Шырав
Шырав ĕçĕ:
Те пуриншӗн те хисеплӗ Тимофей Ильич хивре ораторсене аванах касса татнӑран, те Рагулин ытти ҫынсем пек пуласшӑн мартан, вӑл Савва каланисене хирӗҫ Артамашов пек тапӑнмарӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кулса ашкӑнма юратакан ачасем евӗр, ушкӑнпа кӗпӗрленсе чуптарчӗҫ шухӑ флейтӑсемпе кларнетсем, ҫӗнтерӳ хавасӗпе кӑшкӑрса, юрлаттарса ячӗҫ ҫӳллӗ пӑхӑр трубасем, параппанӑн хупӑнчӑк панлатӑвӗсем тата хытӑраххӑн васкатрӗҫ вӗсен ахаль те хивре ыткӑнӑвне, нӑкӑ, лӑпкӑ, пархӑтлӑ сассисемпе ӑшшӑн та евӗклӗн мӑкӑртатрӗҫ вӗсен хыҫӗнчен ӗлкӗрсе пырайман йывӑр тромбонсем.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Юнашарах йӑкӑрти пӗчӗк Серофтан ефрейтор, ҫамрӑк автанӑнни пек, ҫинҫе, хивре те таткаланчӑк сасӑпа ҫухӑрашрӗ:
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑна халӗ «ман ухмах», ««ҫав ирсӗрле этем», «юпа пек шанк хытнӑ тӑмпай» тата ытти ҫавнашкал хивре ҫӑмахсем асне киле-киле кайрӗҫ, пуртех те Раиса сӑмахӗсемччӗ кусем, вӗсене вара вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче те, ахаль калаҫура та упӑшки ячӗпелен сахал мар вӑркӑнтарнӑ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Огняновпа йӑлт хирӗҫсе кайрӑм, халь ӑна шӑлсах тӑкма шут тытрӑм, — Стефчов сӑмахне пит хивре пуҫланӑччӗ те, анчах, ҫак сӳпӗлти хӗр-манаха шанма юраманнине ас туса илсен, ҫапла кӑна каласа хучӗ: — вӑл ӗҫе пӗтӗмпех полици тӑвать, эс сӑмах та ан шарланӑ пул!
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унтан тӳрккесле кулӑ, хивре сӑмахсемпе ахӑлтатуллӑ ятлаҫусем сирпӗнме тытӑннӑ, каярах уйрӑм кӑшкӑрашусем хӗрарӑмсен пӗтӗмӗшле вичкӗн шӑй-шайӗпе хутӑшса пӗрлешнӗ, кам мӗн каланине те уйӑрма пулман, ку вара ахаль те аташса кайнӑ эшкерӗн нервине пушшех вӑйлӑн пӗтӗрттерсе янӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Игорь Малинина, хивре, пуҫтах, ялан сӗкме пӑхакан, анчах ҫав вӑхӑтрах чӑн-чӑн ҫепӗҫлӗхпе тус пулма хатӗр тӑракан характершӑн Козерог (Качака мӑйраки) тетпӗр.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Степанов, — янах кайрӗ хивре сасӑллӑ хӗр калаҫни, — урайне тирпейлӗрех сӗресчӗ.— Степанов, — услышала я резкий девичий голос, — вы бы поаккуратнее натирали.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара ҫутӑ, хивре, вӗри, куҫа шартса яракан ҫутӑ мана пуҫран урасене ҫитсе хупласа илчӗ.И свет, плотный, горячий, непроглядный свет залил меня с головы до ног.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн «Старик и море» повеҫӗнче — хивре сюжет.
«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21
Хӗрарӑм-бригадир председательпе епле хивре калаҫнине итлесе пӑхӑр-ха: — Пырса кай, хӑна пулӑн.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Халӗ пултаруллисене пиҫмен пашалусем эшкерӗпе сиксе ларса хӗсни-туллани курӑнмасть пек, анчах чӑваш ҫыравҫисем паян - хивре самант тӑван чӗлхе вӗрентӗвӗ ҫинчен калаҫма хытӑ хистенӗ чухне - чӑваш чӗлхине, халӑх малашлӑхне хӳтӗлесе сӑмах чӗнейменни вӗсем Иван Егоров ҫырса кӑтартнӑ шайран ҫӳле хӑпарайманнине уҫса парать пулӗ тетӗп.
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
Чичикин канашлу-пухура е куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне йӗркесӗрлӗхшӗн, производствӑпа ҫыхӑннӑ ҫитменлӗхшӗн, тӗллевсене пурнӑҫламаншӑн ертӳҫӗсене питӗ хивре ятланӑ, анчах хаярлӑхне хӗвӗнче тытса пурӑнман.
«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Шӑпах вӑл хивре калаҫу ҫуратрӗ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫук, нихҫан та, кирек мӗнле пулсан та вӑл аптӑраса ӳкмен, хивре сӑмаха юбка кӗсйинче шыраман, ку ҫеҫ те мар, хуторта пӗр кӗвӗҫ хӗрарӑм та, Лушка пуҫӗ ҫинчен тутӑр сӗвсе илсе, ӑна намӑс кӑтартайман-ха…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.