Шырав
Шырав ĕçĕ:
Оленин хӑйӗн хуҫисем патне, сад пахчине, таврӑннӑ тӗле хӗвел сад пахчи картисем хыҫне пытанчӗ те хӑйӗн сапаланчӑк пайӑркисемпе витӗр курӑнакан ҫулҫӑсем хушшинчен йӑлтӑртатрӗ.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл тухса тарма тесе сӑлтав шыраса тупнӑ тӗле Белецкий: «Менельник тӑвакан Устенька чуптуса чихирь ӗҫтерме тивӗҫлӗ», — тесе пӗлтерчӗ.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Манӑн та телей сӑнаса пӑхма кӑмӑл пур, ман тӗле те Терек парнисем ҫакланмӗҫ-и, тетӗп.Тоже имею желание испытать счастие, не попадутся ли и на мою долю дары Терека .
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Йӗри-тавралла пӑхса илсе тата урамра никам ҫуккине курса, кӗсйинчен вӑл Шурочка ҫыруне туртса кӑларчӗ, ӑна тепӗр хут вуласа тухрӗ те лешӗ алӑ пуснӑ тӗле тутисемпе хыттӑн-хыттӑн ҫыпӑҫрӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов вокзала каҫхине, Прусси чикки умӗн кунта юлашки хут чарӑнакан курьер пуйӑсӗ ҫитнӗ тӗле ҫӳреме юратать.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Малта чупса пыраканӗ ман тӗле ҫитсен, ун патне сасартӑк чупса пытӑм та пӑшал аврипе ҫапса ураран ӳкертӗм.Когда передний поравнялся со мной, я неожиданно бросился на него и прикладом ружья сшиб его с ног.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тепӗр тесен, вӗсем, килес-тӑвас пулсан та, ман тӗле пулас ҫук, мӗншӗн тесен, пӗрремӗшӗнчен, тискер этемсен кунта нимӗнле ӗҫ те ҫук, ҫавӑнпа та килнӗ-килмен каялла кайма васкаҫҫӗ пулмалла; иккӗмӗшӗнчен, вӗсем яланах утравӑн леш енне, манӑн ҫуртран инҫетри вырӑна, тухаҫҫӗ тесе шанчӑклӑнах калама пулать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манӑн вӗсене кӗтӗвӗпех усрас килетчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн тар тата етре пӗтсе ҫитнӗ тӗле ҫителӗклех аш-какай пултӑр тесе тӑрӑшрӑм.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Декабрь пӗтнӗ тӗле уйри тырӑ пулса ҫитрӗ, ӑна эпӗ вырса илтӗм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак тӗле манӑн урпапа рис шӑтмаллаччӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак ҫырма тӑрӑх ҫӳлелле пӗр-ик миля кайсан, акӑ мӗн паллӑ пулчӗ: кунта тап-таса ӗҫмелли шыв юхса выртать, ҫапла вара тинӗс ку тӗле, тулнӑ чух та, хӑпарса ҫитеймест.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манӑн Камбия е Сенегал шывӗ юхса тухакан тӗле, урӑхла каласан, Симӗс сӑмсах тенӗ вырӑна ҫитес килчӗ, унта эпӗ Европӑран килекен пӗр-пӗр карапа тӗл пуласса шантӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл хапхаран чупса тухнӑ тӗле Иван Иванычпа Христофор атте, пӗри ҫекӗллӗ патакпа, тепри ахаль патакпа сулласа, кӗтеселле пӑрӑнса кӗретчӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушкӑна каллех зала чӗнсе илнӗ тӗле Иван Иваныч шӗлепкине аллине тытнӑччӗ ӗнтӗ, сывпуллашатчӗ.Когда Егорушку опять позвали в зал, Иван Иваныч уже стоял со шляпой в руках и прощался.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чӗлхепе урисем вӗсене Анатри Кӗҫӗн урама илсе ҫитернӗ тӗле иккӗшӗ те йӑлт пӑшӑхса хӗрелнӗччӗ ӗнтӗ, шӗлепкисене хывса, тарӗсене шӑла-шӑла илетчӗҫ.Когда ноги и язык довели их до Малой Нижней улицы, оба они были красны и, сняв шляпы, вытирали пот.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хытхура купине чӗртсе янӑ тӗле Кирюхӑпа Вася таҫтан тип ҫырмаран шыв ӑсса килчӗҫ; вӗсем тӗттӗмре куҫран пач ҫухалчӗҫ, анчах вӗсен витрисем чӑнкӑртатнипе калаҫни тӑршшӗпех илтӗнсе тӑчӗ; апла пулсан, тип ҫырми инҫех мар ӗнтӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл вӑраннӑ тӗле хӗвел тухнӑччӗ ӗнтӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Лалка санӑн савнӑ тусуччӗ, вилчӗ иккен, — хурлӑхлӑн каларӗ Огнянов, — тепӗр хӗрарӑма эпӗ савса тӑраттӑм, вӑл та… вилнӗ… ман тӗле вилнӗ.
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хальхинче маншӑн ҫав Милка сӑваплӑ ҫын пулса тӑчӗ, пӗтнӗ чун-ҫке хӑй, пӑрӑхаҫа тухнӑ ҫав йӗрентерекен Милка Тодоркина ман тӗле сваплӑ ҫын пулчӗ…
XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Хир сысни тӗл пулаймарӑм, мулкача вӗлермелле пулчӗ; хам тӗле хир сысни ҫакланнӑ пулсан, ӑна та пӑвса пӑрахнӑ пулӑттӑм.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.