Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлсен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капитан мӗн-мӗн илсе килнине пӗлсен, эпӗ калама ҫук савӑнтӑм.

И потому я чрезвычайно обрадовался, когда узнал, что капитан привез мне.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем ытла та чӑрсӑр ҫынсем, эпир хирӗҫ тӑма хатӗрленнине пӗлсен, ҫав этемсем пире хӗрхенсе тӑмӗҫ.

— Все это отчаянный народ, и теперь, когда они узнают, что мы еще сопротивляемся, они не дадут нам пощады.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӗнле ӗҫлемеллине вӑл часах ӑнланса илчӗ, унтан вара тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑнчӗ, ку ӗҫ мӗншӗн кирлӗ пулнине пӗлсен, вӑл тата та хытӑрах тӑрӑшма пуҫларӗ.

Он быстро понял, в чем дело, и стал очень энергично работать, особенно когда узнал, ради чего производится такая работа.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унтан вӑл, хӑй аманман-ши тесе пӑхма, куртка аркине ҫӗклерӗ, ниҫтан та аманманнине пӗлсен, ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ, урасене ыталаса тытса, хӑйӗн чӗлхипе мана нумайччен темӗскер каласа ларчӗ.

Потом он приподнял даже полу своей куртки, чтобы посмотреть, не ранен ли он, и, убедившись, что остался цел и невредим, упал передо мной на колени, обнял мои ноги и долго толковал мне о чем-то на своем языке.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав сӑмахсене попугай каланине тавҫӑрса илтӗм пулсан та, кунта унсӑр пуҫне никам та пулма пултарайманнине пӗлсен те, эпӗ нумайччен лӑпланаймарӑм.

Но, даже убедившись, что это был попугай, и понимая, что, кроме попугая, некому тут и быть, я еще долго не мог успокоиться.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ чӳлмексем тума май пуррине, вӗсем шыва та; вута та чӑтнине пӗлсен, калама ҫук хытӑ савӑнтӑм; тӗнчере ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫшӗн никам та ун чухлӗ савӑнса курман пулӗ тетӗп.

Я думаю, ни один человек в мире не испытывал такой радости по столь ничтожному поводу, какую испытал я, когда убедился, что мне удалось изготовить горшки, которые не боятся ни воды, ни огня.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакна пӗлсен, эпӗ ҫав симӗс улӑха, улма-ҫырласем нумай ҫӗре пурӑнма куҫасси ҫинчен ӗмӗтленме пуҫларӑм.

А придя к такому заключению, я, естественно, начал мечтать, как бы мне переселиться туда, в цветущую зеленую долину, где такое изобилие плодов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ тинӗс леш енчи ҫӗрсене кайса курма ӗмӗтленнине пӗлсен, капитан мана хӑйпе пӗрле пыма сӗнчӗ.

Узнав, что я желаю увидеть заморские страны, предложил мне пуститься в плавание на его корабле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ тинӗссем тӑрӑх ҫӳреме юратнине ывӑлӗнчен пӗлсен, старик ман ҫине сиввӗн пӑхрӗ те ҫакӑн пек каларӗ:

Узнав от сына о моей страсти к морским путешествиям, старик сурово взглянул на меня и сказал:

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Вӑл ҫакна пӗлсен мӗнле телейлӗ пулать.

— Как она будет счастлива, когда узнает об этом!

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Енчен вӑл хӑйне савса тӑнине пӗлсен, вилӗмне те аплах шыраман пулӗччӗ…

Ведь если бы он верил в ее любовь, он не стал бы искать гибели…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилессе те ара саншӑн ҫак тӗнчере пӗтӗмпе вилнине пӗлсен, сӑваплӑ ӗҫӳ пылчӑкпа вараланнине курсан, таса ӗмӗтӳ пӗтнине курсан ҫеҫ вилесчӗ!

Но умереть в тот час, когда все для тебя умерло в этом мире, когда видишь свои кумиры затоптанными в грязь, свои идеалы погребенными!

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах турӑҫӑм, мӗнле хавасланса та мӑнаҫлӑн кӗтсе илнӗ пулӑттӑм-ши пур хамӑн вилӗм сехетне, енчен хама чӑн таса кӑмӑллӑ савса тӑнӑ пулсан, ятсӑр тӑпрам ҫине тумлам куҫҫуль те пулин ӳкессе пӗлсен

О боже мой, как гордо, как радостно встретил бы я смертный час, если бы умирал с сознанием, что я любим, озарен лучами верной любви, что хоть одна чистая слеза упадет на мою безвестную могилу…

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ҫав каҫхине хӑйӗн тусӗ Лалка вилсе кайнине пӗлсен, Клисурӑна тухса кайиччен юлашки хут курса юлас тесе, Юрдансем патне васканӑ.

Услышав эту долгожданную весть, Рада поспешила пойти проститься со своей подругой Лалкой, скончавшейся этой ночью, и отдать ей последнее целование.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь акӑ, яла апостол пынине пӗлсен, халӑх ӑна хупӑрласа тытма кӑна мар, кӗтсе илмешкӗн тесе депутаци ярать.

Теперь же народ, узнав, что в деревню идет апостол, не только не устраивал облав, но посылал ему навстречу депутацию.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Заманов, ҫав Соколовпа унӑн юлташӗсем кутузкӑра ларнине ыран пӗлсен, эпӗ сана вунӑ лирӑ тутӑрпах чӗркесе парӑп! — терӗ вӑл хӗпӗртесе.

— Заманов, если я завтра узнаю, что Соколов и его товарищи сидят в кутузке, считай, что у тебя в кармане десять лир! — проговорил он торжественно.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс Соколовран хаҫат илсе вуланине пӗлсен, тирне сӗвет-ҫке санӑнне, ху хӗрӗхе ҫитнине те пӑхса тӑрас ҫук.

Да узнай он только, что ты берешь у Соколова и читаешь газеты, он с тебя шкуру спустит, не поглядит, что тебе уже сорок стукнуло.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бойчо кам пулнине пӗлсен пӗтӗм ватти-вӗтти тӗлӗнсе кайрӗ.

Все от мала до велика были потрясены, узнав, кем оказался Бойчо.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эппин кунта Огнянов вӑрттӑн пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ иккен, вӑл ҫавна пӗлсен хӑй те кулса ячӗ.

Теперь и Огнянов улыбнулся, поняв, что его тайна была известна всей деревне.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавна пӗлсен, ӑна пӗтерме те пулать, вара вӑл Диарбекире кӑна мар, тӳрех ҫакса вӗлермелли такан патне пырӗ.

И это самое страшное, это его доконает, и он попадет уже не в Диарбекир, а на виселицу…

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех