Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑй тунӑ тискер ӗҫе канлӗн пӑхса савӑнса тӑма килнӗ вӑл… кунта ҫынсем пулассине шутламан та вӑл.

— Захотелось взглянуть на свою работу; не ожидал, верно, что тут народ.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак япала пурте эрехрен килнӗ, — ӳсӗр пулнӑ эпӗ, — ҫитменнине тата ҫилленсе кайнӑ…

Все это водка наделала, ну и нервы тоже, я думаю.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку таранччен те пуҫра шавлать, — кунта килнӗ чухнехинчен те ытларах…

И сейчас в голове неладно — хуже, чем когда мы сюда пошли.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Капланса килнӗ пӗлӗтсем ҫав хӑрушӑ сценӑна тӗттӗмпе хупласа лартрӗҫ, хӑраса ӳкнӗ ачасем каялла ҫаврӑнса пӑхмасрах сиккипе тара пачӗҫ.

в эту минуту на луну набежали облака и скрыли страшную картину от перепуганных мальчиков, которые бросились бежать, в темноте не разбирая дороги.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Хӗнтерех килнӗ пулсан-и?

— Что ж такого.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ах, вӑхӑтлӑха вилме май килнӗ пулсан…

Ах, если б можно было умереть — не навсегда, а на время!

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шкула килнӗ чухне-и, шкултан таврӑннӑ чухне-и, санӑн яланах манпала пӗрле утмалла.

И в школу мы всегда вместе будем ходить, и домой тоже.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйӗн хӑҫан кӑмӑл пулнӑ — ҫавӑн чухне тата хӑйне кӑмӑла кайнӑ ҫӗрте вӑл пулӑ тытма е шыва кӗме пултарнӑ, шывра та хӑйӗн мӗн чухлӗ ларас килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ларма пултарнӑ.

захочет — пойдет ловить рыбу или купаться когда вздумает и просидит на реке сколько вздумает.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гекльберри ирӗкле кайӑк евӗрлӗ пулнӑ, ӑҫта ҫӳрес килнӗ, ҫавӑнта ҫӳренӗ.

Гекльберри делал, что хотел, никого не спрашиваясь.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑрах куҫлӑ кушак ҫурипе чӳрече рамкине хулана хальтерех ҫеҫ килнӗ хӗрачана пар, Сид, ӑна тата ҫапла кала…

А еще, Сид, отдай мою оконную раму и одноглазого котенка этой новой девочке, что недавно приехала, и скажи ей…

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Санкт-Петербургран ҫирӗм милре ларакан Константинополь хулинчен килнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫул ҫӳресе тӗнче курнӑ тесе калама пулать ӗнтӗ.

Он приехал из Константинополя, за двенадцать миль отсюда, — значит, путешествовал и видел свет.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Директор хӑйӗн сӑмахне ҫапла пуҫласа ячӗ: — Халӗ ӗнтӗ, ачасем, эпӗ сире пӗр-икӗ минут хушши май килнӗ таран тӳрӗ те шӑп ларма тата хӑвӑрӑн мӗнпур тимлӗхӗрпе манӑн сӑмаха итлеме ыйтасшӑн.

Свою речь он начал так: — А теперь, дети, я прошу вас сидеть как можно тише и прямее и минуту-другую слушать меня как можно внимательнее.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том умӗнче айӑп тунине унӑн каҫарттарас та килнӗ пулӗ, тен, анчах Сид ҫавӑнтах вӑл шухӑша пӑрахнӑ, ҫывӑрнӑ пек пулса шӑп выртнӑ, мӗншӗн тесен Том куҫне пӑхсан, ыррине нимӗн те кӗтмелли пулман.

Но если у него и было какое-нибудь желание попрекнуть и намекнуть, то он передумал и смолчал, заметив по глазам Тома, что это небезопасно.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Карчӑкӑн шутсӑрах ачана пӗр ик-виҫӗ ӑшӑ сӑмах калас килнӗ, анчах вӑл акӑ мӗнрен хӑранӑ: ӑшшӑн калаҫас пулсан, ача ҫапла шухӑлшама пултарать: «Мӑнаккӑшӗ хӑйне айӑплӑ шутлать…»

Старушке захотелось сказать что-нибудь ласковое и хорошее; но она рассудила, что это будет понято как признание в том, что она виновата, а дисциплина этого не допускает.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑй те пӗлмесӗрех вӑл этем хӑйне епле тытасси-тӑвассин аслӑ законне тупрӗ: ҫын е арҫын ача пӗр-пӗр япалашӑн питӗ хытӑ ҫунтӑр тесен, ҫав япала унӑн аллине май килнӗ таран йывӑртараххӑн пырса лектӗр.

Сам того не подозревая, он открыл великий закон, управляющий человеческими действиями, а именно: для того чтобы мальчику или взрослому захотелось чего-нибудь, нужно только одно — чтобы этого было нелегко добиться.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл калани яланах вырӑна килнӗ.

Сказанное им всегда было к месту.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Э-э, нимӗҫсемпе пӗрле Салихов хӑй те килнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Тата тепӗр хыпар: Ольховкӑна Курт текенни каллех килнӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Юмӑҫ пӑхтарма килнӗ ҫынсен сӑмах-юмахӗ те мӑне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Сахалрах илсе килнӗ пулсан, сахалрах.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех