Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Биденко час-часах чарӑнса тӑнӑ, кӗрхи вӑрманӑн шӑплӑхне итленӗ.

Биденко часто останавливался, прислушиваясь к тишине осеннего леса.

7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

«Чебо-Милк», «Смак-Агро», «Авангард» тулли мар яваплӑ общество филиалӗ «Цивильский бекон» обществӑсем кӗрхи культурӑсене акса хӑварма 605 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.

Общества «Чебо-Милк», «Смак-Агро», филиал «Цивильский бекон» общества ограниченной ответственности «Авангард» для засеивания озимых культур подготовили 605 гектаров земли.

Ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. «Пирӗн сӑмах», 2019.07.08

Халӗ район уйӗсенче ҫуллахи ӗҫсем хӗрсех пыраҫҫӗ: кӗрхи ака валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ, тырпула имҫамлаҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ тата ытти те.

Сейчас на полях района ведутся усиленные летние работы: для озимого сева готовятся поля, обрабатываются химикатами семена, готовят корма для животных и так далее.

Ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. «Пирӗн сӑмах», 2019.07.08

Сӗм ҫӗрлечченех вылянӑ вара эпир анкарти хыҫӗнчи сарӑхма ӗлкӗрнӗ кӗрхи ҫерем ҫинче.

До позднего вечера мы играли тогда на успевшей пожелтеть осенней поляне, расположенной позади огорода.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

«Кӗрхи калча юр айӗнче ӑшӑнса хӗл каҫать теҫҫӗ, — каллех пырса кӗрет пуҫа шухӑш. — Ӑна нихҫан та тӑм илмест-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Паян кӗрхи хӗвел ҫуллахи пек кулса тухрӗ.

Сегодняшнее солнце выглянуло и засияло, словно летнее.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Кӗрхи каҫсен куҫа ҫиен йӳҫекӗ — Эп икӗ тӗнчере тӑр пӗчченни…

Куҫарса пулӑш

«Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 111 с.

Халӗ районта кӗрхи культурӑсене, нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарас ӗҫ пырать.

Куҫарса пулӑш

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Кӗрхи тулӑ тухӑҫӗ гектар пуҫне вӑтамран 25,2 центнерпа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӑй илет // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2018.08.03

Райадминистрацин ялхуҫалӑх пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, августӑн 2-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 310 гектар ҫинчен кӗрхи тулӑ вырса илнӗ, 782 тонна ҫапса тӗшӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӑй илет // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2018.08.03

Ялхуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресченпе фермер хуҫалӑхӗсенче кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсене пухса илме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӑй илет // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2018.08.03

Йӗркелӳ комитечӗ «Ҫӗнӗ хум» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн иккӗмӗш тапхӑрне Шупашкарта наци библиотекинче шкул ачисен кӗрхи каникулӗнче ирттерме йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Унран та пахи — ҫӗнтерӳҫӗсен хаваслӑ сӑн-пичӗсем кӗрхи ӑмӑр куна ҫутатса ячӗҫ.

И дороже этого - весёлые лица победителей осветили осенний пасмурный день.

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

«Кӗрхи ҫеҫке» повеҫре автор геройсен ӑрӑскалне саманапа тачӑ ҫыхӑнтарса кӑтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Паянхи ҫӗр ӗҫченӗ вара урпапа тулӑ, кӗрхи культурӑсем акнисӗр пуҫне ытти культурӑсем пирки манса кайрӗ тесен те тӗрӗсех пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Кӗрхи ҫӗртмене агротехникӑна пӑхӑнса ҫителӗклӗ тӑвасси, хӗлле хирсенче юр тытасси – чи кирлӗ ӗҫсен шутӗнчеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Кӗрхи салхуллӑ шухӑша путнӑ Салука …

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Трактористсем халӗ хӗрсех кӗрхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Татьяна Мартынова агроном каланӑ тӑрӑх, кӗрхи культурӑсем - 150 гектар, урпа - 200, сӗлӗ - 20, пӑрҫа - 10, пӗр ҫул ӳсекен курӑксем 156 гектар ҫинче ешерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Паянхи кун тӗлне ҫӗр ӗҫченӗсем кӗрхи тата ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсем акнӑ лаптӑксене ҫум курӑкран пестицидсемпе гербицидсем сапнӑ, хӑшпӗр хуҫалӑхсем вара асӑннӑ культурӑсене апатлантарма та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех