Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлӗве тарӑнлатас тесе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ.

Чтобы получить больше знаний заочно поступил в Чувашскую государственную сельскохозяйственную академию.

Ветеринарсем – ӗҫ хастарӗсем // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ветеринарсем хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, ял хуҫалӑх организацийӗсенчи, килти хушма хуҫалӑхсенчи чӗрчунсене сыватассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

Ветеринары добросовестно выполняют свой долг, неустанно заботятся об оздоровлении животных в сельскохозяйственных организациях, домашних подсобных хозяйствах.

Ветеринарсем – ӗҫ хастарӗсем // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ял хуҫалӑх организацийӗсенче ултӑ уйӑхра кашни 100 ӗне пуҫне 50 пӑру илнӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен виҫӗ пуҫ нумайрах.

В сельскохозяйственных организациях за шесть месяцев на каждые 100 коров было получено 50 телят, что на три больше голов, чем за аналогичный период прошлого года.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

– Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх йышне пысӑклатас тесе пуринчен ытла «Победа», «Янгорчино», «Знамя», «Хорнзор», «Броневик» хуҫалӑхсенче, аш-какай комбинатӗнче тӑрӑшнӑ, – терӗ район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн тӗп специалисчӗ Георгий Романов.

— По увеличению поголовья крупного рогатого скота в основном работали хозяйства «Победа», «Янгорчино», «Знамя», «Хорнзор», «Броневик», мясокомбинат, — сказал главный специалист отдела сельского хозяйства и экологии администрации района Георгий Романов.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ял хуҫалӑх организацийӗсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе 8260 пуҫ тытаҫҫӗ, ҫав шутра ӗнесем – 3057 пуҫ.

В сельскохозяйственных организациях держут 8260 голов крупного рогатого скота, в том числе коров — 3057 голов.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫ кӑтартӑвӗ – 1979 тонна, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен 235,3 тонна (13,5 процент) нумайрах.

Показатель работы на сельхозпредприятиях — 1979 тонн, что на 235,3 тонны больше, чем за аналогичный период прошлого года (на 13,5 процента).

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Мӗнпур тытӑмри хуҫалӑхсенче 20179 тонна сӗт туса илнӗ, ҫав шутра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче – 9304 тонна.

В хозяйствах всех структур произведено 20179 тонн молока, в том числе на сельхозпредприятиях — 9304 тонны.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

«2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗчченхи тапхӑрта, – ял хуҫалӑхӗ валли тракторсем; тырӑ пухса кӗртмелли тулли комплектлӑ комбайнсем, хушма оборудованине те кӗртсе; ҫӗр улми пухса кӗртмелли тата малтанласа тирпейлемелли машинӑсем; кӑшман тата ытти тымарҫимӗҫ пухса кӗртмелли тата малтанласа тирпейлемелли машинӑсем туянма;»;

«в период с 1 января 2013 года по 1 января 2015 года, – на приобретение тракторов для сельского хозяйства; комбайнов зерноуборочных в комплекте, включая дополнительное оборудование; машин для уборки и первичной обработки картофеля; машин для уборки и первичной обработки свеклы и других корнеплодов;»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.

«Ял ӗҫченӗ» хаҫат редакцийӗ йӗркеленӗ чупусенчен те пӑрӑнса юлман.

Не осталась в тороне и от забегов, организованных редакцией газеты «Сельский труженик».

Спортра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Хальхинче «Ҫемье — пурнӑҫ тыткӑчи» проектӑн тӗпелне Тӑвай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Николай Иванович Сормова йыхравларӑмӑр, ҫемйипе тата хӑйсен спортри ҫитӗнӗвӗсемпе кӗскен паллаштарма сӗнтӗмӗр.

На этот раз в проект "Семья — хранитель жизни" пригласили главу Янтиковского сельского поселения Николая Ивановича Сормова, посоветовали познакомить с семьей и его спортивными достижениями.

Спортра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Ял старости А.А.Антонов ҫакӑн пек уявсем туслӑхпа тӑванлӑха, пӗрлӗхе ҫирӗплетме кирли ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Апла пулин те ял пурнӑҫӗнчен айккинче тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Пурте вӗсем ял ҫинче сумлӑ, юратупа килӗшӗве хакласа пурӑнакан мӑшӑрсем.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вероника Николаева ҫак урамсенчи сумлӑ ӗҫченсене ятран асӑннӑ май, хӑш-пӗр ҫемьесене Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Вера ял варринчи ҫӑла васкарӗ.

Вера поспешила за водой в колодец, который находился в центре деревни.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Пӳрчӗ ял вӗҫӗнче ларнӑран самаях утмалла-ха унӑн.

Дом стоял на окраине деревни и ей пришлось долго идти по улице.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Кӑштах сывлӑш ҫавӑрса янӑ хыҫҫӑн япалисене илсе ял еннелле утрӗ.

Отдышавшись, она подняла свои вещи и пошла в сторону деревни.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

— Сирӗн шутпа, ял ҫирӗплентӗр, ҫамрӑксем ҫуралнӑ тӑрӑхран, тӑван ҫӗртен ан писчӗр тесен мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Ял ҫыннин пӗр ӗне те пулин усрамаллах.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Вӗсенчен чылайӑшӗ ял хуҫалӑх специалистне вӗреннӗ, алла диплом илсен Шупашкарта ӑҫта вырнаҫасчӗ тесе ӑшталанса тӗрлӗ ведомство алӑкӗсене туртса ҫӳремен, тӑван тӑрӑха таврӑнса тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех