Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Республикӑра – 2-мӗш

Автор: Елена ПОРФИРЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:44

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 305

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӗр-аннемӗрӗн кӑкри ҫинче тыр-пул ҫитӗнтерекенсем пекех выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче вӑй хуракансем те маттур, вӗсен ӗҫӗ сумлӑ та пархатарлӑ.

Чӑваш Республикин патшалӑх статистикин кӑҫалхи ултӑ уйӑхри кӑтартӑвӗсем Вӑрнар районӗ сӗт туса илессипе тата ӗнесен йышӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннине ҫирӗплетеҫҫӗ. Аш-пӑш туса илессипе, вырнаҫтарассипе тата мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхпе сыснасен шучӗпе те палӑрнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта агропромышленность комплексӗн ӗҫченӗсем ҫитӗнӳсем туни аванах курӑнать. Тен, малашлӑхра пьедесталӑн тата ҫӳллӗрех картлашки ҫине хӑпарма май килӗ; Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне сулмаклӑ утӑмсемпе аталантарассине хуҫалӑхсем пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Алексей Фадеевӑн хуҫалӑхӗнче ферма тӑвассипе строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта 100 пуҫ ӗне вырнаҫӗ.

«Мураты» кооперативра та ӗҫ шавӗ татӑлмасть. Предприятире выльӑх-чӗрлӗх самӑртмалли вите ҫӗклеҫҫӗ.

Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче епле тимленине тӗплӗнрех тишкерер-ха. Мӗнпур тытӑмри хуҫалӑхсенче 20179 тонна сӗт туса илнӗ, ҫав шутра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче – 9304 тонна. Сӑвӑм Карл Маркс ячӗллӗ, «Янгорчино» кооперативсенче, аш-какай комбиначӗн хушма хуҫалӑхӗнче ӳснӗ, кашни ӗнерен вӑтамран 3505–2959 килограмм сӗт суса илнӗ. Предприятисенче выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать тенине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫак тапхӑрта мӗнпур тытӑмри хуҫалӑхсенче 2714 тонна аш-пӑш туса илнӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫ кӑтартӑвӗ – 1979 тонна, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен 235,3 тонна (13,5 процент) нумайрах. Аш-пӑш туса илессипе, вырнаҫтарассипе уйрӑмах аш-какай комбиначӗ, Карл Маркс ячӗллӗ, «Хорнзор» кооперативсем тӑрӑшнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур тытӑмри хуҫалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх 17428 пуҫ (ҫав шутра – 7572 ӗне) тата 18500 сысна шутланнӑ. Ял хуҫалӑх организацийӗсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе 8260 пуҫ тытаҫҫӗ, ҫав шутра ӗнесем – 3057 пуҫ. Чух-чухсем – 17069 пуҫ. Фермӑра тимлекенсен хастарлӑхне пула мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх 670 пуҫ, ӗнесем 158 пуҫ, сыснасем 2888 пуҫ хушӑннӑ.

– Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх йышне пысӑклатас тесе пуринчен ытла «Победа», «Янгорчино», «Знамя», «Хорнзор», «Броневик» хуҫалӑхсенче, аш-какай комбинатӗнче тӑрӑшнӑ, – терӗ район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн тӗп специалисчӗ Георгий Романов.

Районӗпе илсен, ҫак тапхӑрта сысна ҫурисем 13866 пуҫ шутланнӑ, иртнӗ ҫулхинчен 2750 пуҫ ытларах.

Ял хуҫалӑх организацийӗсенче ултӑ уйӑхра кашни 100 ӗне пуҫне 50 пӑру илнӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен виҫӗ пуҫ нумайрах. Ҫавалкасри, Ҫӗрпелти, Хурӑнсур Ҫармӑсри, Хӑмӑшри аграрлӑ предприятисенче, аш-какай комбиначӗн Малтикас Ялтӑрари сӗт-ҫу фермин комплексӗнче ӗнесем ытларах пӑруланӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех