗ.

Гаврик научил Петю подходить к начальнику заставы и жалобным голосом говорить: — Господин офицер, разрешите нам перейти на ту сторону, мы с товарищем живем вон в том большом сером доме, мама, наверное, сильно беспокоится, что нас так долго нет.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав каҫ Петя час ҫывӑрайман.

Петя долго не засыпал в эту ночь.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ҫывӑрать те, ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑрса, эпир иксӗмӗр кӑна, ҫак кӗске те телейлӗ каҫ час иртет пулин те, пурпӗрех ӑна эпир тӗнче тӑрӑх ахӑрашса ҫӳрекен пургаран туртса илтӗмӗр-ха.

Она спит, и можно долго смотреть на неё и думать, что мы одни и что хотя скоро кончится эта недолгая счастливая ночь, а всё-таки мы отняли её у этой дикой пурги, которая ходит-гуляет над миром.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Доктор хӑй тухса кайнӑ чух мана темле электричествӑпа ӗҫлеттермелли япала парса хӑварнӑччӗ, ун пирки эпӗ мансах кайнӑччӗ, халӗ ҫеҫ акӑ темӗн пирки кулса ятӑм та сивӗре лашанни пек час ирӗлмен ҫӑра пӑс хам ҫӑвартан тухнине асӑрхасан, ҫав япала ҫинчен аса илтӗм.

Уходя, доктор сунул мне какую-то электрическую штуку. Я сразу забыл о ней и вспомнил, когда, засмеявшись чему-то, заметил, что у меня, как у лошади на морозе, изо рта валит густой, медленно тающий пар.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Час вӑтӑр ҫул та ҫитет ҫак пурнӑҫшӑн пыракан вӑй-хӑватлӑ кӗрешӳ пӗтни, анчах вӑл саншӑн паян ҫеҫ вилсе выртнине пӗлетӗп эпӗ.

Скоро тридцать лет, как кончилась эта мужественная борьба за жизнь, но я знаю, что для тебя он умер только сегодня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех