Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк

Пай: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 16:05

Пуплевӗш: 263; Сӑмах: 3111

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пиратсемпе ҫапӑҫни

Халӗ ӗнтӗ, ирӗке тухсан, эпӗ капитана хам мӗн-мӗн курни, мӗнле хӗн-хур тӳсни ҫинчен каласа пама тата унтан хайӗнчен вӑл мӗнле инкеке пула карапсӑр тӑрса юлни ҫинчен ыйтса пӗлме пултаратӑп.

Чи малтан эпӗ калама пуҫларӑм. Эпӗ ӑна юлашки ҫирӗм ҫичӗ ҫул хушшинче хам мӗнле пурӑннине йӑлтах каласа кӑтартрӑм. Вӑл манӑн сӑмахсене питех те тимлӗн итлерӗ, эпӗ ӗҫчен те хастар пулнипе ҫех вилӗмрен хӑтӑлма пултарнинчен темиҫе хут та тӗлӗнчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн, утрав ҫинче мӗнле пурӑннине каласа парсан, эпӗ капитана тата унан икӗ юлташне крепоҫе хам патӑма, илсе кайрӑм. Крепоҫа яланхи ҫулпах, пусма лартса, хӳме урлӑ кӗтӗмӗр. Хӑнасене эпӗ малтан тӑраничченех апат ҫитертӗм, унтан килти пӗтӗм хуҫалӑха кӑтартса ҫӳрерӗм, нумай-нумай ҫулсем хушши пӗччен пурӑнса, нумайччен шухӑшласа тунӑ тӗрлӗ япаласене кӑтартрӑм.

Вӗсене кунта пурте тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ каласа панисене вӗсем асамлӑ юмаха итленӗ пекех итлерӗҫ. Анчах пуринчен ытла вӗсене манӑн питех те ӑста тунӑ хӳмесем, пӳрт тавра ӳсекен вӑрман чӑтлӑхӗ тӗлӗнтерчӗ. Кунта йывӑҫсем Англиринчен нумай хӑвӑртрах ӳсеҫҫӗ. Эпӗ лартнӑ йывӑҫсем ҫирӗм ҫул хушшинче сӗм вӑрман пекех ҫитӗнсе ларчӗҫ. Манӑн пӳрт патне кукӑр-макӑр сукмакпа ҫеҫ пыма пулать. Ку сукмака йывӑҫсем лартнӑ чухне эпӗ юриех хӑварнӑччӗ.

Ку крепость — манӑн тӗп резиденци тесе ӑнлантартӑм эпӗ капитана, анчах манӑн, кирек мӗнле патшанни пекех, тӗп хуларан аякра ҫуллахи кермен пур, унта эпӗ хӑшпӗр чухне кайса ҫӳрекелетӗп, терӗм.

— Ҫав кермене эпӗ сире хаваслансах кӑтартӑттӑм, — терӗм эпӗ малалла, — анчах халӗ унсӑр та кирлӗрех ӗҫ пур: карапӑра тӑшмансенчен каялла мӗнле туртса илесси ҫинчен шухӑшлас пулать халӗ пирӗн.

— Ӑна туртса илес тӗлӗшпе пирӗн мӗн тумалла-ха, кун пирки нимӗн те шухӑшласа кӑларма пултараймастӑп — терӗ капитан — Карап ҫинче тата ҫирӗм ултӑ ҫын юлчӗ. Вӗсем пурте пӑлхава хутшӑннӑ ҫынсем. Ун пек ҫынсене пирӗн закон тӑрӑх ҫакса вӗлереҫҫӗ. Пиратсем, пире парӑнас пулсан, хӑйсене Англие ҫитсенех кашта ҫинче ҫакса вӗлерессине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсемшӗн кунта вилсен те пурпӗрех, ҫавӑнпа та вӗсем мӗн вӑй ҫитнӗ таран хирӗҫ тӑрӗҫ. Ҫакна шута илсен тата хамӑрӑн вӑйсем сахал пулнине пӗле тӑркачах, пирӗн вӗсемпе ҫапӑҫу пуҫласа яма юрамасть.

Эпӗ шухӑша кайрӑм. Капитан тӗрӗс калать. Хӑвӑртрах мӗн те пулин шухӑшласа кӑларас пулать.

Ӗҫе вӑраха яни вилӗмпе пӗрех: карап ҫинчен пиратсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ килсе пире пурне те касса тӑкма пултарать. Вӗсене, улталаса тапӑ ӑшне илсе кӗртсен, сисмен ҫӗртен пырса ҫапма пулать. Анчах мӗнле пырса ҫапас-ха? Вӗсем халех кунта килме пултараҫҫӗ.

— Карап ҫинче, мӗншӗн кимӗ каялла час килмест-ха тесе, пӑшӑрханма пуҫларӗҫ пулӗ, — терӗм эпӗ капитана. — Кунта килнӗ матроссене мӗн пулнине пӗлес шутпа вӗсем ак пирӗн пата тепӗр кимӗ ярӗҫ. Паллах, хӗҫпӑшалланнӑ ҫынсем килӗҫ, эпир вара вӗсене ҫӗнеймӗпӗр.

Капитан эпӗ каланипе пӗтӗмпех килӗшрӗ.

— Пирӗн чи малтан ҫав хурахсем хӑварнӑ баркас пирки шухӑшласа пӑхас пулать, — терӗм эпӗ малалла. — Вӑл баркаса вӗсем каялла илсе ан кайччӑр тесен, унӑн тӗпне шӑтарса, ишме юрӑхсӑр тӑвас пулать.

Эпир часрах баркас патне кайрӑмӑр. Ку вӑл — ҫӳллӗ бортлӑ пысӑк кимӗ. Баркас ҫинче тупра нумай. Эпир унта тӗрлӗ хӗҫпӑшал, тар савӑчӗ, икӗ кӗленче тупрӑмӑр. Пӗр кӗленчинче — эрех , тепринче — ром. Ҫавӑнтах тата темиҫе татӑк сухари, пӗр пысӑк сахӑр катӑкӗ тупрӑмӑр (сахӑрӗ пилӗк-ултӑ кӗрепенкке туртать пулӗ), ӑна парӑс пирӗпе чӗркенӗччӗ. Ҫаксем, пуринчен ытла эрехӗпе сахӑрӗ, маншӑн питех те вырӑнлӑ пулчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ нумай ҫул хушши эрех ӗҫсе тата сахӑр ҫисе курманччӗ.

Ҫав мӗнпур япалана кимӗрен ҫыран ҫине кӑларса хурсан тата кӗсменсене, мачтӑна, парӑспа руле илсе тухсан, эпир баркас тӗпне пысӑк шӑтӑк шӑтартӑмӑр… Ҫапла вара, тӑшмансем пиртен вӑйлӑрах пулсан та тата эпир вӗсене ҫӗнтереймесен те, вӗсен баркасӗ пирӗн алӑра юлнӑ пулӗччӗ, тӗрӗссипе каласан, эпӗ ҫавӑн пек пулать пулӗ тесе шухӑшлаттӑм.

Чӑнах та ӗнтӗ, эпӗ карапа пиратсенчен туртса илессе ытла шансах кайман. «Вӗсем пире баркаса кӑна хӑварччӑр тесе шухӑшлаттӑм эпӗ ӑшӑмра, ӑна кайран тӳрлетсе йӗркелеме йывӑрах мар, ун пек кимӗпе эпӗ ҫил утравӗсем патне ҫӑмӑлах ҫитме пултарӑп. Ҫула май эпӗ испанец тусӑм патне тата тискер этемсем хушшинче хурлӑх курса пурӑнакан унӑн юлташӗсем патне кӗрсе тухма та пултарӑттӑм».

Пурӗ пӗрле пуҫтарӑнса баркаса шыв илеймен типӗ те ҫӳллӗ ҫӗре кӑларса лартнӑ хыҫҫӑн, эпир, малашне мӗн тӑвасси ҫинчен канашласа пӑхас тесе, канма лартӑмӑр.

Ҫакӑн чухне эпир карап ҫинчен тупӑ пенӗ сасса илтрӗмӗр. Карап ҫинче ялав варкӑштарни курӑнса кайрӗ. Ку вӑл баркаса каялла таврӑнма чӗнекен сигнал пулмалла.

Кӑшт тӑрсан, тупӑ сасси тата темиҫе хут кӗрӗслетрӗ. Ялавпа чӗнме те чарӑнмарӗҫ, анчах вӗсен сигналӗсене хирӗҫ ответ паракан пулмарӗ: баркас хӑй вырӑнӗнчен хускалмарӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пиратсем карап ҫинчен шлюпка антарчӗҫ (ҫакна эпир труба витӗр лайӑхах курса тӑтӑмӑр). Шлюпка ҫыран еннелле ҫул тытрӗ. Вӑл пирӗн пата ҫывхарсан, эпир ун ҫинче вунӑ ҫынран кая мар иккенне тата вӗсен пурин те пӑшалсем пулнине куртӑмӑр.

Карап ҫинчен ҫыран хӗррине ҫитме пӗр ултӑ миля пулать, ҫавӑнпа та эпир шлюпка кунта ҫитичченех ун ҫинчи ҫынсене пурне те лайӑхах курма ӗлкӗртӗмӗр. Пире вӗсен сӑнӗсем те курӑнчӗҫ: тинӗс юхӑмӗ шлюпкине баркас лартнӑ тӗлтен хӗвелтухӑҫнерех илсе кайрӗ, анчах вӗсем баркас ларнӑ вырӑна тухасшӑн пулчӗҫ курӑнать, ҫавӑн пирки ҫыран хӗррипе ишсе пычӗҫ. Шӑпах ӗнтӗ ҫакӑн чухне вӗсене эпир лайӑх куртӑмӑр. Капитан пурне те палларӗ, кашнин ҫинченех хӑй мӗн шухӑшланине каласа пачӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен виҫҫӗшӗ питех те тӳрӗ кӑмӑллӑ матроссем; вӗсене пӑлхава юнаса-хӑратса, ирӗксӗр хутшӑнтарнӑ, анчах боцманпа ыттисем вара — чи ирсӗр хурахсемпе пуҫкасансем пулаҫҫӗ.

— Эпир вӗсене ҫӗнтереймӗпӗр тесе хӑратӑп, — тесе хушса хучӗ капитан. Вӗсем ытла та чӑрсӑр ҫынсем, эпир хирӗҫ тӑма хатӗрленнине пӗлсен, ҫав этемсем пире хӗрхенсе тӑмӗҫ. Вӗсем пире мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.

Эпӗ йӑл кулса, ӑна хирӗҫ ҫапла каларӑм:  — Мӗншӗн эсир хӑрушлӑх ҫинчен калаҫатӑр? Эпир хӑрама тивеҫлӗ-и? Малашне, кирек мӗн килсе тухсан та, пире хальхинчен лайӑхрах пулӗ, ҫапла вара кун пек йывӑрлӑхран хӑтӑлмалли мая — ҫав шутра вилӗме те — ҫӑлӑнӑҫ вырӑнне шутламалла пирӗн. Тӗслӗхшӗн манӑн кун-ҫула аса илер-ха,мӗн кӑна тӳссе ирттермерӗм-ши эпӗ тӑр-пӗччен чухне. Ҫирӗм ҫичӗ ҫул хушши пӗтӗм тӗнчерен уйрӑлса пурӑнма ҫӑмӑл-и-мӗн? Ҫак йывӑр пурнӑҫран ирӗке тухассишӗн хама шеллемесӗр ҫапӑҫма кирлӗ мар тесе шутлатӑр-и эсир? Ҫук, мана хӑрушлӑх кулянтармасть. Мана урӑххи кулянтарать, — терӗм.

— Мӗн кулянтарать тата? — тесе ыйтрӗ капитан.

Эсир кунта килекен шлюпка ҫинчи ҫынсем хушшинче виҫ-тӑватӑ матроса тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем, тетӗр. Ҫав матроссене пирӗн каҫармалла. Вӗсем пурте усал этемсем пулнӑ пулсан, вӗсене пӗтерес пирки эпӗ пӗр самант та шухӑшласа тӑман пулӑттӑм. Эпир вӗсене ҫӗнтерме пултаратпӑрах, эпӗ ку тӗлӗшпе пӗрре те иккӗленместӗп, мӗншӗн тесен ҫак утрав ҫине ура ярса пуссан, кирек кам та пирӗн алӑра пулать, ӑна вӗлересси е унӑн пурнӑҫне ҫӑласси пиртен хамӑртан килет. Ку сӑмахсене эпӗ хавхаланса та хыттӑн каларӑм. Эпӗ хамӑр ҫӗнтерессе шанса калани капитана та канӑҫ кӳчӗ, вара пурте ӗҫе хӗрӳллӗн тытӑнтӑмӑр. Карап ҫинчен шлюпка антаричченех эпир тыткӑна илнӗ пиратсене аяккарах пытарма тӑрӑшрӑмӑр. Иккӗшне, капитан каланӑ тӑрӑх, чи шанчӑксӑррисене, ҫӗр айӗнчи пӳрте кайса хуптартӑм, вӗсене Эрнепе капитан помощникӗ илсе кайрӗҫ. Ку вырӑн тӗрме пекех, унтан тарма ҫӑмӑл мар. Икӗ хӳме урлӑ мӗнле те пулин каҫса тухсан та, вӗсем крепость таврашӗнчи сӗм вӑрманта аташса кайнӑ пулӗччӗҫ. Вӗсен юлташӗсен сасси унта илтӗнес ҫук, утрав ҫинче мӗн пулса иртни те унтан курӑнмасть. Пиратсен ал-урисене каллех ҫыхрӑмӑр, унтан Эрне вӗсене апат ҫитерсе лайӑх тӑрантарчӗ, ҫӗрпӳртре темиҫе ҫурта ҫутса пачӗ. Капитан помощникӗ: эсир хӑвӑра хӑвӑр лӑпкӑ тытсан, сире пӗр-ик кунтан ирӗке кӑларатпӑр, терӗ.

— Анчах, — терӗ вӑл малалла, — эсир тарма шутлатӑр пулсан, тарма тытӑнсанах, ним хӗрхенмесӗр персе вӗлеретпӗр.

Вӗсем ниҫта та тармастпӑр тесе сӑмах пачӗҫ, хӑйсене апат ҫитернӗшӗн, ҫӗрпӳртре ҫурта ҫутса панӑшӑн пысӑк тав турӗҫ.

Ытти тӑватӑ пиратне хытах тытмарӑмӑр. Чӑн та, иккӗшне эпир малтанлӑха ҫыхса пӑрахрӑмӑр, мӗншӗн тесен капитан вӗсем ҫине ытлах шанмарӗ, анчах тата иккӗшне, капитан шантарса каланипе, эпир хамӑр ушкӑна йышӑнтӑмӑр. Вӗсем пире пӗтӗм чунтан-чӗререн парӑнатпӑр, эсир хушнисене пурне те тӑвӑпӑр, тесе сӑмах пачӗҫ.

Ҫапла вара, халӗ ҫиччӗн пулса тӑтӑмӑр. Вӑл шутра ҫав халӗ ҫеҫ асӑннӑ икӗ матрос тата капитанпа унӑн икӗ помощникӗ. Эпир пурте лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ. Халӗ ӗнтӗ кунта килмелли вунӑ хураха ҫӗнтерес пирки эпӗ иккӗленми пултӑм. Эпир вӗсене ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерӗпӗр. Капитан каланӑ тӑрӑх, вӗсем хушшинче тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем те пур, эпир вӗсене хамӑр енне ҫавӑрасса шанма пултаратпӑр.

Утрав хӗррине ҫитсен, вӗсем хӑйсен баркасӗ ларнӑ вырӑнта чарӑнчӗҫ, шлюпкӑран тухрӗҫ те ӑна ҫыран ҫине туртса кӑларчӗҫ. Куншӑн вара эпӗ питех те хаваслантӑм. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем сыхӑ пулас шутпа ҫыран хӗррине ҫитмесӗрех якӑр ярса чарӑнасран тата шлюпкине сыхлама ик-виҫ ҫын хӑварасран хӑранӑччӗ эпӗ; ҫапла тунӑ пулсан, эпир вӗсен шлюпкине тытса илеймен пулӑттӑмӑр.

Хурахсем ҫыран ҫине тухрӗҫ те тӳрех хӑйсен баркасӗ патне чупрӗҫ. Баркасӑн пӗтӗм хатӗрӗсем, унти пӗтӗм япаласем ҫухалнине тата тӗпӗнче пысӑк шӑтӑк пулнине курсан, вӗсем тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ.

Хурахсем баркас тавра пухӑнчӗҫ, нумайччен пӗр-пӗринпе калаҫрӗҫ, хӑйсен киммине мӗн инкек пулнӑ-ха тесе, нумайччен шухӑшларӗҫ, унтан хӑйсен юлташӗсене хытӑ кӑшкӑрса чӗнчӗҫ. Анчах никам та пӗр сас-чӳ те памарӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ те хӑйсен мӗнпур пӑшалӗнчен пӗр харӑс персе ячӗҫ. Вӑрман таҫта ҫитиччен янраса кайрӗ, темиҫе хутчен ауклатса илчӗ. Анчах пӑшал пени те ахалех пулчӗ: ҫӗрпӳртре ларакансем ӑна илтмерӗҫ; пирӗнпе пӗрле пулнисем илтессе илтрӗҫ, ҫапах та вӗсене хирӗҫ сасӑ пама хӑяймарӗҫ.

Пиратсем, хӑйсене хирӗҫ никам пӗр сасӑ та паманнине кура, калама ҫук хытӑ хӑраса ӳкрӗҫ, ҫийӗнчех, хӑйсен карапӗ патне таврӑнса, баркас тӗпне такам шӑтарни ҫинчен, утрав ҫине килнӗ ҫынсене вӗлерни ҫинчен каласа пама шут тытрӗҫ.

Карапа хурахсенчен туртса илессе шанса тӑнӑ капитан халӗ хӑрасах ӳкрӗ.

— Пӗтӗм ӗҫ путланчӗ! — терӗ вӑл хурланса — Утрав ҫине килнӗ матроссем ҫухални ҫинчен пӗлсенех карапӑн ҫӗнӗ капитанӗ кунтан кайма приказ парӗ.

Вунӑ минут та иртмерӗ, ҫыран хӗрринчен кайма тытӑннӑ шлюпка каялла ҫаврӑнчӗ те утрав патнелле ишсе килме пуҫларӗ. Матроссем, ҫул ҫинче пӗр-пӗринпе канашласа, мӗнле те пулин ҫӗнӗ шухӑш тытрӗҫ пулмалла.

Эпир ним чӗнмесӗр вӗсем еннелле пӑхса тӑтӑмӑр. Вӗсем ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑнчӗҫ те виҫӗ матросне шлюпка ҫине хӑварчӗҫ, ыттисем, ҫиччӗшӗ, чӑнкӑ ҫыран тӑрӑх чупса хӑпарса, утрав варринелле кайрӗҫ — ҫухалнӑ юлташӗсене шырама шут тытрӗҫ пулмалла. Ку пире ытла та хытӑ шиклентерчӗ.

Ҫыран ҫине тухнӑ ҫичӗ ҫынна тытсан та, ку ҫӗнтерӳ пире нимӗнле усӑ та памасть, мӗншӗн тесен виҫҫӗшӗ шлюпкӑна илсе тарма пултараҫҫӗ. Вӗсем вара, карап ҫине таврӑнсан, кунта мӗнле инкек пулни ҫинчен юлташӗсене каласа парӗҫ. Кун хыҫҫӑн карап якӑрне ҫӗклӗ те тапранса кайӗ, эпир вара вӑл карапа нихҫан та курас ҫук.

Мӗн тумалла-ха? Пирӗн ӗнтӗ мӗн пулассине тӳсӗмлӗн кӗтсе ларасси ҫеҫ юлчӗ. Ҫичӗ ҫын ҫыран хӗррине тухса кайсанах, виҫӗ матрос шлюпкӑна ҫыран хӗрринчен чылай инҫе илсе кайрӗҫ те якӑр ярса ларчӗҫ. Ҫапла вара ӑна тытса илсе пытарас май пирӗншӗн пӗтрӗ.

Утрав ҫине аннисем уйрӑлса каяс мар терӗҫ пулмалла. Вӗсем пӗр-пӗринчен пӗр утӑм кая юлмасӑр пычӗҫ, сӑрт ҫине хӑпарса малалла утрӗҫ. Манӑн ҫурт вӗсем пынӑ вырӑнтан инҫех мар ларать. Эпир вӗсене питӗ лайӑх куратпӑр, анчах вӗсем пире курмаҫҫӗ. Пиратсем пирӗн патарах ҫывхарсан, эпир савӑннӑ пулӑттӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫывӑхран пеме лайӑхрах.

Вӗсем утравӑн тепӗр вӗҫнелле каяҫҫӗ пулӗ тесе шанса тӑтӑмӑр, мӗншӗн тесен вӗсен кунта чухне эпир крепоҫе пӑрахса тухма пултараймастпӑр. Хурахсем сӑрт тӑррине хӑпарса ҫитрӗҫ. Вӑл вырӑнтан утравӑн пӗтӗм ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗ, унӑн вӑрманӗсемпе тӳрем улӑхӗсем курӑнаҫҫӗ. Ҫакӑнта ҫитсен, вӗсем чарӑнчӗҫ те хытӑ кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

Кӑшкӑрсан-кӑшкӑрсан, никам та хирӗҫ чӗнмен пирки тата ҫыранран ытла инҫе каяс мар тесе пулас, пӗр йывӑҫ айне пухӑнса ларчӗҫ те пӗр-пӗринпе канашлама тытӑнчӗҫ.

Кусем те, ирхине килнисем пекех, выртса ҫывӑрсан, аван пулнӑ пулӗччӗ, эпир вара вӗсене часах тӑлпаса тӑкнӑ пулӑттӑмӑр.

Анчах вӗсем ҫывӑрма пачах та шухӑшламарӗҫ. Вӗсем утрав ҫинче ырӑ мар ӗҫ пулнине сисрӗҫ, ҫавӑнпа та, хӑрушлӑх ӑҫтан килессине пӗлмеҫҫӗ пулсан та, сыхӑрах пулма тӑрӑшрӗҫ.

Пиратсем канашлама тытӑнчӗҫ. Капитан, ҫакна курсан, лайӑх шухӑш каласа хучӗ:

— Вӗсем халь, ҫар совечӗ туса, ҫухалнӑ юлташӗсене тепӗр хут сигнал пама шухӑш тытсан, пӑшалӗсене персе ярӗҫ, — терӗ капитан — Шӑпах ҫак вӑхӑтра, пӑшалӗсене авӑрламан чухне, пирӗн вӗсене тапӑнмалла. Вара вӗсен ирӗксӗрех пире парӑнмалла пулать, ӗҫе те пӗр тумлам юн тӑкмасӑрах тунӑ пулӑттӑмӑр.

Ман шухӑшпа, капитан планӗ чӑнах та начар мар, анчах, ӑна пурнӑҫлас тесен, эпир тӑшмансене ҫывӑхарах вырӑнта тӑмалла. Вӗсем пӑшалӗсене персе ярсанах, пирӗн вӗсене пырса хупӑрласа илмелле. Анчах вӗсем пирӗнтен ытла та инҫе, ҫавӑнпа та сасартӑк пырса тапӑнасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук.

Сӑмах май каласан, вӗсем пӑшалӗсене пеме тытӑнса та пӑхмарӗҫ.

Эпир мӗн тумаллине те пӗлмерӗмӗр.

Юлашкинчен вара эпӗ ҫакӑн пек каларӑм:

— Ман шухӑшпа, пирӗн каҫ пуличчен ним тума та май ҫук. Ҫӗрле вара, ҫав ҫичӗ ҫын хӑйсен кимми патне таврӑнмасан, эпир тинӗс хӗррине вӑрттӑн пырӑпӑр та кимӗри виҫӗ ҫынна мӗнле те пулин улталаса ҫыран ҫине кӑларӑпӑр.

Эпир вӑрахчен пытанса лартӑмӑр, пиратсем вырӑнтан тапранса каясса кӗтрӗмӗр. Вӗсен канашлӑвӗ нихҫан та пӗтмест пек туйӑнчӗ.

Хайхискерсем сасартӑк сиксе тӑчӗҫ те тӳрех тинӗс еннелле чупрӗҫ. Вӗсене утрав ҫинче юлма хӑрушӑ пек туйӑнчӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӗсем, хӑйсен ҫухалнӑ юлташӗсене шыраса тупмасӑрах, карап ҫине таврӑнма шухӑшларӗҫ курӑнать.

«Ӗҫӗмӗр начар! Карапран ӗмӗрлӗхех юлма тивет пулмалла пире», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Эпӗ ҫакӑн ҫинчен капитана пӗлтертӗм, вӑл шанчӑкӗ ҫухалнипе чутах ӑнран каятчӗ.

Шӑп ҫакӑн чухне эпӗ пӗр чее ӗҫ шухӑшласа кӑлартӑм. Кун пек чееленни ытла ӑслах пулмарӗ пулин те, ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Эпӗ Эрнепе капитан помощникне чӗнсе илтӗм те вӗсене пӗчӗк бухта патне кайма хушрӑм (ҫынҫиенсем Эрнене хӑваланӑ чухне вӑл ҫав бухта урлӑ ишсе каҫнӑччӗ); ун хӗррипе пӗр миля ҫурӑ чухлӗ хӗвеланӑҫнелле каймалла та вӗсен сӑрт ҫине хӑпармалла; сӑрт ҫине ҫитсен, пӗтӗм вӑйпа кӑшкӑрмалла. Кимӗ патне каякан хурахсем ҫакна илтсе сасӑ парсан, тепӗр вырӑна куҫмалла, унта каллех ҫавӑн пек кӑшкӑрмалла; ҫапла вырӑнтан вырӑна куҫса кӑшкӑрса ҫӳремелле, тӑшмансене вӑрман ӑшнелле шаларах илӗртсе кайса аташтарса ямалла, Эрнепе капитан помощникӗн вара ҫавра ҫулпа каялла ман пата таврӑнмалла.

Матроссем ӗнтӗ кимӗ ҫине ларма тытӑнчӗҫ, ҫырантан уйрӑлса кайма хатӗрленсе ҫитрӗҫ, ҫакӑн чухне сасартӑк бухта енчен хытӑ кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Кӑна Эрнепе капитан помощникӗ кӑшкӑраҫҫӗ.

Пиратсем вӗсен сассине илтсенех хирӗҫ кӑшкӑрчӗҫ, пӗтӗм вӑйпа ҫыран тӑрӑх бухта еннелле, сасӑ илтӗннӗ ҫӗрелле, чупрӗҫ. Ку вӑхӑтра тинӗс шывӗ хӑпаратчӗ, бухтӑра та шыв тулчӗ. Каҫма ҫук. Матроссем, шлюпка ҫинче ларакан виҫӗ юлташне чӗнсе, бухта урлӑ каҫарма хушрӗҫ.

Эпӗ ҫакна ҫеҫ кӗтнӗччӗ.

Вӗсем, бухта урлӑ каҫса, малалла чупса кайрӗҫ, хӑйсемпе пӗрле шлюпка ҫинчи виҫӗ матросран пӗрне илчӗҫ. Ҫапла вара шлюпка ҫинче икӗ ҫын ҫеҫ юлчӗ. Вӗсем шлюпкӑна, бухта вӗҫнех илсе пырса, пӗр пӗчӗк йывӑҫран кӑкарнине куртӑм эпӗ.

Ку мана питех те савӑнтарчӗ. Эрнепе капитан помощникӗ хӑйсен ӗҫне тунӑ хушӑра, эпӗ ыттисене хам хыҫҫӑн пыма каларӑм.

Эпир, йӑвӑ та ҫӳллӗ хӑвалӑх хушшипе пырса, бухта тавра ҫаврӑнтӑмӑр та ҫыран хӗррине юлнӑ икӗ матрос патне сасартӑк ҫитсе тухрӑмӑр. Вӗсенчен пӗри шлюпка ӑшӗнче ларать, тепри ҫыран хӗрринче тӗлӗрсе выртать. Эпир виҫӗ утӑмра ҫеҫ пулнине курсан, вӑл сиксе тӑчӗ те тарма шухӑшларӗ, анчах малта пыракан капитан ӑна пӑшал аврипе ҫапрӗ. Унтан вӑл тепӗр матросӗ тавҫӑрса иличчен:
— Парӑн — е вилӗм сана! — тесе кӑшкӑрчӗ ӑна.

Капитан каланӑ тӑрӑх, ку матрос пӑлхавҫӑсем енне хӑйӗн ирӗкӗпе мар, ыттисем ирӗксӗрленипе куҫнӑ. Вӑл эпир пӗрре каланипех парӑнчӗ кӑна мар, хӑй пирӗн отряда кӗресшӗн пулни ҫинчен те пӗлтерчӗ. Вӑл шанчӑклӑ ҫын пулнине часах ӗҫре кӑтартса пачӗ.

Ку вӑхӑтра Эрнепе капитан помощникӗ ҫаплах вӑрманта кӑшкӑрса ҫӳрерӗҫ. Хурахсем кӑшкӑрнине хирӗҫ вӗсем сасӑ параҫҫӗ те тепӗр вырӑна чупса каяҫҫӗ, унта каллех кӑшкӑраҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем хурахсене пӗтӗм утрав тӑрӑх, сӑрт ҫинчен сӑрт ҫине, вӑрманти пӗр уҫланкӑран тепӗр уҫланка илсе ҫӳрерӗҫ, юлашкинчен вара вӗсене вӑрман чӑтлӑхне кӗртсех ячӗҫ. Ку вырӑнтан тӗттӗм пулнӑ ҫӗре ҫеҫ каялла ҫаврӑнса тухма пулать. Эрнепе капитан помощникӗ тӑшмансене мӗн тери хытӑ ывӑнтарнине ҫакӑ та лайӑх кӑтартса парать: вӗсем хӑйсем те аран-аран урисене сӗтӗрсе таврӑнчӗҫ.

Халӗ ӗнтӗ пиратсем каялла килнине сыхласа тӑрасси ҫеҫ юлчӗ. Эпир вӗсене хӑйсен шлюпкине лартса хӑварнӑ вырӑна таврӑннӑ чухне сасартӑк тапӑннипе хӑратса парӑнтарас терӗмӗр.

Хурахсем часах таврӑнмарӗҫ. Вӗсене темиҫе сехет кӗтмелле пулчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӗсем ҫыран хӗрринелле хуллен килнине илтрӗмӗр. Вӗсем сапаланса, пӗрерӗн-икшерӗн, пӗр-пӗринчен юлса килеҫҫӗ. Малтисем кайрисене:
— Хӑвӑртрах утӑр! — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Кайрисем вара:
— Эпир хӑвӑрт утаймастпӑр, пирӗн ураран ура та иртмест, ывӑннипе ӳкетпӗр, — теҫҫӗ.

Ку пирӗншӗн усӑллӑ пулчӗ.

Юлашкинчен вӗсем бухта патне ҫитрӗҫ. Вӑл вӑхӑт тӗлне тинӗсри шыв чакрӗ. Йывӑҫран кӑкарнӑ шлюпки типӗ вырӑна ларса юлчӗ.

Пиратсем, шлюпка ӑшӑх ҫӗрте ларнине, унта юлнӑ ҫынсем ҫухалнине курнӑ хыҫҫӑн, питӗ тӗлӗнчӗҫ. Кун ҫинчен ҫырса кӑтартма та май ҫук. Вӗсем, хӑйсен шӑпине ылхана-ылхана, ҫыран тӑрӑх ҫухӑрашса чупма тытӑнчӗҫ. Хӑйсем: ку эсрел утравӗ ҫинче е пурне те вӗлерсе пӗтерекен вӑрӑх-хурахсем пурӑнаҫҫӗ, е ҫынсене чӗрӗлех ҫисе яракан усал-тӗселсем пур, тесе ҫӳреҫҫӗ.

Вӗсем темиҫе хутчен хӑйсен юлташӗсене кӑшкӑрса пӑхрӗҫ, ятран каласа чӗнчӗҫ, анчах кӑшкӑрнине хирӗҫ никам та сасӑ памарӗ.

Каҫ пуласпа кӑшт тӗттӗмленнӗ чухне эпир вӗсене курса тӑтӑмӑр: вӗсем каллӗ-маллӗ чупса ҫӳреҫҫӗ, тӗлӗннипе пӗҫҫисене шарт ҫапаҫҫӗ. Чупса ҫӳренипе халтан кайсан, пиратсем, сывлӑш ҫавӑрас тесе, кимӗ ҫине кӗпӗрленсе кӗчӗҫ, анчах пӗр минут та иртмерӗ — каллех ҫыран ҫине сике-сике тухрӗҫ, каллӗ-маллӗ чупма тытӑнчӗҫ.

Ман юлташсем тӗттӗмленсенех тӑшмансене тапӑнмашкӑн манран ирӗк ыйтрӗҫ. Анчах эпӗ юн тӑкасшӑн пулмарӑм, пиратсене ҫапӑҫусӑрах ҫӗнтерес, терӗм. Кунсӑр пуҫне тата тӑшман лайӑх хӗҫпӑшалланнине те пӗлтӗм, ҫавӑнпа хам ҫынсене ахалех вӗлерттерсе пӗтерес килмерӗ. Тӑшман вӑйӗсем икӗ е виҫӗ отряда уйрӑласса кӗтмелле пулчӗ, халӗ ӗнтӗ эпӗ хамӑн ҫарӑма тӑшмана хирӗҫ наступление кайма хушрӑм.

Эрнепе капитана мала ятӑм. Пеме кирлӗ пулсан, ҫывӑхран перес тесе, вӗсем пиратсем патне упаленсе пычӗҫ.

Анчах вӗсене нумаях упаленме тивмерӗ: виҫӗ пират ыттисенчен уйрӑлса кайнӑ та вӗсем ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫав пиратсем хушшинче боцман та пулнӑ; вӑл — пӑлхав пуҫарса яраканни пулнӑ тенӗччӗ эпир, халӗ ӗнтӗ унӑн хӑранипе сехри хӑпнӑ.

Капитан, хӑйӗн мӗнпур инкекӗшӗн айӑплӑ боцманӑн сассине илтсенех, тӑшман тинех алла лекнине ӑнланса илчӗ; вӑл калама ҫук хытӑ тарӑхса кайрӗ те, ура ҫине сиксе тӑрса, ҫав ирсӗр этеме тӳрех кӑкӑрӗнчен печӗ. Капитан хыҫҫӑн Эрне те хӑйӗн пӑшалне персе ячӗ. Боцман йӑванса ҫавӑнтах вилсе кайрӗ. Иккӗмӗш пират хытӑ аманчӗ (вӑл тепӗр икӗ сехетрен вилчӗ). Виҫҫӗмӗшӗ тарма ӗлкӗрчӗ.

Пӑшал сассисене илтсенех, эпӗ хамӑн пӗтӗм ҫарӑма малалла ятӑм. Вӑл ҫарӑн йышӗ халӗ ӗнтӗ сакӑр ҫынна ҫитрӗ. Акӑ унӑн пӗтӗм йышӗ: эпӗ — пӗрремӗш фельдмаршал; Эрне — генерал-лейтенант, унтан — капитан тата унӑн икӗ офицерӗ; виҫӗ салтак, виҫҫӗшӗ те пирӗн тыткӑнри ҫынсем, эпир вӗсене халӗ пӑшал шанса панӑччӗ ӗнтӗ.

Тӑшман патне ҫывхарнӑ вӑхӑтра тӗттӗмленсе ҫитрӗ. Ҫавӑнпа эпир миҫен пулнине уйӑрса илме те ҫук.

Эпӗ тыткӑнрисенчен пӗрне, шлюпка ҫине пиратсем хӑварнӑ матроса (халӗ вӑл пирӗнпе пӗрле тӑшмана хирӗҫ кӗрешет) чӗнсе илтӗм те, ӑна хӑйӗн юлташӗсем пулнӑ матроссене ятран чӗнме хушрӑм.

Пӑшал пеме тытӑниччен эпӗ вӗсемпе калаҫса пӑхас терӗм, калаҫу ӑнӑҫлӑ пулсан вара ҫапӑҫусӑрах килӗшӳ тӑвас терӗм.

Калаҫу чӑнах та ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӗрӗссипе каласан, урӑхла пулма та пултарайман: тӑшмансем ниҫта кайса кӗрейми пулнӑ, вӗсен парӑнасси ҫеҫ юлнӑ.

Ҫапла вара, манӑн матрос пӗтӗм вӑйпах:
— Том Смит! Том Смит! — тесе кӑшкӑрма тытӑнчӗ.

Том Смит ҫийӗнчех сассине пачӗ:

— Кам мана чӗнет? Эсӗ-и, Джимми Рой?

Ҫак матроса вӑл сассинчен палларӗ пулмалла. Джимми Рой хирӗҫ ҫапла каларӗ:

— Эпӗ, ку эпӗ, эпӗ! Том Смит, пӑшална пӑрах та парӑн, парӑнмасан — эсир пӗтетӗр! Сире пӗр минут хушшинчех вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, — терӗ.

— Анчах кама парӑнас-ха? Ӑҫта вара вӗсем? — тесе кӑшкӑрчӗ Том Смит каллех.

— Кунта! — терӗ ӑна хирӗҫ Джимми Рой. — Вӗсем аллӑ ҫын, пирӗн капитан та вӗсемпе. Сире вӗсем икӗ сехет ӗнтӗ йӗрлеҫҫӗ. Боцмана вӗлернӗ. Билл Фран аманнӑ. Мана тыткӑна илчӗҫ. Эсир ҫак самантрах парӑнмасан, чӗрӗ юлаймӑр — сире хӗрхенсе тӑрас ҫук.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Том Смит кӑшкӑрса ячӗ:

— Вӗсенчен ыйтса пӗл-ха, пире каҫарӗҫ-ши? Каҫараҫҫӗ пулсан, эпир халех парӑнатпӑр. Вӗсене каласа пар ҫакна.

— Юрать, эпӗ калӑп, — терӗ Джимми Рой. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсемпе капитан хӑй калаҫма тытӑнчӗ.

— Эй, Смит! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. — Эсӗ манӑн сассӑма паллатӑн-и? Паллатӑн пулсан, мана итле: эсир халех пӑшалӑрсене пӑрахса пире парӑнсан, эпӗ сире каҫаратӑп, Билл Аткинса ҫеҫ каҫармастӑп.

— Капитан, хӗрхенӗрсем ӗнтӗ мана та, турӑшӑн хӗрхенӗрсем! — тесе тархаслама тытӑнчӗ Билл Аткинс — Эпӗ мӗн пирки ыттисенчен айӑплӑрах? Ыттисем те ман пекех айӑплӑ-ҫке.

Ку — пӗтӗмпех суя сӑмах. Мӗншӗн тесен Билл Аткинс — чи тискер те усал пират, намӑссӑр этем. Вӑл ытти матроссене тахҫанах ӗнтӗ тинӗс ҫинчи карапсене ҫаратса ҫӳреме хӗтӗртнӗ. Вӑл, пӑлхав пуҫараканӗ, капитана ҫыхса пӑрахнӑ, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса кӳрентернӗ. Ҫавӑнпа та Билл Аткинса капитан ҫапла каларӗ:

— Эсӗ нимӗн сӑмахламасӑрах парӑн. Сана каҫармалла-и е вӗлермелле-и, ӑна утрав пуҫлӑхӗ хӑй татса парӗ, — терӗ. (Утрав пуҫлӑхӗ — вӑл эпӗ, халӗ мана ҫавӑн пек чӗнме пуҫларӗҫ.)

Билл Аткинсӑн ирӗксӗрех парӑнмалла пулчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех