Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтан сăмах пирĕн базăра пур.
Малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сигарет туртни мар, ывӑлӗ вӑхӑтран малтан вӗлерме шутланӑ пулас ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Юрӗ, ҫапла тӑвӑпӑр: малтан кайса пӑхатпӑр, унтан пирӗн пата килсе апатланатпӑр, чей ӗҫетпӗр, кайран каллех сирӗн пата кайса тусан-усалне тасатӑпӑр.

Давайте так сделаем, сперва поедем, посмотрим, потом вернёмся, покушаем, чай попьём, затем вновь к вам и вместе уберёмся в доме.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

— Зоя, тавах, каярах кӗме те хирӗҫ мар, малтан ҫитсе килер-ха анне килне.

– Зоя, спасибо, после и зайти можно, но сейчас хочу увидеть родительский дом…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Тӗнче пысӑк, хӑш кӗтеснелле утмалла малтан, хӑш енчен вӗҫсе килнине те асӑрхаман та нихӑҫан та…

Мир огромный, в какую сторону идти, она же даже не замечала, с какой стороны она прилетает…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

– Малашне те выпускниксемпе мӑнаҫланас тесен вара вӗренӳ процесне малтан мала аталантарса пымаллине, ҫӗнӗлӗхсене алла илмеллине пурнӑҫ хӑйех кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Илсе килекен чӑх-чӗпе вӑхӑтлӑх тытмалли вырӑнсене малтан ятарлӑ комиссипе тӗрӗслесе хак памалла, кайӑк-кӗшӗк сывлӑхне тӗпчемелле.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк грипӗнчен асӑрханар // Л. БОЯРИНОВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6993-kaj- ... as-rkhanar

Эсӗ шухӑшла, шухӑшла малтан, татса калама ан хыпалан.

Ты подумай, подумай сперва, не торопись отвечать.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ахалех хӑрарӑн малтан

А ты боялся…

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Малтан хӑнӑх…

Пообвыкни сперва…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Юрӗ, малтан илмен пултӑр!

Счас, не взяли!

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

— Эпӗ малтан юхтарнинчен ытла луччӑ ҫакна юрататӑп.

— Я вот такой больше люблю, чем первач.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хӗветӗр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кӑлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллӑ сӑмах ӑсти хӑйсен литература ӗҫӗсене чӑн малтан «Тӑван Атӑл» журналта кун ҫути кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Чӑваш Республикин тӗп хулинче - шурӑ Шупашкарӑмӑрта - тӑван чӗлхепе тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала 2017 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче илсе тӑрас, вулас, эппин унпа малашне те туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытас, пӗтӗм Чӑваш тӗнчин (ҫав шутра чӑн малтан литература, культура тата ӳнер пулӗҫ паллах) хыпарӗсене пӗлес текенсен йышӗ самаях ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Малтан мӗнле пулнӑ — халӗ те ҫаплах, — питне-куҫне кулӑпа ӑшӑтрӗ вӑл.

– Как всегда, – сказал он с улыбкой.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Кӗтнӗ темелле те мар-ха, малтан Глеб патне пухӑннӑ, унтан вара ушкӑнпа хӑна патне тухса уттарнӑ.

Даже не то что ждали, а шли раньше к Глебу, а потом уж – вместе – к гостю.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Унӑн крыльци умне арҫынсем мӗншӗн пуҫтарӑнса ларнине тата мӗн кӗтнине пӗлес тесен, малтан Глеб Капустин ҫинчен хӑйӗн ҫинчен каласа памалла.

Про Глеба Капустина надо рассказать, чтобы понять, почему у него на крыльце собрались мужики и чего они ждали.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Лешӗ кайри урисем ҫине ларчӗ те малтан пӗрне, унтан тепӗрне асав шӑлӗсемпе тӑрӑнтарчӗ…

Тот присел на задние лапы, ударил клыками одного, другого…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Унччен малтан вӑл кашкӑр таврашне ҫакнашкал ҫывӑхранах курман та, ҫавӑнпа ӑна овчарка евӗрлех, кӑшт пысӑкрах кӑна пуль тӗнӗ.

Раньше он волков так близко не видел и считал, что это что-то вроде овчарки, только крупнее.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Вӗсем малтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ, унтан сулахаялла татах пӗр кӗске хушӑ кайрӗҫ те, сасартӑк Том ҫапла кӑшкӑрса ячӗ: — Мӗн вӑл, Гек, пӑх-ха!

Они свернули сначала направо, потом налево, пройдя еще один короткий поворот, Том воскликнул: — Боже ты мой, Гек, погляди сюда!

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том малтан анма пуҫларӗ, аннӑ майӗпе вӑл тӑм ҫинче картлашкасем тукаласа пычӗ.

Том спускался первым, по дороге наскоро вырубая в глине ступеньки.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех