Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ирхине, шурӑмпуҫ ҫӗкленсессӗн

Автор: Максим Ястран

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/lib/haylav/1917.html

Хушнӑ: 2019.10.03 11:45

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 85

Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ирхине, шурӑмпуҫ ҫӗкленсессӗн,
Хӗрлӗ хӗм хӗретсен тухӑҫа,
Тӑшмана аркатса ҫӗмӗрмешкӗн
Эшелон тухса кайрӗ вӑрҫа.

Эшелон тухса кайрӗ… А эсӗ
Тутӑрна сӗлтсе юлтӑн пӗччен.

Сан шур тутӑр питех ҫӳҫентерчӗ
Ман чуна ҫеҫенхир тӳпинче.

Курӑнми пултӑн эс. Эпӗ кайрӑм,
Сан сӑнна асӑмра упраса.

Сан ҫинчен ҫыртӑм эп сӑвӑ-юрӑ,
Сӑмаха ахах пек суйласа.

Чи паха парнерен те-ҫке хаклӑ
Шурӑмпуҫ пек сан янкӑр куллу.

Иксӗлмест асӑмра сан кӑварлӑ,
Ҫут хӗвел пек таса кӑмӑлу.

Ан кулян, вӑрҫӑ хирӗнче эпӗр
Тамалтарӑпӑр вутлӑ ҫиле;
Тӑшмана тӗп туса час килетпӗр,
Эшелон килсе ҫитӗ киле.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех