Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Спортра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ

Автор: Ял ӗҫченӗ

Ҫӑлкуҫ: «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Хушнӑ: 2019.07.21 01:47

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 446

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Спорт

«Демографи» наци проекчӗн шайӗнче эпир кӑҫал «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» регион проектне пурнӑҫлама тытӑнатпӑр.

Пирӗн республика пысӑк шайри спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе паха опыт пухнӑ. Чӑваш Енре кашни ҫулах спортӑн тӗрлӗ тӗсӗ енӗпе Раҫҫей шайӗпе 60 ытла ӑмӑрту иртет.

Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика енӗпе юбилейлӑ — ҫӗрмӗш — чемпионата 2019 ҫулта Шупашкарта ирттерме йышӑнни те пирӗншӗн, паллах, пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӗ пирӗн тӗллев — асӑннӑ мероприятие ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттересси», — тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев.

Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ кӑҫал утӑ уйӑхӗн 24–28-мӗш кунӗсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионра иртет.

Массӑллӑ физкультурӑпа спорта аталантарассипе пирӗн районта та тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ. Ҫемйисемпех сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама пулӑшакансем те чылайӑн. Хальхинче «Ҫемье — пурнӑҫ тыткӑчи» проектӑн тӗпелне Тӑвай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Николай Иванович Сормова йыхравларӑмӑр, ҫемйипе тата хӑйсен спортри ҫитӗнӗвӗсемпе кӗскен паллаштарма сӗнтӗмӗр.

— «Ҫемье — пурнӑҫ тыткӑчи» проекта вулакансене калаҫӑва чӗнсе савӑнтарнӑшӑн тав тӑвас килет малтанах.

Ӗҫлекен халӑха тата ҫитӗнекен ӑрӑва физкультурӑпа тата спортпа туслаштарас енӗпе хавхалантарсах тӑраҫҫӗ юлашки вӑхӑтра, «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн нормине пурнӑҫланине те тӗрӗслеҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама тӗрлӗ ӑмӑртусене ҫемьесене те явӑҫтараҫҫӗ.

Вӑрманхӗрринчен Тӑвайне куллен ҫурран утаттӑм шкулта вӗреннӗ чухне, тӑтӑшах уҫӑ сывлӑшра пулма тӑрӑшни те спорта ытларах тимлӗх уйӑрма хистерӗ пулӗ. Тӑван ҫӗршыв умӗнчи чыслӑ тивӗҫӗме пурнӑҫланӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Йӑнтӑрчӑри шкулта тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ чухне те тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнма тӑрӑшнӑ.

2002 ҫулта ҫемье ҫавӑрсан та хамӑн пурнӑҫ тӗллевне — спорта пысӑк тимлӗх уйӑрассине — улӑштарас килмерӗ. Юратнӑ мӑшӑрӑм, Алина Петровна та, манпа пӗр шухӑшлӑччӗ ку енӗпе. Вӑл та Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, халӗ район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн методистӗнче тӑрӑшать.

Виҫӗ ачана пурнӑҫ парнеленӗ эпир, иккӗшӗ Тӑвайри вӑтам шкулта ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ, пире, ашшӗпе амӑшне лайӑх паллӑсемпе савӑнтараҫҫӗ, халӗ каникулта. Кӗҫӗнни Тӑвайри «Радуга» шкулчченхи учреждение ҫӳрет.

Эпир районти спорт ӑмӑртӑвӗсене вунӑ ҫул ытла хутшӑнатпӑр ҫемьепе. «Ял ӗҫченӗ» хаҫат редакцийӗ йӗркеленӗ чупусенчен те пӑрӑнса юлман. Вӗсенче мала тухса республикӑри тупӑшусене хутшӑнма тивӗҫлӗ пулатпӑр. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн призне ҫӗнсе илессишӗн пыракан республикӑри «Спорт ҫемйи» фестивальте ултӑ ҫул хамӑрӑн пултарулӑха кӑтартрӑмӑр, 2017 ҫулта — иккӗмӗш, 2018 ҫулта — пӗрремӗш вырӑна, кӑҫал вара виҫҫӗмӗшне тухма пултартӑмӑр.

Совет Союзӗн икӗ хутчен Геройӗ, Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт ҫуралнӑ кунӗ умӗн ҫуллен «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ ҫӑмӑл атлетсен эстафетине ирттерет. Кунта та юлашки ҫулсенче малтисен йышне кӗме пултартӑмӑр республика шайӗнче.

Пурне те асӑнса пӗтереймӗпӗр. Спортра ҫитӗнӳсем тума ҫемьери ҫанталӑк ӑшӑ, лӑпкӑ пулни те хавхалантарать. Аслӑ хӗрӗмӗр, Ксения, ҫӑмӑл атлетикӑпа, фитнес-аэробикӑпа ытларах кӑсӑкланать. Спортри тата вӗренӳри ҫитӗнӗвӗсене пула 2017 ҫулта «Артек» кану лагерьне кайма тивӗҫлӗ пулчӗ. Республикӑри «Зарницӑпа» «Орленок» вӑйӑсене кӑҫал иккӗмӗш хут хутшӑнчӗ. Ксения — Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендиатки.

Ывӑлӑмӑр, Глеб самбора, ҫӑмӑл атлетикӑра, шывра ишсе районта тата республикӑра малти вырӑнсене тухса савӑнтарать.

Карина та аслисенчен юлмасть. Кӑҫал районта иртнӗ йӗлтӗр чупӑвӗнче хӑйӗн ӳсӗмӗнче виҫҫӗмӗш пулчӗ. Ҫурран чупма та кӑмӑллать. Физкультурӑпа спорт пирӗн ҫемьене пурнӑҫ ҫулӗпе малтан-малалла утма хистет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех