Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ хӑвӑрах куратӑр, вӑхӑт ҫапла иртсе кайнипе, Вера Павловна час-часах ваннӑра ҫӑвӑнса тухма та, ун час-часах ӗлкӗрмелле мар (ваннине вара майлӑ тунӑ, унпа нумай аппаланма тивнӗ: ун пӳлӗмне кухньӑри кранпа хурантан пӑрӑхсем ямалла пулнӑ; тӗрӗссипе каласан тата, ку ырлӑха нумай вутӑ кайнӑ, анчах мӗнех вара?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗрӗс мар вӑл, хӗрсе кайнипе ҫеҫ ҫырнӑ эпӗ ӑна.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл мана пуҫласа чуптусан, ман пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, эпӗ урасем шӑлтӑр кайнипе ун аллисем ҫине выртрӑм, пылак туйӑм пулмалла пек те, анчах вӑл мар, вӑл мар.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
И стрелок куҫне уҫрӗ, тин кӑна хӑпаракан хӗвел пайӑркисем ярӑмланса кайнипе стена ҫуталса тӑнине курчӗ.Стрелок внезапно открыл глаза и по косым лучам на западной стене понял, что время уже не раннее.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Верочка хывӑнса платьине пуҫтарса хунӑ-хуманах, — ӑна пуҫтарса, чӑнах та, вӑхӑт нумай иртрӗ, мӗншӗн тесен Верочка пӗрмаях шухӑша кайса ларчӗ: суллине хыврӗ те нумайччен аллинче тытса ларчӗ, хӑлха алкине кӑларса илчӗ — вӑл каллех манса кайрӗ, вара хӑй ҫав тери ывӑннине, хӑй тӗкӗр умӗнче тӑма та пултарайманнине, хӑй пӳлӗмне ҫитнӗ-ҫитменех халтан кайнипе пукан ҫине тӗшӗрӗлсе аннине, хӑвӑртрах хывӑнса выртма кирлине аса иличчен вӑхӑт нумай иртрӗ, — Верочка вырӑн ҫине выртнӑ-выртманах пӳлӗме поднос йӑтнӑ Марья Алексевна кӗчӗ, поднос ҫинче ашшӗн пысӑк курки ларать, тата сухарисем выртаҫҫӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юрӑ хӑюллӑ та вичкӗн пулнӑ, кӗвви те ун хаваслӑ янӑранӑ, — юрӑра ик-виҫӗ салху нота та пулнӑ, анчах кӗвӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, хавас илтӗннӗ, ҫавӑнпа салху нотӑсем вӗсем хушшинчен илтӗнсех кайман, вӗсем хушса юрланӑ чухне ҫухалнӑ, юлашки куплетра илтӗнми пулнӑ — тӗрӗсрех каласан, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн кӑмӑлӗ урӑхла пулнӑ пулсан, салху нотӑсен хаваслӑ янӑравра ҫухалмалла пулнӑ; анчах халь ун сассинче салху нотӑсем ытти нотӑсенчен хытӑрах илтӗннӗ, вӑл ҫавна асӑрхаса илет те чунӗпе хӑпартланса кайнӑ пек пулать, вӗсене юрланӑ чухне вара сассине антарать, вӗсем хыҫҫӑн юрламалли хаваслӑрах сасӑсене хытӑрах юрлама пуҫлать, анчах вӑл шухӑша кайнипе кӗҫех юрра манса каять, вара салху сасӑсем каллех хытӑрах янӑрама тытӑнаҫҫӗ.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ытла хавхаланса кайнипе, туспа сыпма та ӗлкӗреймерӗмӗр.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Парта хушшинчен тӑрса, вӑл ҫапӑҫма хатӗр ҫамрӑк автан пек сиксе илчӗ, урса кайнипе, унӑн сухалӗ те чӗтреме тытӑнчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Паллах, пӗрре ларса тӑватӑ кӗренке ҫиейрес ҫук ӗнтӗ, кӑна кӑштах хӗрсе кайнипе ӳстертӗм-ха эпӗ, анчах виҫӗ кӗренке е, калӑпӑр, виҫӗ кӗренке ҫурӑ — пӗрре ларсах, сывлӑш ҫавӑрса иличченех ҫисе яратӑп!
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ах, мур илесшӗ, мӗн тумалла-ха?!» — тем пекех хӑраса кайнипе куҫне хупса шутларӗ вӑл, ҫамки, янахӗ, майӗ ҫине сивӗ тар тапса тухнине те туймасӑр.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Тубянскра эпӗ темиҫе сехет халӑхпа паллашас тесе ӗҫлерӗм, ку вӑл — урӑхла япала, эсӗ вара бригадӑна хӑвӑн харпӑрла пурнӑҫу пӑтранса кайнипе килнӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яков Лукич сехӗрленсе ӳкрӗ: урса кайнипе Половцевӑн куҫӗсем сӑмса кӑкӗ патнелле пӗрӗннӗ, кӳпшек пичӗ толстовка тӗслӗ пулса кайнӑ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫухалса кайнипе вӑл ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫумне сӗртӗнчӗ, вара текех чӑтаймарӗ, ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.В тревоге она потрогала грудь сына и, не стерпев, стала всхлипывать.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Халтан кайнипе Шань-сы темле ҫурт алӑкӗ патне ҫитсен ларса канчӗ, кӑшт сывлӑш ҫавӑрсан хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнине туйса илчӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Унтан Лушка кӗтмен ҫӗртенех ҫивӗччӗн вӑрт-варт тӑрса ларчӗ, хуҫлатнӑ чӗркуҫҫисене аллисемпе ыталаса илчӗ те сасартӑк куласси килсе кайнипе чӗтре-чӗтре, сасӑсӑр кулса ячӗ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑрушла тарӑхса кайнипе Любишкинӑн сӑнӗ-пичӗ ерипен кӑвакарса, хӗрелсе пыра пуҫланӑ.Лицо Любишкина медленно наливалось синеватым румянцем страшного гнева.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӑлханса кайнипе унӑн шыҫмак питҫӑмартийӗсем тата сӑмси ҫинчи пысӑк шӗпӗнӗ тӑрлатсах чӗтреҫҫӗ, пӗркеленчӗк пичӗ-куҫӗ тӑрӑх татти-сыпписӗр тар шӑпӑртатса юхать.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑш чухне тата ҫав пӑр катӑкӗ пӗр-пӗр енчен ҫырмана юхса кӗрекен шыв юхӑмӗ илсе кайнипе садсене пырса кӗрет те, йывӑҫ вуллисем ҫине качӑртаттарса тӑрӑна-тӑрӑна, садра ҫитӗнекен ҫамрӑк хунавсене тӗшӗрсе пӗтерсе, улмуҫҫисене шӑйӑрса амантса, ытла та ҫӑра чиелӗхри вӗтлӗх темисене пуса-пуса антарса, йывӑҫсем хушшипе ишсе ҫӳрет.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗлӗнсе кайнипе Разметновӑн куҫӗсем ҫамки ҫинех тухса ларчӗҫ…
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн куҫӗсем хӗсӗнсе ларчӗҫ, тути хӗрри кӗтессисенче шурӑ кӑпӑк пекки пӑчӑртатса тухрӗ, урса кайнипе тӑвӑнса ҫитнӗскер, вӑл хӑрӑлтатса каласа хучӗ:Глаза его сузились, на углах губ вскипели белые заеди, с задавленным бешенством он выхрипел:
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959