Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мещански урамри пӗчӗк лавккасенчен йӳҫӗ купӑста шӑрши кӗнине эпӗ ҫав тери юратмастӑп; ҫитменнине кашни хапха айӗнченех темле тамӑк шӑрши тухать, ҫавӑнпа та сӑмсана хупласа мӗнпур вӑйпа чупрӑм, Тата путсӗр ремесленниксем хӑйсен мастерскойӗсенчен урама темӗн чухлӗ тӗтӗмпе хӑрӑм кӑларса тултараҫҫӗ, ырӑ ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме те май ҫук.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Вӗсем чуна хаваслӑхпа тултараҫҫӗ, пуҫланнӑ кун ӑнӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ тейӗн.Они поднимали настроение и предвещали, что наступивший день будет удачным.
Ҫӑмарта ӑшалани // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 25,27,29 с.
Сулахай ҫыран хӗрринчи пӗкӗ евӗр аркӑна бетон тултараҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ачасем ҫак йывӑҫсене силлесе, пӗр-пӗрин ӗнси хыҫне юр тултараҫҫӗ.
Смирька ерӗҫмест // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
Пӗтӗм сывлӑша вӗсем ӗнӗк шӑршипе тултараҫҫӗ, пур ҫӗрте те юн пулать…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑшӗсем пушар автомобилӗ пек шӑхӑртса наҫилккесемпе чупа-чупа иртеҫҫӗ, пысӑк снаряд ӳксе тунӑ шӑтӑк патне ҫитеҫҫӗ те унта темӗн те пӗр тултараҫҫӗ; теприсем «Раз, два — туртӑр» тесе команда парса, йӑтӑнса аннӑ чулсем айӗнчен тутӑхнӑ тимӗр татӑкӗсене турта-турта кӑлараҫҫӗ; ыттисем те тӳннӗ кӑмака кирпӗчӗсене ҫӗкле-ҫӗкле чупаҫҫӗ тата ыттисем авӑннӑ пӑтасене тӳрлетеҫҫӗ…
IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хӑйне уйрӑм резервуар пур, леш, чӑн-чӑн… ну, шыв айӗн ҫӳрекен кимӗсенни пек эппин: анас тесен шала шыв кӗртеҫҫӗ; ҫӳле тухас тесен, шала сывлӑш тултараҫҫӗ те шывне пушатаҫҫӗ.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Тӑватӑ витре кӗрекен пичкене вӗсем хӑвӑрт тултараҫҫӗ те кантринчен тытса пирӗн паталла шутарса яраҫҫӗ.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Грузчиксен эртелӗсенче ӗҫлекен юнкерсем пӑрахутсен трюмӗсене ҫар пурлӑхӗпе ятлӑ-сумлӑ беженецсен арчи-чӑматанӗсемпе чыха-чыха тултараҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Нимӗн йӗрки те ҫук, урайне хӗвел ҫаврӑнӑш хуппи сурса тултараҫҫӗ, акӑш-макӑш усал сӑмахсем каласа вӑрҫаҫҫӗ, тепӗр чухне пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса та илеҫҫӗ, пит-куҫа ватса пӗтереҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсем те, ҫветтуйсем, апата пирӗнпе пӗрешкелех хырӑма тултараҫҫӗ, пырши-пакарти те турӑ этеме виҫсе туса панӑ пекех вӑтӑр аршӑн тӑршшӗ пулма кирлӗ… — шухӑша кайнӑ пек калаҫа пуҫларӗ Антип.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем йӑплака пӑрпа витӗннӗ сӑрт тӑрринчен шурӑ юр кӗрписене кӗртсем патне хӳтерсе пыраҫҫӗ, сийӗн-сийӗн вӗҫтерсе тултараҫҫӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Темӗн те пӗр ыйтса пӗлсе, унтан та кунтан йӑкӑртса, вӑрласа тултараҫҫӗ те пуҫлаҫҫӗ вара кашни уйӑхрах, е эрнерех кирлӗ-кирлӗ мар, вак-тӗвек кӗнекесем пичетлесе кӑларма.Нахватают, напросят, накрадут всякой всячины, да и выпускают книжечки каждый месяц или неделю.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ещӗкне, эсӗ пӗлетӗн, кирек мӗнле тырӑпа та тултараҫҫӗ, анчах вӑл триер витӗр тухсанах хӑшӗ пушӑ, хӑшне вӗри тивнӗ, хӑшӗ шултра та пысӑк виҫеллӗ пулни курӑнать…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑшпӗр каппайсем тата пӗр точкӑпа ҫеҫ те ҫырлахмаҫҫӗ, йӗрки-йӗркипе лартса тултараҫҫӗ…А иной франт, мало ему одной точки, возьмет и натыкает их целый ряд…
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Кашнинчех вӗсенчен темиҫешер чӗпӗ туянса юлатчӗҫ, мӗншӗн тесен чӗпӗсем нумай пурӑнмаҫҫӗ, ытлашши ҫисе тултараҫҫӗ те холерӑпа чирлеҫҫӗ.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
— Кирлӗ мара каласа тултараҫҫӗ те, унтан апла мар тесе ӗнентер.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ман шутпа, партине савӑнӑҫлӑ, ман пек йӳрӗк ҫынсене илмелле, атту унта ӑс-тӑнлӑ чӗмсӗрсене, темле тӑлмачсене пухса тултараҫҫӗ те, мӗн усси пур вӗсенчен?
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем пурнӑҫа хӗррипе танах тултараҫҫӗ, ҫӗрле те лӑпланма пӗлменскерсем, шӑплӑха тимлесе итлеме чӑрмантараҫҫӗ, кӗркунне умӗнхи ҫеҫенхирпе вӑрмана тултарса тӑракан тарӑн шухӑшлӑ шӑплӑха хускатаҫҫӗ.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тармакланса кайнӑ, вараланнӑ, тарланӑ питсем, йӗп-йӗпе ҫамкине ҫыпӑҫса ларнӑ сапаланчӑк ҫӳҫ пӗрчисем, пӑхӑр тӗс ҫапнӑ ӗнсесем, мекӗрленнипе чӗтрекен хулпуҫҫисем — ҫаксем пӗтӗмпех, тата тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑкпа витӗннӗ ӳтсем йӗри-таврана хӗрӳ те йывӑр шӑршӑ сараҫҫӗ, вара, кӑнтӑрти шӑрӑхпа пӗрлешсе, ҫутҫанталӑка пӑчӑ сывлӑш тултараҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.