Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ыйхӑран вӑранса, автансем авӑтса ячӗҫ, каштасем ҫинчен чӑхсем вӗҫе-вӗҫе анчӗҫ, ӗнесем мӗкӗрме пуҫларӗҫ, алӑксем шалтлатса уҫӑлса хупӑнма тытӑнчӗҫ.Сонно закричали петухи, всполошились на насестах куры, замычали коровы, захлопали ставни.
7 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пӗри, Тимрукран виҫ-тӑватӑ ҫул аслӑрах пулмалла, юрланӑ пек сасӑпа авӑтса ячӗ:Над самым ухом Тимрука парень года на два, на три постарше него нараспев прокричал.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Такамӑн автанӗ авӑтса ячӗ.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шурӑмпуҫ килет шуралса — Селиме урӑх килес ҫук; вӗҫен кайӑк, кӗрхи кунта вӗҫсе кайса, ҫурхи кунпа вӗҫсе килӗ — Селиме урӑх килес ҫук; чӑпар куккук чӑтлӑхра авӑтса савӑнӗ — Селиме урӑх савӑнас ҫук; сарӑ шӑпчӑк сассине шӑратса юрлӗ — Селиме урӑх юрлас ҫук; ҫурхи шывсем шавлӗҫ ташласа — Селиме урӑх шавлас ҫук.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Садра ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ, таҫта аист сасӑ парать, сасартӑках темӗн ӑса илнӗ пек автан авӑтса яни, ҫунаттисемпе хӑлаҫланни… ҫӑл тараси чӗриклетни… — ҫаксем йӑлтах ялти ӗҫлӗ кун умрах иккенне систереҫҫӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Автан авӑтса ярать.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Ҫакӑ уяр ҫанталӑк вӑхӑтӗнче аслати авӑтса янӑ пекех тӗлӗнтерчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Автансем, ҫурҫӗр ҫитнине пӗлтерсе, авӑтса илчӗҫ, анчах ял ҫав-ҫавах ҫывӑрмасть-ха.
11 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Шӑрчӑк чарӑннӑ, анчах нумайлӑха мар, кӑшт тӑхтанӑ та каллех чӑрлатма тытӑннӑ, вара мӗн ирчченех чӑрлатнӑ, ирхине чарӑннӑ, — автанран хӑранӑ пулмалла, лешӗ, пысӑкскер, тӑпрас ҫине улӑхса тӑнӑ та тӗттӗм сирӗлсех ҫитеймен ирхи ҫутӑра ҫунат ҫапса карланкин пӗтӗм вӑйӗпе авӑтса янӑ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кашни ҫекундра тенӗ пек йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе ярать те миля таран шап-шурӑ кӑтра хумсем курӑнаҫҫӗ, утравсем, — ҫумӑр чаршавӗ витӗр пӑхсан, — тусан купи тейӗн, йывӑҫсем ҫӗре ҫити авӑнаҫҫӗ; унтан аслати шартлатса авӑтса ярать те, аяккалла кӗмсӗртетсе кайса, майӗпен шӑпланать; самант та иртмест, каллех ҫиҫӗм ялкӑшать те, кӗмсӗр-кӗмсӗр! аҫа ҫапать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ирсенче, шӑнкӑрав шанкӑртаттариччен пӗр минут маларах, хыттӑн автан авӑтса илет.По утрам, за минуту до звонка, в санатории голосисто кричал петух.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анна хваттерне ҫитнӗ ҫӗре Батый тӑвӗ ҫинче автансем авӑтса ячӗҫ.Когда наконец добрались до квартиры Анны, где-то на Батыевой горе запели петухи.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юрӑпи ҫакӑн пек каласанах уяр кунра аслати авӑтса ярать, ялтӑртатса ҫиҫӗм ҫиҫсе илет.Только сказала так Юрапи, как грянул гром, сверкнула молния.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Сасартӑк автан авӑтса ячӗ, ҫунаттисемпе тимлӗн ҫупса илчӗ; хупӑнса тӑракан пӑру ӑна хирӗҫ васкамасӑр ӗнӗрлерӗ.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Сасартӑк хӗвел тӗттӗмленчӗ те, автан авӑтса ячӗ.
Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Автан сасартӑк авӑтса ячӗ, ҫуначӗсене тимлесе ҫапрӗ; ӑна хирӗҫ, васкамасӑр, картари пӑру сасӑ пачӗ.
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Ҫӳлте вӑйлӑ ҫил кӗрлеме, йывӑҫ тӑррисем ӳхӗрме тытӑнчӗҫ, ҫулсем ҫине шултӑра тумламсем шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ, ҫиҫӗм ялтлатса илчӗ те, аслати авӑтса ячӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Ленуксен автанӗ шарлаттарса авӑтса ячӗ те, пӗр ушкӑн ача шавласа килни илтӗнсе кайрӗ.
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
Хаваслӑ хӗрлӗармеец вара, автана силлесе, Ильиничнӑна ҫапла хуравланӑ: «Ку автан, асанне, — тенӗ вӑл, — совет влаҫне хирӗҫ авӑтса пурӑннӑ, ҫавӑншӑн эпир ӑна пусса ҫиме йышӑнтӑмӑр!
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Карӑш самантлӑха шӑпланчӗ, унтан Аксиньйӑн ҫара урисем таптаса иртнӗ курӑк тӳрленсе те ӗлкӗреймерӗ — тепӗр хут авӑтса ячӗ те, лачакаран вӗҫсе хӑпарнӑ текерлӗк ӑна хирӗҫ хурлӑхлӑн кӑшкӑрса сасӑ пачӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.