Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ӗҫсене тунӑ хушӑра вӑл ачасемпе пакӑлтатса ларать; ҫавӑнтах темиҫе хӗр темӗн те пӗр ҫинчен пыракан калаҫӑва хутшӑнаҫҫӗ, — арабсен «Пин те пӗр каҫ» ятлӑ юмахӗсем лайӑххи ҫинчен те (вӗсенчен нумайӑшне Кирсанов каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ), Индире питӗ юратакан шурӑ слонсем ҫинчен те калаҫаҫҫӗ вӗсем (пирӗн патӑрта нумайӑшӗ шурӑ кушаксене юратнӑ пек, слонсене Индире питӗ юратаҫҫӗ); хӗрсенчен ҫурри: ку вӑл япалана ӑнланманни, — тесе шутлать; шурӑ слонсем, кушаксем, лашасем — пурте вӗсем альбиноссем, чирлӗ йӑх, куҫӗсенчен пӑхсанах вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ кушаксем чухлӗ сывӑ пулманни курӑнать; ыттисем шурӑ кушаксенех мухтаҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ мужик иртсе пыраҫҫӗ, пырса пӑхаҫҫӗ те мухтаҫҫӗ; чиновник иртсе пырать, пырса пӑхать — мухтамасть, анчах йӑл кулса илет; экипажсем иртсе ҫӳреҫҫӗ, — вӗсенчен пӑхакансем ҫук: канавра мӗн выртни курӑнмасть.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна ун хыҫҫӑн вӑрҫса юлчӗ, ытти лавҫӑсене кӑшкӑрса чӗнчӗ, тӗрлӗ еннелле темиҫе утӑм чупа-чупа илчӗ, аллисене сулкаларӗ, каллех колоннӑсем патне пырса тӑчӗ, тапӑртата-тапӑртата илчӗ, алхасрӗ; ун тавра Гостинӑй двор умӗнче тӗрлӗрен шӑкӑр-макӑр сутакан пилӗк йӗкӗт пуҫтарӑнса тӑчӗҫ ӗнтӗ, йӗкӗтсем ун ҫине пӑхса киленсе тӑраҫҫӗ, ун ҫинчен усал сӑмахсем каласа пӗр-пӗринпе перкелешсе илеҫҫӗ, ӑна ҫивӗч сӑмахсем каласа мухтаҫҫӗ; ырӑ кӑмӑллӑ канашсем параҫҫӗ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Упӑшки ҫынсенчен ӑспа — арҫыннӑн ытарайми вӑйӗпе — уйрӑлса тӑрать пулин те, унашкал хӗрарӑмсем ҫав ӑспа пӗр-пӗр хаклӑ мӑйҫыххипе мухтаннӑ пек ҫеҫ мухтанаҫҫӗ, ӑна та ҫав ӑс вӗсен мӗскӗн ултавӗсене асӑрхасан ҫеҫ мухтаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мана та мухтаҫҫӗ…
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара пурте ман тавра кӗпӗрленчӗҫ, саламлаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ, «пӗчӗк ҫеҫ — халех ав мӗнле» теҫҫӗ, ырласа тем те пӗр пуплеҫҫӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Отличниксене пухусенче мухтаҫҫӗ, рапортсенче асӑнаҫҫӗ, районти ҫутӗҫ пайне пӗлтереҫҫӗ, стена хаҫачӗсем ҫине ӳкереҫҫӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унпала ташлама ҫӑмӑллине мухтаҫҫӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна мухтаҫҫӗ, а вӑл ҫапах кӑмӑлсӑр!
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чиркӗве те амӑшӗпе пӗрле ҫӳрет вӑл, мӑнаҫланнӑ хӗрарӑмсем пурте ҫавӑнпа ӑна питӗ мухтаҫҫӗ.Он всегда сопровождал свою мамашу в церковь и был любимчиком городских дам.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кун йышшисем вӑтану-намӑслану туйӑмне пӗлмеҫҫӗ, ҫӗнӗ ректор килсен ӑна та мухтаҫҫӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Спектакль лайӑх пулса тухсан артистсене мухтаҫҫӗ, япӑх тӑк — режиссера.Если спектакль удается хвалят артистов, если плох - то режиссера.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
32. Ҫав ӗҫсене тӑвакансем Туррӑн тӗрӗс сучӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ; ҫапах ҫав ӗҫсене хӑйсем тунипе кӑна мар, ҫапла тӑвакансене те мухтаҫҫӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Канаш паракансем пурте хӑйсен канашне мухтаҫҫӗ, анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗншӗн усӑллӑ канаш парать; 8. канаш паракантан чунна сыхласа тӑр, малтан ӑна мӗн кирлине пӗл: тен, вӑл хӑйӗншӗн канаш тӑвать; 9. тен, вӑл сан пирки шӑпа ярӗ те сана: «ҫулу аван» тейӗ те, хӑй тӗлме-тӗл тӑрса, сана мӗн пуласса пӑхса тӑрӗ.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тунӑ япалана ӑсти аллине кура мухтаҫҫӗ, халӑх пуҫлӑхне ӑслӑ сӑмахне пула ӑсчах тесе хисеплеҫҫӗ.22. Изделие хвалится по руке художника, а правитель народа считается мудрым по словам его.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать: 29. «ырӑ арӑм нумай пулнӑ, эсӗ вара пуринчен те ирттеретӗн» теет.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саккуна маннисем усал ҫынсене мухтаҫҫӗ, саккуна уяса пурӑнакансем вара вӗсемпе кӗрешеҫҫӗ.4. Отступники от закона хвалят нечестивых, а соблюдающие закон негодуют на них.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫынна ӑсне кура мухтаҫҫӗ, чӗрипе пӑсӑлнӑ ҫынран йӗрӗнеҫҫӗ.8. Хвалят человека по мере разума его, а развращенный сердцем будет в презрении.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — Турӑ, Эсӗ — ӳкӗнекенсенӗн Турри, Мана, юрӑхсӑр ҫынна, виҫесӗр хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа ҫӑлса, Хӑвӑн пӗтӗм ырӑлӑхна ман ҫинче кӑтартсамччӗ, Сана пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе мухтавлӑп, Сана тӳпери пӗтӗм вӑйсем мухтаҫҫӗ, Санӑн мухтавлӑху — ӗмӗр-ӗмӗре.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.