Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан, Аракани столицине кӗмесӗрех, эпир Кордильерсен урлӑ Антукс сӑрчӗн хушшипе тухатпӑр, ҫапла ӗнтӗ вулкан хиртен нумай кӑнтӑралла юлать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Дункан» нимӗн чухлӗ те иккӗленсе тӑмасӑр, кукӑр-макӑр выртакан тирпейлӗ ҫырансен хушшипе унчченхи пекех хӑвӑрт малалла пырать; яхта трубинчен мӑкӑрланса пыракан тӗтӗм чуллӑ сӑртсен тӑрнашкисемпе уйӑрӑлнӑ пӗлӗтсен таткисемпе пӗрлешсе каять.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунта вӑл Брунсвик ҫурутравӗпе хумсем ывӑтнипе чуллӑ ҫыран ҫине тухса ӳкнӗ тем пысӑкӑш кит евӗрлӗ тӑрӑхланса выртакан утравӑн хушшипе иртет, вӑл утрава Ӳкӗнӳллӗ Ҫӗр тесе каланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чили ялавӗпе чиркӳ тӑррийӗ йывӑҫсен хушшипе кӑшт ҫеҫ курӑнса пытанчӗҫ.Чилийский флаг и шпиль колокольни мелькнули между деревьями и исчезли.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Дункан» ҫак вӑхӑтра Зеленый мыс утравсем хушшипе иртсе пыратчӗ.«Дункан» проходил в это время между островами Зелёного мыса.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗтӗ йывӑҫсем хушшипе Демидов вӗҫтерсе пырать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗксӗмӗн йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илет шыв ҫутӑлас умӗнхи тӗтрере, ҫаврака яка вак чулсем хушшипе шӑнкӑртатса юхать вӑл.Смутно поблескивает река в предрассветной дымке; журчит по прибрежным камешкам-голышам.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗлӗтсем хушшипе чупакан уйӑх ҫутинче кивӗ сарай тӑрринчи команда ялавӗ вӗлкӗшме тытӑнчӗ — ҫапӑҫӑва тухмалли сигнал.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Чечеклӗ сӑртсем ҫине хӑпартӑмӑр, симӗс ҫырмасене антӑмӑр, ҫӑра йывӑҫсем хушшипе ҫӳрерӗмӗр те авалхи керменсем ҫине пырса тӑрӑнтӑмӑр.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Тӑррине такам касса илнӗ пек курӑнакан йывӑҫсем хушшипе, шанман ҫулҫӑллӑ туратсемпе витӗннӗ вырӑнпа пырса пӗр пӗчӗк уҫланкӑна тухрӑм.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Тӗмсем хушшипе кӑмпа шыраса вӑрман хӗрне тухиччен, хӗвел те хӑпарчӗ, сывлӑм та типрӗ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Унтан батарейӑран тӗмӗсен хушшипе икӗ кавалерист тухнӑ та чупакан ачасем патӗнче чарӑнса йӗнерсем ҫинчен аннӑ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Ермолай ӗнтӗ манпа сывпуллашмарӗ те, вӑл хӑйӗн Валеткине хӗнеме тытӑнчӗ; Филофей тилхепесене турткаларӗ те ҫинҫерен те ҫинҫе сасӑпа: «Эй, эсир, вӗтӗрмӗшсем!» тесе кӑшкӑрса ячӗ, — шӑлнӗсем икӗ енчен чупса пычӗҫ те хӗрӗнчи лашасене хырӑмӗсенчен хулӑсемпе вӑшлаттарчӗҫ — тарантас вара тапранчӗ те алӑкран тухса, урамалла ҫавӑрӑнса кайрӗ, — ҫӑмламас лаши хӑйӗн картинелле вӗҫтересшӗн пулчӗ, — анчах Филофей пушӑпа ҫапса, ӑна ӑса кӗртрӗ, — акӑ ӗнтӗ, эпир ялтан тухса чылаях тикӗс ҫулпа, шӗшкӗ йывӑҫҫисен нумай та ҫӑра тӗмӗсем хушшипе, чуптарса кайрӑмӑр.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Хӑйсен хушшипе вӑрӑм пӑшал тытнӑ, икӗ сӑмсаллӑ картус тӑхӑннӑ ачана ирттерсе янӑ чухне карчӑк-чӑрӑшсем пит те силленнӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ӳсеҫҫӗ те ӳсеҫҫӗ симӗс хӑмӑшсем; килеҫҫӗ те килеҫҫӗ кунта шурлӑхсенчен йывӑррӑн пускаласа шултӑра кайӑк-кӑвакалсем; амӑшӗсем хыҫҫӑн, шӑхӑркаласа, сарӑ уралӑ хура кӑвакал чӗпписем тункатасем хушшипе пытанкаласа чупаҫҫӗ.
Шӑркалчӑ чӗпписем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 55–57 с.
Николай Петрович халь те ҫамкине сӑтӑрма чарӑнман аллин пӳрнисем хушшипе ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ те — унӑн чӗри ыратса кайрӗ…
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мӗн тери вӑйлӑ шӑршӑ сарать йӑрансем хушшипе ӳсекен армути!
Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.
Умри ҫулӑм ҫӑра шӗшкӗ тӗмисем хушшипе, пӑч-тӗттӗмре выртать; эпӗ аран ҫеҫ малалла шӑватӑп.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Тарӑн мар ҫыран тӑвайккинче, ҫатан карта ҫумӗнчех, утар курӑнать; унталла ансӑр сукмак каять, — вӑл хӳме пек ларакан армутипе вӗлтӗрен тӗмӗсем хушшипе, таҫтан килсе лекнӗ тӗксӗм симӗс кантӑр тунисем хушшипе авкаланса выртать.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Ишӗлчӗк патне каякан кукӑр-макӑр ҫул вӑрманлӑ ансӑр вар айккипе пырать; вар тӗпӗнче пӗчӗк ҫырма чулсем хушшипе авкаланса, шарласа юхать, вӑл шӗп-шӗвӗр тӑрӑллӑ хура тусен леш енче тӳлеккӗн ҫуталса выртакан аслӑ юханшывпа пӗрлешме васкать тейӗн.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.