Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Автор: Н. КОЛЕСНИКОВА

Ҫӑлкуҫ: «Пирӗн сӑмах», 2019.07.08

Хушнӑ: 2019.07.16 16:39

Пуплевӗш: 26; Сӑмах: 269

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенчен пушанса Акатуй уявне те ирттерсе ятӑмӑр. Пысӑк та яваплӑ ӗҫе вӑхӑтра тата ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн тырпула пухиччен канмалла ӗнтӗ. Анчах та уй-хир ӗҫченӗсен кӗрӗк арки йӑваласа ларма вӑхӑт ҫук. Халӗ район уйӗсенче ҫуллахи ӗҫсем хӗрсех пыраҫҫӗ: кӗрхи ака валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ, тырпула имҫамлаҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ тата ытти те.

Ҫӗрулмине 175 гектар кӑпкалатнӑ. Ку пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӑн 100 проценчӗпе танлашать.

Ялхуҫалӑх культурисен лаптӑкӗсене сӑтӑрҫӑсемпе чирсенчен сыхлама хими препарачӗсемпе 2810 гектар, ҫумкурӑка пӗтерме 4100 гектар ҫинчи тӗштырӑ культурисене имҫамланӑ. Ку ӗҫсене «Смак-Агро», «Чебо-Милк» тулли мар яваплӑ обществӑсенче тата М. Тагеев фермер хуҫалӑхӗнче пурнӑҫланӑ.

«Чебо-Милк», «Смак-Агро», «Авангард» тулли мар яваплӑ общество филиалӗ «Цивильский бекон» обществӑсем кӗрхи культурӑсене акса хӑварма 605 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.

Ялхуҫалӑх организацийӗ-сенче тата фермерпа хресчен хуҫалӑхӗсенче пурӗ 1732 пуҫ выльӑх шутланать. Вӗсене хӗл каҫарма апат хатӗрлесси ку тапхӑршӑн ҫав тери яваплӑ ӗҫ. 3900 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑк ҫитӗнет. Вӑл шутран паянхи куна 2730 гектар (70%) ҫулнӑ.

Планпа палӑртнӑ тӑрӑх, выльӑха хӗл каҫарма пурӗ 3135 тонна утӑ хатӗрлемелле. «Смак-Агро» тата «Агрофирма «Атлашевская» тулли мар яваплӑ общество ӗҫченӗсем халлӗхе 2800 тонна (41,1%) хатӗрленӗ.

Силос та хывма пуҫланӑ. Ку ӗҫе 13,2% (900 тонна) чухлӗ пурнӑҫланӑ. Пурӗ 6820 тонна хывса хӑвармалла.

Ҫӳлерех асӑннӑ хуҫалӑхсем – малтисен йышӗнче. Ҫурхи ӗҫсенче те вӗсем тӑрӑшулӑхӗпе палӑрнине кӑтартса хӑварма кӑмӑллӑ. Сӑмахран, тырӑ калчисен пахалӑхне кӑҫал ятарлӑ комисси тӗрӗслерӗ. Эпир ун ҫинчен хаҫатра ҫырнӑччӗ. Ун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, виҫҫӗмӗш вырӑна «ТП «Сувар-2» тулли мар яваплӑ общество (ертӳҫи –А. Никаноров, тӗп агрономӗ –Ф. Борисова) тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Авангард» тулли мар яваплӑ общество филиалӗ «Цивильский бекон» (ертӳҫи – Ю. Федотов, тӗп агроном – А. Разумова) йышӑнчӗ. Пӗрремӗш вырӑна М. Тагеев хресченпе фермер хуҫалӑхӗ (ертӳҫи – М. Тагеев, тӗп агрономӗ – В. Малинин) тивӗҫрӗ. Нумаях пулмасть Акатуй уявӗнче ҫӗнтерӳҫе район администрацийӗн Дипломне тата куҫса ҫӳрекен ялав парса чысларӗҫ Вулакансен ячӗпе эпир Михаил Леонидовича ӑнӑҫу сунатпӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех