Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вилнӗ ҫынна мухтанӑ пек мухтаҫҫӗ…
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӑна шкулта мухтаҫҫӗ — лайӑх вӗренет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пурӑнаҫҫӗ ҫапла, турра мухтаҫҫӗ.
XV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унӑн какайне ӗне, сурӑх какайӗсенчен пӗрре те начар мар тесе мухтаҫҫӗ.Говорят, что это животное служит отличной заменой быка и барана.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Матур та хӳхӗм хӗр, — мухтаҫҫӗ ҫураҫакансем.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Художниксемпе искусство ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑ калаҫрӗ: авалхи художниксене ытлашши мухтаҫҫӗ, вӗсем пурте Рафаэльччен ҫын кӗлеткисем мар, селедкӑсем ӳкернӗ; вӗсем ӳкернӗ портретсем пӗр кӑлтӑксӑр гени ҫынсен шухӑшӗнче кӑна; Рафаэль хӑй те питӗ лайӑхах ӳкереймен, унӑн нумай произведенийӗсем ҫинчен ӗлӗк-авал каланӑ сӑмахсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ; Микель-Анжел мухтанчӑк, мӗншӗн тесен вӑл анатомине пӗлнипе кӑна мухтанасшӑн пулнӑ, вӑл ӳкернӗ картинӑсенче нимле граци те ҫук, кисть вӑйне тата колорита хальхи ӗмӗрте анчах шырамалла, терӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӗсем картинӑсене кашни хӑй евӗрлӗ мухтаҫҫӗ: мужиксем яланхи пекех пӳрнисемпе тӗрткелеҫҫӗ, ҫамрӑксем тӗплӗн тишкереҫҫӗ; ача-лакейсемпе мастеровой ачисем пӗр-пӗрне ӳкернӗ карикатурӑсемпе танлаштарса кулаҫҫӗ; фризӑвӑй шинель тӑхӑннӑ ватӑ лакейсем ахальтен анчах, ӑҫта та пулин вӑхӑт ирттерес тесе пухӑнаҫҫӗ; сутӑҫӑ хӗрарӑмсем вара, ҫамрӑк вырӑс майрисем, кӑмӑл туртнипе, ҫынсем мӗн калаҫнине итлеме, ҫынсем пӑхнине курма килеҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ӑна сӑпайлӑхӗшӗн, ӗҫченлӗхӗшӗн, хӑйне йӗркеллӗ тытма пӗлнишӗн халӗ те мухтаҫҫӗ.Его до сих пор хвалят за скромность, трудолюбие, умение вести себя правильно.
«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№
— Казак, лайӑх казак пулать, — мухтаҫҫӗ ачана Пугачев ҫыннисем.
Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Шӳт тӑваканне хытӑ ахӑлтатса кулса мухтаҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унӑн темшӗн шурӑ юбкине тата батистран ҫӗленӗ кӗске ҫанӑллӑ кофточкине илес килчӗ, — станицӑра ҫак мӑшӑра темшӗн мухтаҫҫӗ: шурӑ тӗс (кӑна Ирина хӑй те аван пӗлет) ӑна питех те килӗшет.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вывеска илемлӗхне кура мар, пусман карлӑк пуррипе мар ҫынсем ҫак вагон ҫине пӑхса, ӑна мухтаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ — Кубаньре кун пеккине тахҫанах хӑнӑхнӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мухтаҫҫӗ, ырлаҫҫӗ, анчах — ӗҫлеме тытӑн, тесе калама нихӑшӗ те хӑяймасть.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ерофей Кузьмичӑн тапак питӗ лайӑх пулнӑ — ялӗпех мухтаҫҫӗ ӑна.Табак у Ерофея Кузьмича был отменный — славился по всей деревне.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ку япалана эпӗ хам та вуласа курман, анчах ӑна университет профессорӗсем мухтаҫҫӗ пулсан, вӑл вӗсене те килӗшӗ тесе шутлатӑп, Упӑшки те вулать, арӑмӗ те вулать…
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Йӗри-таврах паллакан ҫынсем, пӗрне-пӗри пӳлсех вӗсем ӑна мухтаҫҫӗ.Кругом знакомые лица, и все наперебой превозносят его до небес.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Аслӑ революционерӑн сӑмахӗсем тӳрре тухрӗҫ: социализмӑн телейлӗ те ирӗклӗ ҫӗршывӗнче совет ҫыннисем Чернышевскин ырӑ ятне чун-чӗререн хисеплесе асӑнаҫҫӗ, унӑн патриотла ӗҫӗсене ырласа мухтаҫҫӗ, вӑл этемлӗх телейӗшӗн кӗрешме хушнисене ҫӗнӗ условисенче малалла туса пыраҫҫӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ҫав ӗҫсене тунӑ хушӑра вӑл ачасемпе пакӑлтатса ларать; ҫавӑнтах темиҫе хӗр темӗн те пӗр ҫинчен пыракан калаҫӑва хутшӑнаҫҫӗ, — арабсен «Пин те пӗр каҫ» ятлӑ юмахӗсем лайӑххи ҫинчен те (вӗсенчен нумайӑшне Кирсанов каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ), Индире питӗ юратакан шурӑ слонсем ҫинчен те калаҫаҫҫӗ вӗсем (пирӗн патӑрта нумайӑшӗ шурӑ кушаксене юратнӑ пек, слонсене Индире питӗ юратаҫҫӗ); хӗрсенчен ҫурри: ку вӑл япалана ӑнланманни, — тесе шутлать; шурӑ слонсем, кушаксем, лашасем — пурте вӗсем альбиноссем, чирлӗ йӑх, куҫӗсенчен пӑхсанах вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ кушаксем чухлӗ сывӑ пулманни курӑнать; ыттисем шурӑ кушаксенех мухтаҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ мужик иртсе пыраҫҫӗ, пырса пӑхаҫҫӗ те мухтаҫҫӗ; чиновник иртсе пырать, пырса пӑхать — мухтамасть, анчах йӑл кулса илет; экипажсем иртсе ҫӳреҫҫӗ, — вӗсенчен пӑхакансем ҫук: канавра мӗн выртни курӑнмасть.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна ун хыҫҫӑн вӑрҫса юлчӗ, ытти лавҫӑсене кӑшкӑрса чӗнчӗ, тӗрлӗ еннелле темиҫе утӑм чупа-чупа илчӗ, аллисене сулкаларӗ, каллех колоннӑсем патне пырса тӑчӗ, тапӑртата-тапӑртата илчӗ, алхасрӗ; ун тавра Гостинӑй двор умӗнче тӗрлӗрен шӑкӑр-макӑр сутакан пилӗк йӗкӗт пуҫтарӑнса тӑчӗҫ ӗнтӗ, йӗкӗтсем ун ҫине пӑхса киленсе тӑраҫҫӗ, ун ҫинчен усал сӑмахсем каласа пӗр-пӗринпе перкелешсе илеҫҫӗ, ӑна ҫивӗч сӑмахсем каласа мухтаҫҫӗ; ырӑ кӑмӑллӑ канашсем параҫҫӗ:
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.