Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Княжна мана хирӗҫ ҫынсене ҫӗклесшӗн имӗш, унпа пӗрлех ҫӳрекенсенчен икӗ адьютанчӗ мана питӗ сиввӗн пуҫ тайнине хам та асӑрхарӑм — эпӗ, хӑйсем вӗсем кунсеренех ман патӑмра хӑна пулаҫҫӗ.

Княжна хочет проповедовать против меня ополчение; я даже заметил, что уж два адъютанта при ней со мною очень сухо кланяются, однако всякий день у меня обедают.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл калама ҫук тӗлӗнет пулать, епле-ха эпӗ, лайӑх обществӑна хӑнӑхнӑскер, ҫав обществӑн Петербургри пултӑрӗсемпе те инкӗшӗсемпе ҫав тери ҫывӑх тӑраканскер, унпа паллашма тӑрӑшмастӑп-ха.

Ей ужасно странно, что я, который привык к хорошему обществу, который так короток с ее петербургскими кузинами и тетушками, не стараюсь познакомиться с нею.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Акӑ эпир унпа мӗнле юлташлантӑмӑр: эпӗ Вернера С… ра йышлӑ та шавлӑ ҫамрӑксем хушшинче тӗл пулсаттӑм; калаҫу юлашкинчен философиллӗ-метафизикӑллӑ пулса кайрӗ; кам, мӗн ҫине епле пӑхни ҫинчен калаҫкалаттӑмӑр та, кашни темӗн те пӗре ӗненнине пӗлтӗмӗр.

Вот как мы сделались приятелями: я встретил Вернера в С… среди многочисленного и шумного круга молодежи; разговор принял под конец вечера философско-метафизическое направление; толковали об убеждениях: каждый был убежден в разных разностях.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир унпа пӗрне-пӗри часах ӑнланса лайӑх юлташлантӑмӑр, мӗншӗн тесен туслашма пултараймастӑп эпӗ: икӗ тусран пӗри кирек хӑҫан та теприн чури пулать, хӑйсем акӑ, ҫавӑн чури пултӑм-ха, тенипе килӗшеҫҫӗ пулсан та: — эпӗ чура пулма пултараймастӑп, хушма ку яхӑнта халӑм ҫук, хушасси — ывӑнтаракан ӗҫ, мӗншӗн тесен унпа пӗрлех тата улталасси те пулать; питех кирлӗ пулсан, манӑн тарҫӑсем те, укҫам та пур!

Мы друг друга скоро поняли и сделались приятелями, потому что я к дружбе неспособен: из двух друзей всегда один раб другого, хотя часто ни один из них в этом себе не признается; рабом я быть не могу, а повелевать в этом случае — труд утомительный, потому что надо вместе с этим и обманывать; да притом у меня есть лакеи и деньги!

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вернерӑн чӗлхи усалччӗ: унӑн эпиграммине итленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ырӑ кӑмӑллӑ ҫын та тӑр-ухмах ятне илткеленӗ; унпа хирӗҫлекенсем, шывпа сиплекен кӗвӗҫ медиксем, Вернер хӑй сыватакан чирлӗ ҫыннисенчен кулса карикатурӑсем ӳкерет, тесе элек сарнӑ, — чирлӗ ҫыннисем вара ҫилленнипе пурте тенӗ пекех унран сивӗннӗ.

У Вернера был злой язык: под вывескою его эпиграммы не один добряк прослыл пошлым дураком; его соперники, завистливые водяные медики, распустили слух, будто он рисует карикатуры на своих больных, — больные взбеленились, почти все ему отказали.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Акӑ Лиговская княганя, — терӗ Грушницкий, — унпа пӗрле унӑн хӗрӗ Мери, — вӑл ӑна акӑлчансем майла чӗнет, — вӗсем кунта виҫӗ кун ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ-ха.

— Вот княгиня Лиговская, — сказал Грушницкий, — и с нею дочь ее Мери, как она ее называет на английский манер, — они здесь только три дня.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ те ӑна юратмастӑп, сисетӗп: хӑҫан та пулин пӗр-пӗр тӑвӑр ҫул ҫинче манӑн унпа тӗл пулмаллах пулать, пире иксӗмӗртен пӗрне ырӑ пулас ҫук.

Я его также не люблю: я чувствую, что мы когда-нибудь с ним столкнемся на узкой дороге, и одному из нас несдобровать.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ӑна ӑнкарса ҫитрӗм, ҫавӑнпа вӑл мана юратмасть те, ҫиелтен пӑхсан, эпир унпа питӗ туслӑ пурӑнатпӑр темелле.

Я его понял, и он за это меня не любит, хотя мы наружно в самых дружеских отношениях.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Грушницкин декламацилес тесен каҫсах каять: вӑл сире сӑмах айне тӑватех, калаҫу вара пӗчӗк сӑмахранах виҫерен тухса каять, нихҫан та тавлашаймастӑмччӗ эпӗ унпа.

Грушницкого страсть была декламировать: он закидывал вас словами, как скоро разговор выходил из круга обыкновенных понятий; спорить с ним я никогда не мог.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ унпа ҫапӑҫура отрядра паллашнӑччӗ…

Я познакомился с ним в действующем отряде.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унпа юнашар пӗр тир выртать.

Большая яловая кожа валялась рядом с ним,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫ тайма пуҫлатӑп эп Хумлӑ тинӗсе: «Хаяр тинӗс, ан тивсемччӗ Манӑн киммӗме; Манӑн кимӗ турттарать: Хаклӑ йышши япала, Тӗттӗм каҫ унпа ишет Харсӑр яш ача».

Стану морю кланяться Я низехонько: «Уж не тронь ты, злое море, Мою лодочку: Везет моя лодочка Вещи драгоценные. Правит ею в темну ночь Буйная головушка».

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗн тӑвӑн-ха унпа?

Что было с ней делать?

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗн тумалла унпа?..

— Что ними делать?

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пуян мар эпӗ, чинӑм та ҫук, ҫулсем те унпа пӗрле ҫӳремеллисем мар…

Я не богат, не чиновен, да и по летам совсем ему не пара…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫапла, — терӗ Максим Максимыч каярахпа, нимӗн те пулса иртмен пек кӑтартма тӑрӑшса, тарӑхнӑ май ун куҫӗсем вӑхӑчӗпе куҫҫулӗпе йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ пулин те: — Эпир унпа чӑнах та туслӑччӗ, анчах эпир туслӑ пулни мӗнех тӑтӑр иккен хальхи ӗмӗрте! — терӗ вӑл кулянса.

— Да, — сказал Максим Максимыч наконец, стараясь принять равнодушный вид, хотя слеза досады по временам сверкала на его ресницах, — конечно, мы были приятели, — ну, да что приятели в нынешнем веке!..

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл васкаварлӑн пӗр куркине ӗҫсе ячӗ те иккӗмӗшне ӗҫесшӗн те пулмарӗ, темӗнле пӑшӑрханнӑ пек пулса, каллех хапхаран тухса кайрӗ: старике Печорин хисеплеменни кӳрентерчӗ ӗнтӗ ҫинчен тата, хӑй унпа туслӑ пулни ҫинчен мана вӑл иртнӗ кунсенче кӑна каласа парсаччӗ, тата пӗр сехет каялла кӑна вӑл унӑн ятне илтсенех «акӑ чупса килет вӑл» тенӗччӗ.

Он наскоро выхлебнул чашку, отказался от второй у ушел опять за ворота в каком-то беспокойстве: явно было, что старика огорчало небрежение я Печорина, и тем более, что он мне недавно говорил о своей с ним дружбе и еще час тому назад был уверен, что он прибежит, как только услышит его имя.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пур вак япаласене те тӗрӗссипех астуса тӑма ҫуккипе, эпӗ герой хушаматне кӑштах улӑштартӑм тата унпа пӗрле пулса, ӑна йывӑр пурнӑҫӗнче геройла ӗҫсем тума пулӑшнӑ ҫынсене те урӑх ятсем патӑм.

Не имея здесь возможности строго придерживаться фактов, я слегка изменил фамилию героя и дал новые имена тем, кто сопутствовал ему, кто помогал ему на трудном пути его подвига.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Ҫук, мӗншӗн апла пултӑр! — кулса илчӗ вӑл, — Эпир унпа иксӗмӗр те чудаксем пулнӑ.

— Нет, отчего же! — улыбнулся он, — Мы с ней были два чудака.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Часах эпир унпа иксӗмӗр пӗр ҫырмана пырса кӗтӗмӗр, — унӑн икӗ енӗпе те, тӗрлӗ йывӑҫсем хушшинче, ҫӗрпӳртсем алтса тултарнӑччӗ.

Мы пришли в овраг, по обоим скатам которого среди разных деревьев были нарыты землянки.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех